Пилĕк ачаллă çемьене — çĕнĕ çурт

19 Авăн, 2019

Авăнăн 18-мĕшĕ Элĕк районĕнчи Тавăтри Саватинсемшĕн, ахăртнех чи телейлĕ кун пулса тăнă. Нумай ачаллă çемье патшалăх туса панă хăтлă та çĕнĕ çурт алăкне уçнă.

Саватинсем 3 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтереççĕ. Вĕсем 2012 çулта пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн патшалăх пулăшăвне илме черете тăнă. Пысăк çемьене ирĕк пÿртпе тивĕçтернĕ, вăл — 71,3 тăваткал метр. Унта пĕтĕм услови пур: электричество, газ, шыв.

Çурт уççине савăнăçлă лару-тăрура парнеленĕ. Унта Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Тавăт ял тăрăхĕн ертÿçи Анатолий Васильев, строительство ĕçĕсене пурнăçланă «Аликовская» МСО» организацин ертÿçи Сергей Лаврентьев хутшăннă. Кил хуçи арăмĕ Любовь Вениаминовна çавнашкал парнешĕн республика ертÿлĕхне тав тунă. Сăмах май, 2011-2018 çулсенче Элĕк районĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр тĕлĕшĕпе пулăшмашкăн 10 млн тенкĕ уйăрнă.

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас