Хыпар 84 (27517) № 30.07.2019

30 Июл, 2019

* Иртнĕ эрнере Шупашкарти «Олимпийский» стадион Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика центрĕ пулса тăчĕ. Тĕрлĕ регионтан пухăннă 731 спортсмен медальсен 40 комплектне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ. Ăмăртăва тĕнчипе палăрнă спортсменсем Дарья Клишина, Елена Соколова, Мария Кучина, Анна Чичерова, Александр Лесной, Дмитрий Тарабин тата ыттисем хутшăнчĕç, хăйсен ушкăнĕнче малти вырăнсене йышăнчĕç.

Раççей чемпионатĕнче Чăваш Ен спортсменĕсем те маттур пулчĕç. Акă Анжелика Сидорова черетлĕ çĕнтерÿпе савăнтарчĕ, шăчăпа 4,86 метр сиксе çĕршыв чемпионĕн ятне тивĕçрĕ. Çак результатпа вăл тĕнче лидерĕсен рейтингĕнче иккĕмĕш вырăна çĕкленчĕ.
— Ку маншăн çĕнĕ кăтарту. Юлашки хут 4,85 метр сикнĕччĕ. Кашни ăмăртурах кăтартăва лайăхлатма тĕллев лартатăп. Паян та хăтланса пăхас терĕм. Телее, пулчĕ! Куракансем хавхалантарса тăни те нумай пулăшрĕ. Вĕсен шанăçне çухатас килмерĕ, — пĕлтерчĕ Анжелика.
Муркаш районĕнчи Купăрля хĕрĕ Вера Васильева та пурне те тĕлĕнтерчĕ. 800 метрлă дистанцире иккĕмĕш тухма вăй çитерчĕ. Ушкăн варринче пыраканскер юлашкинчен финишалла вирхĕнчĕ. «Хам та кĕтменччĕ çакна. Виççĕмĕш вырăн йышăнас килетчĕ паллах. Ăмăртăва нумай хатĕрлентĕм. Тĕрлĕ хулара сборта пултăмăр, Перме те кайма тÿр килнĕччĕ. Тăван хулара чупма уйрăмах хумхануллă. Çав вăхăтрах кăмăллă та — ентешсем алă çупса хавхалантараççĕ. Куракансен хушшинче манăн çывăх çынсем, юлташсем пулчĕç», — терĕ РФ спорт мастерĕ.
Сăнă ывăтакансен хушшинче Вера Ребрик ăмăртрĕ. Крым спортсменкине темиçе çул каялла Чă-ваш Ен хăйĕн хÿттине илнĕччĕ. Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче сахал мар çитĕнÿ тунăскер Шупашкарти стадионта та нумай хутчен ăмăртнă. Ку хутĕнче вăл иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. «Халĕ те Ялтăрах пурăнатăп эпĕ. Çур çул каялла ача амăшĕ пулса тăтăм. Çавăнпа ăмăртусене питех хутшăнман. Халь вăй илсе кăна пыратăп. Ку чемпионат маншăн кăçалхи сезонта пĕрремĕш пулчĕ. Кунтан кайсан командăсен чемпионатне хатĕрленме тытăнăп», — терĕ спортсменка.
Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче атлетсем 3000 метрлă дистанцире чăрмавсене парăнтарма тăрăшрĕç. Ку тупăшура Чăваш Ен чысне иккĕн хÿтĕлерĕç. РФ спорт мастерĕ Раисия Иванова профессиллĕ спорт çулĕ çине 10 çул каялла тăнă. Тÿрех атлетикăн çăмăл мар тĕсне суйласа илнĕ. «Ялта çуралса ÿснĕрен ахаль çулпа чупасси ытла илĕртместчĕ мана. Çавăнпа айлăмлă вырăнта тренировка ирттереттĕм», — терĕ çармăс пики. Çичĕ çул каялла вăл Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме килнĕ. 24- ри хĕр нумаях пулмасть марафон чупма тытăннă. Пĕрремĕш çитĕнĕвĕ те пур: çĕршыв турнирĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Раисия аппăшĕнчен Алина Прокопьевăран тĕслĕх илет. Пĕтĕм тĕнчери марафонсенче çĕнтернĕскер ăна пулăшса пырать.
Михаил Рыбаков та — Йошкар- Оларан. 25-ри каччă Шупашкара 5 çул каялла килнĕ, строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ — ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илет. РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн Валентин Даваловăн вĕренекенĕ те чăрмавсене парăнтарас, сăрт-туллă вырăнта чупас енĕпе ăсталăха çамрăклах аталантарать. Кроссменсен тупăшăвĕсенче те пĕрре мар палăрнă вăл, çĕршыври çамрăксен чемпионатĕнче те ăна çитекен тупăнман.
Чемпионатăн иккĕмĕш кунĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Марина Максимова /Сизова/ 200 метрлă дистанцие парăнтарчĕ, пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕ. Олимп резервĕсен училищин студенткине пĕрремĕш кун ăнманччĕ, 100 метрлă дистанцире вăл лайăххисен ретне лекеймерĕ. «Пĕрремĕш кунхи тупăшу мана вăй кÿчĕ. Шалти иккĕленĕве сирсе старта тухрăм», — терĕ спринтер.
Ку дистанцирех Канаш хулинче çуралса ÿснĕ Константин Орлов вăй виçрĕ. ЧППУ студенчĕ кунаш-кал пысăк ăмăртусене хальччен хутшăнса курман. Спортăн çăмăл мар çулĕ çине вăл çур çул каялла кăна тăнă, çак утăма тумашкăн университетри спорт клубĕн ертÿçи, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Анисимов хавхалантарнă. Футболла выляма юратакан, студентсен турнирĕсенче темиçе хут та призер пулнă каччă атлет пулма пултарассине туйнах ĕнтĕ, кĕске тапхăртах вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. «Хамăн вăя икĕ дистанцире /400 тата 200 м/ тĕрĕслесе пăхас терĕм. Опыт çукки тÿрех сисĕнчĕ, йывăр пулчĕ. Çапах паян та пĕчĕк мар çитĕнÿ турăм: хамăн кăтартăва лайăхлатрăм», — терĕ Константин
(Шупашкар телей парнелекен хула пулса тăчĕ. Çапла палăртрĕ Антонина КРИВОШАПКА спортсменка. Андрей МИХАЙЛОВ)

* Раççейре паян мĕнле профессисем модăра-ха? Интернетри çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш вырăнта — хирург. Шăл тухтăрĕ те — малтисен ретĕнчех. Çавăн пекех çамрăксемшĕн инженер-программист профессийĕ кăсăклă. Чăваш Енре еплерех-ши? И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ Николай Петров каласа кăтартнă тăрăх, пирĕн республикăра та çавăн пекех: шкул пĕтерекенсенчен ытларахăшĕ медицина факультетĕнче вĕренме талпăнать. Кăçал сиплев ĕçне алла илес тĕллевпе 1319 çамрăк ыйтса çырнă, педиатри уйрăмне — 796, стоматологие 777 яш-хĕр хапăл тунă. Каласа хăвармалла: медицина факультетĕнче вĕренме бюджетран 150 вырăн уйăрнă. Çавăн пекех информатикăпа шутлав техникин тата электрификаци факультечĕсене заявлени чылаййăн панă.

— Стоматолог — чи хаклă профессисен йышĕнче. Çак ăсталăха алла илес тесен çулталăкне çамрăксен 130 пин тенкĕ ытла кăларса хумалла. Çапах ку виçе, кÿршĕллĕ ытти регионтипе тан-лаштарсан, чылай пĕчĕкрех. Çавăнпа пирĕн пата Чулхуларан, Хусантан, Мари Элтан вĕренме килеççĕ. Чăваш филологийĕн уйрăмне кăçал 12 вырăн уйăрнă, 7 вырăн — вырăс филологийĕн уйрăмне, 16 вырăн — журналистикăна. Сăмах май, кăçал журналистика уйрăмĕнче конкурс пысăк. Пĕр вырăна — 12 çын, — паллаштарчĕ Николай Аркадьевич.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ Александр Атамов ĕнентернĕ тăрăх, паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç педуниверситета та хаваспах вĕренме килет. Ют чĕлхесен факультечĕ — чи кăмăлланисен йышĕнче. Кунта 1 вырăна 9 çын заявлени панă. Психолог, кĕçĕн классен учителĕ пулас текен йышлă. Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче асăннă аслă шкулта заявленисене йышăнма пăрахнă. Педуниверситетра çĕнĕ специальноç хальлĕ-хе хушăнман, пăрахăçа кăларни те çук. Кунта яшсемпе пикесем Тутар, Мари, Пушкăрт республикисенчен, Чулхула тата Чĕмпĕр облаçĕсенчен вĕренме килеççĕ.
— Пирĕн аслă шкула ачасене юратакан, вĕсемпе ĕçлес текенсем суйлаççĕ. Вĕсем шалу пысăках маррине те пăхмаççĕ. Учитель ĕçĕ çав тери интереслĕ. Вĕренсе тухсан ĕç вырăнĕ тупаймасран шикленмелле мар. Ĕç кунĕ кĕскерех пулни, пенсие иртерех тухма май пурри лайăх енсен шутне кĕреççĕ, — шухăшне палăртрĕ Александр Евгеньевич. Килĕшмелле унпа: вĕрентекенсем кирлĕ, ÿлĕмрен те çаплах пулĕ.
— Кăçал пирĕн лару-тăру пĕлтĕрхинчен чылай лайăхрах: документсен оригиналĕ те, заявлени те ытларах. Республикăри шкулсенчи агроклассенче вĕреннисенчен 80 ытла заявлени илтĕмĕр. Ку пире питĕ савăнтарать. Çамрăксем тĕллевлĕ хатĕрленсе вĕренме килеççĕ. Районсенчен килнисем, агрокласс пĕтернисем пирĕн пата вĕренме кĕрсен 1-мĕш семестрта кашни уйăхра 5-шер пин тенкĕ матпулăшу илĕç. Агрокласс сертификатне илнĕ çамрăкăн экзаменра пухнă балĕсен çумне 7 балл хушăнĕ. Ку вĕсене çăмăллăнах вĕренме кĕмешкĕн пулăшать. Кăçал пĕлтĕрхинчен 700 заявлени ытларах йышăнтăмăр. Çĕнĕ специальноçсем хушăнман, пуррисене шутран кăларман. Технолога иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи пекех конкурс пысăк. Пĕр вырăна — 5-6 çын. Ветеринар пулас текен те йышлă: 1 вырăна — 4-5 çын. Çав вăхăтрах зоотехник, агроном, инженер, экономист пу-ласшăн çамрăк ăру. Яшсем агробизнеспа çыхăннă профессисене суйлаççĕ. Çавăн пекех эпир Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен тата машиностроени техникумĕсемпе туслă çыхăну тытатпăр. Яшсем ку техникумсенче ятарлă программăпа ĕçлеттермелли машинăсен операторне вунă уйăх вĕреннĕ хыççăн вăтам професси пĕлĕвĕ илнине ĕнентерекен дипломлă пулаççĕ, унтан пирĕн пата килеççĕ. Эпир вĕсене тÿрех 2-мĕш курса илетпĕр, — каласа кăтартрĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ Надежда Алтынова
(Çамрăксем ял хуçалăх профессийĕсене суйлаççĕ. Çав вăхăтрах тухтăра, инженера вĕренес текен тата йышлăрах)

* Салтаксем тăванĕсем патне сăвăсем, хаçатран касса кăларнă вырăнсем, сăн ÿкерчĕксем ярса панă. «Çул çинчи çыру. Тĕлĕкре вăрçăра эпĕ аманнă, вăрçă хирĕнчен мана çак хастар та паттăр вĕçен кайăк çăлса хăварчĕ. Эпĕ сывă-ха, сире те сывлăх сунатăп. Вячеслав. 1.4.1942», — тенĕ Вячеслав Светопольский хăйĕн пĕртăванĕ Матрена патне янă открыткăра. Çав открыткăрах мăнаçлă вĕçен кайăк сăн ÿкерчĕкĕ пур. Шел, Вячеслав Никифорович 1942 çулхи çурла уйăхĕнче пуç хунă.
Тăшманпа хăюллăн çапăçнă çынсен тĕрлĕ йывăрлăха чăтса ирттерме, вилĕмпе куçа-куçăн пĕрре мар тĕл пулма тивнĕ пулин те тăванĕсем пирки самантлăха та манман. Вĕсемшĕн пăшăрханнă: вăй питти арçынсем пурте вăрçăра-çке, тылра вара ватăсем, хĕрарăмсемпе ачасем çеç. «Ырă кун сунса ..., Влиçа, Санека, Костяна, Аннене пысăк салам яратăп. Ну тата мĕн пур ратнене, тăвансене салам яратăп… Ну, Влиçа, ку хута, конверта командир пачĕ, килĕре çыру ямасăр ан тăрăр терĕ… Ну, Влиçа, аннÿне кала, Санекапа Костяна ман кĕпепе шăлавара ачасене патăр, ан хĕрхен. Хам таврăнсан тата пулĕ. Эсир мĕнле пурăнатăр? Çавсене çырса пĕлтерĕр. Çыру çырсах тăрăр», — çырнă Николай Корнилов хĕрĕ Василиса патне. Унтах вăл пĕлĕшĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ, вĕсенчен фронтран хыпарсем пур-и тесе кăсăкланнă. Вăрçăра хăй кампа юнашар пулнине çырса пĕлтернĕ. Шел, Николай Васильевич тăван тăрăхне таврăнайман — çапăçура пуç хунă. Хĕрне Василисăна çăмăл пулман. Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çулсенчи йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивнĕ унăн. Василиса Николаевна арçынсемпе танах çĕр сухаланă, акнă, пахча çимĕçпе тыр-пул туса илнĕ, вăрман каснă тата турттарса тухнă. Çапах Василиса Корнилова вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă, 2017 çулта вăл 90 çул тултарнă.
Музейре «хура хутсен» шутне кĕрекен çыру та пур: ун пеккисене илесрен ял çыннисем питĕ хăранă пулин те хурлăхлă хыпарсем илсех тăнă çав. Курнавăшри Татьяна Прохорова патне те ют почеркпа çырнă çыру килнĕ. «Сывлăх сунатăп! Фронтран салам йышăнсамăр, сирĕн кулленхи ĕçĕрте пĕтĕм ыррине çеç сунатăп. Сирĕн ывăлăр Николай Владимирович çар хушăвне пурнăçланă чухне çапăçу хирĕнче пуç хунине пĕлтеретĕп. Сирĕн ывăлăр паттăррăн кĕрешрĕ. Ăна правительство наградине илме тăратнă. Манăн чи çывăх юлташ… Костылев Василий. Манăн адрес: Полевая почта 26585-т»
(Çулăм витĕр тухнисем, куççульпе йĕпеннисем)

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.