Интернетпа усă курма пĕлеççĕ
Интернет пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Унпа хулара çеç мар, ялта пурăнакансем те анлăн усă кураççĕ. Акă Елчĕк районĕнчи Курнавăшри вăтам шкулта вĕренекенсем интернет урлă мĕн-мĕн тума май пурри, унăн лайăх тата япăх енĕсем пирки ыттисене те ăнлантараççĕ.
Пĕтĕм Раççей шайĕнче палăрнă
Çак шкулти «Шустряки из Шимкус» команда пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри «Интернета пĕл те усă кур» VII онлайн-чемпионатра 3-мĕш вырăн йышăннă. Ун чухне 10-мĕш класра вĕренекен 10 ача Раççейри 440 вĕренÿ заведенийĕнчи 2800 шкул ачипе студент /18 çула çитменнисен/ хушшинче чи лайăххисен йышне кĕнĕ. «Паллах, çак хыпара пĕлсен питĕ савăнтăмăр. Командăри ачасем 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне асăннă чемпионата пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр. Ун чухне уйрăм ăмăртура пирĕн шкулти Анастасия Круглова 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Онлайн-чемпионатра ачасем уйрăмшарăн та, командăпа та хăйсен вăйне тĕрĕслеме пултараççĕ. Ку проект питĕ кăсăклă, вĕренекенсене пĕлĕвне анлăлатма пулăшать. Вăл интернетра ĕçлес ăсталăха лайăхлатма май парать: технологисем питĕ хăвăрт аталанаççĕ, пирĕн те пурнăç таппипе тан пырас килет. Эпĕ хамăн вĕренекенсемпе, командăри ачасемпе, мухтанатăп. Конкурса хутшăнса пухнă опыт вĕсене аслă шкулсене кĕнĕ чухне кирлĕ пуласса шанатăп», — каласа кăтартрĕ Курнавăшри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, математикăпа информатика учителĕ, «Шустряки из Шимкус» команда капитанĕ Анфиса Ефимова. Халĕ çак ачасем 11-мĕш класра вĕренеççĕ.
«Онлайн-чемпионата хутшăнса хамăр валли çĕннине нумай пĕлтĕмĕр, интернетпа тата лайăхрах усă курма хăнăхрăмăр. Унти хушусем тĕп IT-трендсемпе тата пуласлăх технологийĕсемпе çыхăннăччĕ: робототехникăпа, искусствăллă интеллектпа, япаласен интернечĕпе, блокчейн технологийĕсемпе, виртуаллă тата пуянлатнă чăнлăхпа, телемедицинăпа тата киберхăрушсăрлăхпа. Пирĕншĕн робототехника çывăхрах пек туйăнчĕ. Япаласен интернечĕ кăштах йывăртарах пулчĕ. Ку темăна та, ыттисене те вĕренÿ процесне кĕртмен-çке. Çапах эпир пĕтĕм хушăва пурнăçларăмăр. Манăн шухăшпа — онлайн-чемпионата ушкăнпа хутшăнма кăсăклăрах», — пĕлтерчĕ команда хастарĕ Максим Григорьев.
Пĕтĕм Раççейри чемпионатăн çĕнтерÿçисене хаклă парнесемпе чысланă. Курнавăшри ачасем 3-мĕш вырăна тухнăшăн ăслă трекерсене тивĕçнĕ. «Парне пире килĕшрĕ. Куратăр-и, пурте çыхса çÿретпĕр. Çак браслет чĕре таппине виçет, эпир мĕн чухлĕ утнине кăтартать», — савăнăçне пытармарĕ командăн тепĕр хастарĕ Мария Ефимова, пултарулăхри ăнтăлушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраканскер. Вăл шкулти «Анимацисен тĕлĕнтермĕш тĕнчи» кружока та çÿрет.
«Шустряки из Шимкус» командăри ачасем ытти чухне те интернетпа усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, киле панă ĕçсене пурнăçланă чухне кирлĕ информацие шыраççĕ тата унпа паллашаççĕ. Çанталăк мĕнле пулассипе кăсăкланаççĕ. Паллах, социаллă сетьсенче хутшăнаççĕ. Информаци технологийĕсене кăмăллаканскерсем, тен, малашлăхра хăйсен пурнăçне шăпах вĕсемпе çыхăнтарĕç?
Акă командăри Ксения Романовăна информатика урокĕсем питĕ килĕшеççĕ. «Унта çĕнĕ программăсем çырма пулать. Манăн атте енчи тăванăм хулара шăпах программăсем çырас енĕпе ĕçлет. Ыйтусем пулсан эпĕ унпа çыхăнатăп. Интернетпа тăтăшах усă куратăп. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ун урлă хатĕрленетĕп. Аттепе анне те, йăмăкăм та интернетра хăйсене кирлĕ информацие шыраççĕ», — палăртрĕ Ксения.
Ыттисене те хутшăнма чĕнеççĕ
«Интернета пĕл те усă кур» онлайн-чемпионат кăçал та пулать. Унăн тĕллевĕ — интернетпа нумаях пулмасть усă курма пуçланисен пĕлÿ шайне ÿстересси. Курнавăшри шкулта вĕренекенсем унта хутшăнас тĕллевпе регистрациленнĕ ĕнтĕ. «Эпир пурне те чемпионата хутшăнма чĕнетпĕр. Çак тĕллевпе чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕччен регистрациленмелле. Хутшăнăр, çĕнтерÿçĕсене кăçал та хаклă парнесемпе чыслама палăртнă: 1-мĕш вырăна тухакансене — смарт-сехет, 2-мĕшне йышăнакансене — смартфон, бронза медале тивĕçекенсене 3D-ручка парĕç», — терĕ команда йышĕнчи Елена Васильева. Тĕплĕнрех - игра.интернет.рф.
Хальхинче чемпионатăн теми — доменсем тата вĕсен индустрийĕ /тытăмĕ, управлени, технологисем, фактсем тата пулăмсем/. Ăмăртусем онлайн мелпе, «Интернетпа пĕл те усă кур» проектăн сайтĕнчи ятарлă уйрăмра иртеççĕ. Чемпионатра хутшăнас тесе регистрациленнисен чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен пĕр-пĕр куна суйласа илмелле те турнир модулĕн хушăвĕсене пурнăçламалла. Кашни ачана 60 минут уйăрса параççĕ. Турнирăн модуль хушăвĕсене стационарти компьютер е ноутбук урлă пурнăçламалла /планшетпа смартфонра хушусен пĕр пайĕ курăнмасса пултарать/. Ушкăнри кашни ача пухнă очкосене кайран пĕрле хушаççĕ. Команда капитанĕн хушусене пурнăçлама юрамасть. Вăл команда йышне палăртать /унта 10 ача таран кĕртме юрать/ тата ăна чемпионата хутшăнмашкăн регистрацилет.
Курнавăш шкулĕн ачисем кăçал та Пĕтĕм Раççейри онлайн-чемпионатра Чăваш Ен чысне тивĕçлипе хÿтĕлессе шанатпăр.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
ХАКЛАВ
Татьяна НИКОЛАЕВА, Елчĕк районĕнчи Курнавăшри вăтам шкул директорĕ:
— Пирĕн шкулти команда питĕ маттур, вĕренекенсем тăрăшуллă. Пур çĕре те хастар хутшăнаççĕ. Командăна ертсе пыракан учитель те пултаруллă. Халь пирĕн шкулта кашни 3 вĕренекен пуçне 1 компьютер тивет. «Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пирĕн шкула та кăçал пысăк хăвăртлăхлă интернет çитет. Çавăнпа педагогсен те, вĕренекенсен те аталанма майсем анлăланĕç.
Комментари хушас