Аллăрсене патшалăх кĕсйинчен кăларăр!

2 Утă, 2019

Чăваш Енре кăçал патшалăх программисене пурнăçлама уйăракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ питĕ пысăк – 55,8 миллиард тенкĕ. Бюджет укçи шута пушшех юратать те — кашни тенкĕ тĕлĕшпе тимлĕх кирлĕ, тĕрĕслев çирĕп пулмалла. Хăшĕсене ку килĕшмест пуль. Анчах унашкаллисене Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Полтинин Америка сенаторĕн Гари Хартăн каларăша çаврăннă сăмахĕсене аса илтерет: „Енчен те патшалăх çурăмăр хыçăнче тăни килĕшмест тĕк – аллăрсене унăн кĕсйинчен кăларăр“.

Патшалăх кĕсйине хыпашлакансем йышлине вара Александр Владимирович Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессипе çыхăннă ĕçе йĕркелекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Хайхи программăсем валли уйăрнă укçана хапсăннин тĕслĕхĕсене вăл темиçе ушкăна пайларĕ. Ял хуçалăх сферинче бюджет укçине куç хывас тĕлĕшпе фермерсем «палăрнă». Хорошавин фермер, субсиди укçине илнĕ май ултав çулĕ çине тăнăскер, приговор итленĕ ĕнтĕ. 1,7 миллиард тенкĕлĕх сиене вăл хăйĕн ирĕкĕпе саплаштарнă. Тепĕр ĕç — судра. Ку уголовлă ĕç фигуранчĕсем — Куславкка, Комсомольски, Вăрмар, Етĕрне тата Тăвай районĕсен 8 фермерĕ. Мелиораци валли патшалăх укçине илнĕ те — тăкаксене пысăклатса, туянман техникăна илнĕ пек кăтартнă, хысна укçипе вара хăйсен кредичĕсене татма усă курнă. Сиене саплаштарассине тивĕçтерме вĕсен 11 автомобильне, 14 таракторне, куçми тăватă объектне арестленĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă сферăра та чылай преступление тупса палăртнă. Улатăр, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле районĕсенче çынсен уйрăм категорийĕсене вырнаçтармашкăн ĕç вырăнĕсем йĕркелеме ĕçлев служби панă укçа урăх тĕллевсем валли кайнă. Айăплава пурнăçлакан тытăмри преступленисем те чылай калаçтарчĕç. Сăмах — Лапсарти çĕнĕ следстви изоляторĕн строительствипе çыхăннă ултавлă тĕслĕхсем пирки. Лифт, медицина, котельнăй оборудованийĕпе çыхăннă ултав тĕслĕхĕсемпе пĕр приговор пулнăччĕ-ха, кĕçех вара çав СИЗО тĕлĕшпех тепре те пулĕ — тепĕр уголовлă ĕçпе тĕпчев пырать.

Чăн та, право хуралĕн органĕсем пуррине курмăш тăваççĕ тени йăнăш пулĕччĕ. ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче асăннă сферăра 54 преступление тăрă шыв çине кăларни пирки пĕлтерни те çакна çирĕплетет. Çак шутра вак-тĕвек кăна мар. 29-шĕ — йывăр преступленисем. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — «пысăк тата уйрамах пысăк виçепе» тесе хаклаканнисем. Калăпăр, Тăвай районĕн больницин тĕп бухгалтерĕ чылай çул укçа вăрласа пурăнни. Вăл больница кассине 10 миллион ытла тенкĕлĕх «çăмăллатнă». 

Апла пулин те коррупципе кĕрешессипе çыхăннă ĕç Чăваш Ен Пуçлăхне тивĕçтермест. Михаил Васильевич шучĕпе, «кукăр алăсене» тăрă шыв çине кăларни кăна çителĕксĕр, вĕсем кÿнĕ сиене саплаштарас енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле: «Республика шайĕнче ку енĕпе ĕçлеме вĕренсе çитрĕмĕр-ха, муниципалитетсен шайĕнче вара ĕç-пуç япăх — уйрăм район-хулара саплаштаракан виçе 10-20 процентран иртмест». Çакăнпа çырлахма юраманни çинчен вăл пайăррăн каларĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас