Ял укăлчисенче — илемлĕ стелăсем

18 Çĕртме, 2019

Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕ кĕçех 395 çул тултарать. Юбилее халалласа чылай ĕç ирттерме палăртнă. Çак кунсенче ялăн укăлчисенче стелăсем никĕсленĕ. Тимĕртен ăсталанă 5 метр çÿллĕш икĕ стелăна чăваш тĕррипе илемлетнĕ, варринче — Тукай ял тăрăхĕн гербĕ.

Хăйне евĕр парне хуçи — ял аталанăвĕшĕн тăрăшса яланах хăйĕн тÿпине хывма тăрăшакан пуçаруллă Сергей Никитин предприниматель. Юлашки çулсенче республикăри тĕрлĕ яла пырса кĕнĕ çĕрте илемлĕ паллăсем хăтланине шута илсе ентешĕсене çакнашкал пархатарлă ĕçпе хавхалантарма шухăшланă вăл. Стелăсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă май хастара Комсомольски район админитсрацийĕн ертÿçи Александр Осипов, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева чунтан тав тунă.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас