Хыпар 84 (27517) № 30.07.2019
* Иртнĕ эрнере Шупашкарти «Олимпийский» стадион Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика центрĕ пулса тăчĕ. Тĕрлĕ регионтан пухăннă 731 спортсмен медальсен 40 комплектне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ. Ăмăртăва тĕнчипе палăрнă спортсменсем Дарья Клишина, Елена Соколова, Мария Кучина, Анна Чичерова, Александр Лесной, Дмитрий Тарабин тата ыттисем хутшăнчĕç, хăйсен ушкăнĕнче малти вырăнсене йышăнчĕç.
Раççей чемпионатĕнче Чăваш Ен спортсменĕсем те маттур пулчĕç. Акă Анжелика Сидорова черетлĕ çĕнтерÿпе савăнтарчĕ, шăчăпа 4,86 метр сиксе çĕршыв чемпионĕн ятне тивĕçрĕ. Çак результатпа вăл тĕнче лидерĕсен рейтингĕнче иккĕмĕш вырăна çĕкленчĕ.
— Ку маншăн çĕнĕ кăтарту. Юлашки хут 4,85 метр сикнĕччĕ. Кашни ăмăртурах кăтартăва лайăхлатма тĕллев лартатăп. Паян та хăтланса пăхас терĕм. Телее, пулчĕ! Куракансем хавхалантарса тăни те нумай пулăшрĕ. Вĕсен шанăçне çухатас килмерĕ, — пĕлтерчĕ Анжелика.
Муркаш районĕнчи Купăрля хĕрĕ Вера Васильева та пурне те тĕлĕнтерчĕ. 800 метрлă дистанцире иккĕмĕш тухма вăй çитерчĕ. Ушкăн варринче пыраканскер юлашкинчен финишалла вирхĕнчĕ. «Хам та кĕтменччĕ çакна. Виççĕмĕш вырăн йышăнас килетчĕ паллах. Ăмăртăва нумай хатĕрлентĕм. Тĕрлĕ хулара сборта пултăмăр, Перме те кайма тÿр килнĕччĕ. Тăван хулара чупма уйрăмах хумхануллă. Çав вăхăтрах кăмăллă та — ентешсем алă çупса хавхалантараççĕ. Куракансен хушшинче манăн çывăх çынсем, юлташсем пулчĕç», — терĕ РФ спорт мастерĕ.
Сăнă ывăтакансен хушшинче Вера Ребрик ăмăртрĕ. Крым спортсменкине темиçе çул каялла Чă-ваш Ен хăйĕн хÿттине илнĕччĕ. Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче сахал мар çитĕнÿ тунăскер Шупашкарти стадионта та нумай хутчен ăмăртнă. Ку хутĕнче вăл иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. «Халĕ те Ялтăрах пурăнатăп эпĕ. Çур çул каялла ача амăшĕ пулса тăтăм. Çавăнпа ăмăртусене питех хутшăнман. Халь вăй илсе кăна пыратăп. Ку чемпионат маншăн кăçалхи сезонта пĕрремĕш пулчĕ. Кунтан кайсан командăсен чемпионатне хатĕрленме тытăнăп», — терĕ спортсменка.
Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче атлетсем 3000 метрлă дистанцире чăрмавсене парăнтарма тăрăшрĕç. Ку тупăшура Чăваш Ен чысне иккĕн хÿтĕлерĕç. РФ спорт мастерĕ Раисия Иванова профессиллĕ спорт çулĕ çине 10 çул каялла тăнă. Тÿрех атлетикăн çăмăл мар тĕсне суйласа илнĕ. «Ялта çуралса ÿснĕрен ахаль çулпа чупасси ытла илĕртместчĕ мана. Çавăнпа айлăмлă вырăнта тренировка ирттереттĕм», — терĕ çармăс пики. Çичĕ çул каялла вăл Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме килнĕ. 24- ри хĕр нумаях пулмасть марафон чупма тытăннă. Пĕрремĕш çитĕнĕвĕ те пур: çĕршыв турнирĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Раисия аппăшĕнчен Алина Прокопьевăран тĕслĕх илет. Пĕтĕм тĕнчери марафонсенче çĕнтернĕскер ăна пулăшса пырать.
Михаил Рыбаков та — Йошкар- Оларан. 25-ри каччă Шупашкара 5 çул каялла килнĕ, строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ — ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илет. РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн Валентин Даваловăн вĕренекенĕ те чăрмавсене парăнтарас, сăрт-туллă вырăнта чупас енĕпе ăсталăха çамрăклах аталантарать. Кроссменсен тупăшăвĕсенче те пĕрре мар палăрнă вăл, çĕршыври çамрăксен чемпионатĕнче те ăна çитекен тупăнман.
Чемпионатăн иккĕмĕш кунĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Марина Максимова /Сизова/ 200 метрлă дистанцие парăнтарчĕ, пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕ. Олимп резервĕсен училищин студенткине пĕрремĕш кун ăнманччĕ, 100 метрлă дистанцире вăл лайăххисен ретне лекеймерĕ. «Пĕрремĕш кунхи тупăшу мана вăй кÿчĕ. Шалти иккĕленĕве сирсе старта тухрăм», — терĕ спринтер.
Ку дистанцирех Канаш хулинче çуралса ÿснĕ Константин Орлов вăй виçрĕ. ЧППУ студенчĕ кунаш-кал пысăк ăмăртусене хальччен хутшăнса курман. Спортăн çăмăл мар çулĕ çине вăл çур çул каялла кăна тăнă, çак утăма тумашкăн университетри спорт клубĕн ертÿçи, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Анисимов хавхалантарнă. Футболла выляма юратакан, студентсен турнирĕсенче темиçе хут та призер пулнă каччă атлет пулма пултарассине туйнах ĕнтĕ, кĕске тапхăртах вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. «Хамăн вăя икĕ дистанцире /400 тата 200 м/ тĕрĕслесе пăхас терĕм. Опыт çукки тÿрех сисĕнчĕ, йывăр пулчĕ. Çапах паян та пĕчĕк мар çитĕнÿ турăм: хамăн кăтартăва лайăхлатрăм», — терĕ Константин (Шупашкар телей парнелекен хула пулса тăчĕ. Çапла палăртрĕ Антонина КРИВОШАПКА спортсменка. Андрей МИХАЙЛОВ)
* Салтаксем тăванĕсем патне сăвăсем, хаçатран касса кăларнă вырăнсем, сăн ÿкерчĕксем ярса панă. «Çул çинчи çыру. Тĕлĕкре вăрçăра эпĕ аманнă, вăрçă хирĕнчен мана çак хастар та паттăр вĕçен кайăк çăлса хăварчĕ. Эпĕ сывă-ха, сире те сывлăх сунатăп. Вячеслав. 1.4.1942», — тенĕ Вячеслав Светопольский хăйĕн пĕртăванĕ Матрена патне янă открыткăра. Çав открыткăрах мăнаçлă вĕçен кайăк сăн ÿкерчĕкĕ пур. Шел, Вячеслав Никифорович 1942 çулхи çурла уйăхĕнче пуç хунă.
Тăшманпа хăюллăн çапăçнă çынсен тĕрлĕ йывăрлăха чăтса ирттерме, вилĕмпе куçа-куçăн пĕрре мар тĕл пулма тивнĕ пулин те тăванĕсем пирки самантлăха та манман. Вĕсемшĕн пăшăрханнă: вăй питти арçынсем пурте вăрçăра-çке, тылра вара ватăсем, хĕрарăмсемпе ачасем çеç. «Ырă кун сунса ..., Влиçа, Санека, Костяна, Аннене пысăк салам яратăп. Ну тата мĕн пур ратнене, тăвансене салам яратăп… Ну, Влиçа, ку хута, конверта командир пачĕ, килĕре çыру ямасăр ан тăрăр терĕ… Ну, Влиçа, аннÿне кала, Санекапа Костяна ман кĕпепе шăлавара ачасене патăр, ан хĕрхен. Хам таврăнсан тата пулĕ. Эсир мĕнле пурăнатăр? Çавсене çырса пĕлтерĕр. Çыру çырсах тăрăр», — çырнă Николай Корнилов хĕрĕ Василиса патне. Унтах вăл пĕлĕшĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ, вĕсенчен фронтран хыпарсем пур-и тесе кăсăкланнă. Вăрçăра хăй кампа юнашар пулнине çырса пĕлтернĕ. Шел, Николай Васильевич тăван тăрăхне таврăнайман — çапăçура пуç хунă. Хĕрне Василисăна çăмăл пулман. Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çулсенчи йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивнĕ унăн. Василиса Николаевна арçынсемпе танах çĕр сухаланă, акнă, пахча çимĕçпе тыр-пул туса илнĕ, вăрман каснă тата турттарса тухнă. Çапах Василиса Корнилова вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă, 2017 çулта вăл 90 çул тултарнă.
Музейре «хура хутсен» шутне кĕрекен çыру та пур: ун пеккисене илесрен ял çыннисем питĕ хăранă пулин те хурлăхлă хыпарсем илсех тăнă çав. Курнавăшри Татьяна Прохорова патне те ют почеркпа çырнă çыру килнĕ. «Сывлăх сунатăп! Фронтран салам йышăнсамăр, сирĕн кулленхи ĕçĕрте пĕтĕм ыррине çеç сунатăп. Сирĕн ывăлăр Николай Владимирович çар хушăвне пурнăçланă чухне çапăçу хирĕнче пуç хунине пĕлтеретĕп. Сирĕн ывăлăр паттăррăн кĕрешрĕ. Ăна правительство наградине илме тăратнă. Манăн чи çывăх юлташ… Костылев Василий. Манăн адрес: Полевая почта 26585-т» (Çулăм витĕр тухнисем, куççульпе йĕпеннисем)
Комментари хушас