Промышленноç та, ял хуçалăхĕ те ÿсĕмлĕ
Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче республикăн промышленноç производствин индексĕ 104,8% танлашнă. Ял хуçалăх кăтартăвĕ - 102%. Çак тата ытти цифрăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен планеркăра экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов пĕлтерчĕ.
Канашлура Чăваш Енĕн кăçалхи 10 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç. Мĕн пур отрасль ÿсĕмлĕ ĕçленĕ темелле. Строительство кăна уксахлать. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 112% çитнĕ пулин те отраслĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 78% ытларах çеç. Михаил Игнатьев шучĕпе, хăш-пĕр компани тивĕçлĕ отчетсене паман — чакни çакăнпа кăна сăлтавланма пултарнă, çавна май статистикăна тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ.
Павел Иванов каланă тăрăх, 10 уйăхра республикăри вăтам ĕç укçи 28650 тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхинчен 8% хушăннă. Çав вăхăтрах ĕç укçин парăмĕсем тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур — кун пирки Михаил Игнатьев асăрхаттарчĕ. Панкрута тухнă Чăвашавтотранс ĕçченĕсемпе татăласси пирки уйрăммăн каларĕ: Çĕнĕ çулччен унти парăма май пур таран пĕчĕклетмелле.
Общество инфратытăмĕн аталанăвĕн вырăнсенчи пуçарусем çинче никĕсленнĕ проекчĕсене мĕнле пурнăçланипе ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Рябинина паллаштарчĕ. Асăннă ĕçре çĕнĕлĕхсем те пур. Малашне уйрăм пĕр ял тăрăхĕ бюджетран хайхи «пуçарулăх» валли илме пултаракан чи пысăк укçа виçине 5-рен 10 миллион тенкĕ таран пысăклатассине ырларĕç. Анчах уйрăм пĕр проект хакĕ 5 миллион тенкĕрен ытла пулмалла мар. Урăхла каласан пĕр ял тăрăхĕнченех темиçе проект пулма пултарать.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас