«Атăл-Янцзы»: ырă ĕç нумай. Умра — пысăкрах тĕллевсем

23 Çу, 2019

Паян республикăн тĕп хулинчи «Шупашкар-Арена» пăр керменте федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи КХР Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕн хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртрĕ.

Унта канаш членĕсем, федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен ертÿçисем, çĕршывăн ĕç тăвакан патшалăх органĕсен тата организацийĕсен канаша кĕрекен представителĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва канашăн çум председателĕ, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи тулли полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров уçрĕ. «Атăл-Янцзы» формат Раççейпе Китай хушшинчи тĕрлĕ шайри пĕрлĕхсенчен икĕ çĕршывăн шалти субъекчĕсене пĕрлештернипе уйрăлса тăрать, — терĕ. — Регионсене килĕштерсе ĕçлеме пулăшакан хутшăнусем хăйсен актуаллăхне кĕске тапхăртах кăтартса пачĕç. Вĕсем усăллă çыхăнусен ырă тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. «Атăл-Янцзы» формата йĕркеличчен регионсен шайĕнче 3 килĕшÿ çеç çирĕплетнĕ. 2013 çулта Раççей тата Китай ертÿçисем икĕ патшалăхăн тĕрлĕ енлĕ хутшăнăвĕсене вăйлатма йышăннă хыççăн темиçе çултанах килĕшÿсем 38 çитрĕç. Атăлçи округĕнчи субъектсем 20 ытла проекта пурнăçа кĕртесси пирки Янцзы тăрăхĕнчи провинцисемпе суту-илÿпе экономика, наукăпа техника, гуманитари енĕпе калаçусем ирттернĕ. Вĕсене пĕтĕмлетсе регионсем паян çĕнĕ килĕшÿсене çирĕплетĕç».

И.Комаров Атăлçи округĕшĕн экономикăпа суту-илÿри тата инвестици хывас ĕçри хутшăнусем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. 13 проект /ял хуçалăхĕ, апат-çимĕç, стройматериал, машина, оборудовани, вăрман касса йывăç хатĕрлесси, логистика тата ыт. те/ — чи малтан пурнăçа кĕртмелли программăсен шутĕнче. «Хальхи вăхăтра регионсем Пушкăртстанра цемент тăвакан, Мари Элта инструментсем калăпламалли хурçă шăратакан заводсем, Чăваш Республикипе Пенза облаçĕнче ял хуçалăх паркĕсем, Пермь крайĕнче йывăçран касса материалсем, Чулхула облаçĕ тата Аньхой провинцийĕ JAC çăмăл машина шассипе ятарлă автотехника тăвассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ, — палăртрĕ Игорь Комаров. — Самар облаçĕ Чунцин хулипе чукун çул çыхăнăвне çĕнĕлле йĕркелесе икĕ ен хушшинчи экспорт тата импорт ыйтăвĕсене лайăхрах татса пама тĕллев лартнă. Самарти логистика центрĕ çывăх вăхăтрах ĕçлеме пуçлать. Атăлçи округĕнчи регионсем Янцзы провинцийĕсемпе, федераци шайĕнчи хуласемпе пĕрле ĕçлесе 57 проекта пурнăçа кĕртесшĕн».

И.Комаров гуманитари хутшăнăвĕсем еплерех аталаннине те тишкерсе хак пачĕ. Вĕсем истори, вĕрентÿ, культура, искусство, спорт, ытти енĕпе вăйлансах пыраççĕ, халăхсен пурнăçне пуянлатаççĕ.

Канашăн çум председателĕ, КХР Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн форума Шупашкарта çÿллĕ шайра ирттерессишĕн тĕплĕн хатĕрленнĕшĕн, хăнасене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн Раççей представителĕсене тав турĕ. «Эпĕ Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи тулли полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров «Атăл-Янцзы» форматри регионсен пур енлĕ хутшăнăвĕсене пысăка хурса хакланипе пĕтĕмпех килĕшетĕп, — терĕ. — Иртнĕ çулсенче канаш хăйĕн витĕмне вăйлатсах пычĕ. Унăн ĕç ушкăнĕсене суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари тĕллевĕсене пурнăçлама туса хунă. Янцзы тата Атăл тăрăхĕнчи аслă шкулсен ассоциацийĕ /унта Китайран — 32, Атăлçи округĕнчен 50 вуз кĕнĕ/ тата çамрăксен форумĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ. Эпĕ «Атăл-Янцзы» форматри регионсем тĕрлĕ енĕпе суйласа илнĕ проектсене пурнăçа кĕртессе шансах тăратăп».

Чăваш Ен тата Турипе Вăта Янцзы тăрăхĕнчи регионсемпе еплерех çыхăнса ĕçлени, хутшăнусен аталану пуласлăхĕ çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтерчĕ. «Тачă çыхăнусем йĕркелесе Чăваш Ен Чунцин хулипе, Сычуань, Аньхой, Хубэй провинцийĕсемпе килĕшÿ çирĕплетнĕ, — терĕ. — Шупашкар Аньхой провинцийĕнчи хулапа тăванла хутшăнусем йĕркеленĕ. Паян Цзянси тата Хунань провинцийĕсемпе килĕшÿ çирĕплетсе ÿлĕм малаллах кайăпăр».

ЧР Пуçлăхĕ Китай тата Чăваш Ен хушшинчи тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ иртнĕ çулсенче пысăклансах пынине палăртрĕ. 2018 çулта виçĕм çулхинчен вăл виççĕмĕш пайĕ чухлĕ хушăннă, укçа-тенкĕ виçипе илсен пирĕн хутшăнусен историйĕнче рекорд кăтартнă, таварсен экспорчĕ те, импорчĕ те ÿснĕ. Чăваш Ен тĕнчери суту-илÿ çыхăнăвне йĕркеленĕ 100 патшалăхран Китай пĕрремĕш вырăн йышăнать, республикăна илсе килекен тавар калăпăшĕн тÿпи 50% яхăн».

Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» общество, республикăри ытти предприяти Китайри компанисемпе пĕрлехи проектсене пурнăçлаççĕ. «Август» фирма Хубэй провинцийĕнче ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелли препаратсем хатĕрлемелли проекта пурнăçлама тĕллев лартнă. «Чăваш Ен-Сычуань» промышленноçпа суту-илÿ компанийĕ» общество Пăрачкав районĕнче ял хуçалăх паркĕ тума пуçланине те пĕлтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ, гуманитари çыхăнăвĕсем çинчен каласа пачĕ.

Игорь Комаров тата Ван Юн ларăвăн пĕрремĕш пайне пĕтĕмлетсе федерацин Атăлçи округĕнчи тата Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕн хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕн протоколне алă пусса çирĕплетрĕç. Çакăн хыççăн «Атăл-Янцзы» формата кĕрекен регионсен правительствисен представителĕсем Чăваш, Пушкăрт, Мордва, Тутар, Удмурт республикисен, Чулхула, Оренбург, Пенза, Самар, Саратов облаçĕсен тата Хубэй, Хунань, Сычуань, Цзянси, Аньхой провинцийĕсен, Чунцин, Шупашкар тата Хэфэй хулисен ĕç тăвакан органĕсен хушшинче суту-илÿпе экономика, наукăпа техника, гуманитари çыхăнăвĕсене йĕркелесси пирки килĕшÿсене алă пусса çирĕплетрĕç.

Ларăвăн иккĕмĕш пайне Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи тулли полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Машковцев тата КХР ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕн пулăшуçи Лю Сяньфа ертсе пычĕç. Раççей Федерацийĕн Китайри суту-илÿ представителĕ Сергей Инюшин Раççейре туса кăларакан тавара Китая экспорта яракан предприятисене пулăшасси, Пушкăртстан правительствин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Киреев, Мари Эл Пуçлăхĕ Александр Евстифеев, Пермь крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Максим Решетников, Самар облаçĕн Правительствин председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Кудряшов хăйсем ертсе пыракан регионсем Китай провинцийĕсемпе йĕркеленĕ тĕрлĕ енлĕ çыхăнусене тишкерсе хак пачĕç. Хунань, Аньхой, Сычуань, Хубэй, Цзянси провинцийĕсен, Чунцин хулин ĕç тăвакан органĕсен, Китайăн Культура тата туризм министерствин, ытти ĕç тăвакан органĕн, КХР патшалăх банкĕн представителĕсем «Атăл-Янцзы» форматăн икĕ çĕршыва усă паракан ырă енĕсене тĕрлĕ енчен тишкерсе тухрĕç, хутшăнусене малашне тата лайăхлатма май паракан çул-йĕре палăртрĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас