Малалла талпăнакан çемье
Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи Гавриловсем - Николай Васильевич «Гвардеец» колхозра, Роза Никоновна райпо тытăмĕнче нумай çул вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Пенсире тесе кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Картиш тулли выльăх!
«Пурте пур, качака кăна çитмест, - терĕ кил хуçи. - Кăçал ăна та илесшĕн. Шупашкарта пурăнакан хĕресна ывăл Йĕпреçри «Путиловка» агрофирмăран туянма сĕнчĕ. Марушевсен качакисем ăратлă терĕ. Тен, илĕпĕр».
Чыслă пурăнаççĕ. Çурт-йĕрĕ тирпейлĕ. Пÿрте кĕтĕмĕр те тĕлĕнтĕмĕр: куç тулли илем! Сĕтел-пуканĕ йăлтăр-ялтăр, чÿрече каррисем театрти пек, телевизорĕ икĕ метр сарлакăш, кавир, тĕрĕ-эреш... «Аван пурăнатăр. Пуян», - ырă сăмахпа хавхалантарас килчĕ вĕсене. «Ĕçлесен пулать вăл, - сăмахларĕ хисеплĕ хуçа. - Ан ÿркен кăна. Вăл çук, ку çук тесе патшалăхран пулăшу кĕтсе лармалла мар. Пирĕн ялсем е килти хуçалăхра темиçе ĕне усраса, е пахча çимĕç çитĕнтерсе, е республика тулашĕнче ĕçлесе пысăк тупăш тăваççĕ. Çур ял, вăл шутра Андрей Каргин, Владимир Павлов, Геннадий Никитин севок, ытти пахча çимĕç çитĕнтерсе сутать».
Гавриловсем виçĕ ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă. Пурте Кивĕ Ахпÿртре пурăнаççĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухакансен вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелле. Çак шухăш пуçра пĕрремĕш ывăлĕн - Валерий Гавриловăн - килĕнче пулса çамрăк çемье пурнăçĕпе паллашнă хыççăн çирĕпленчĕ. Шăллĕпе Сергейпе Пăла юхан шывĕнчен инçе мар, урам вĕçĕнче, икĕ хутлă çурт лартнă. Умĕнче - Т-26 трактор, Германире туса кăларнă вĕр çĕнĕ микроавтобус, сухаламалли-кăпкалатмалли агрегатсем. «Валери пÿрчĕ умĕнчи виçĕ гектар ытла çĕр - пирĕн çемьен, - аллипе тĕллесе кăтартрĕ ашшĕ. - Пăла хĕрри таранах. Çĕр улми, кăшман, кишĕр, севок, ытти культура çитĕнтеретпĕр».
В.Гаврилов хуçалăхĕпе паллашрăмăр. Вăл та выльăх чылай усрать. Картара çичĕ-сакăр ăратлă сурăхчĕ. Валери пире кроликĕсене кăтартрĕ. Килте чух вĕсене хăй пăхать. Инçе çула тухнă чух мăшăрне куллен çитерме-ĕçтерме хушса хăварать.
Пÿрте кĕтĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ, ачисем, тăванĕсем, кÿрши-арши пуçтарăнса кăшкарне хăпартнă, Мускаври пуянсен коттеджĕсене хăтлăлатакан ăстасем шалтан илемлетнĕ. Кăсăклансах пÿлĕмсене курса çÿрерĕмĕр - маçтăрсен ăсталăхĕнчен тĕлĕнтĕмĕр. Хаклă стройматериалран тунă. Ĕç хыççăн мунча хутас çук, икĕ хутĕнче те - çăвăнса тасалмалли пÿлĕм, туалет. Валери мăшăрĕ Оля çурта таса тытать. Мăшăр ывăлпа хĕр çитĕнтерет.
«Хыпарçăсем» «экскурсирен» апатланмалли пÿлĕме таврăннă тĕле хуçа арăмĕ сĕтел çине çăкăр-тăвар лартнă. Пире хисеплесе тутлă апатпа сăйларĕ. «Хальхи вăхăтра ялта икĕ хутлă çурт лартма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Кермен çĕклеме мĕнле вăй çитертĕр?« - ыйтрăм кил хуçинчен. «Атте-анне, тăвансем нумай пулăшрĕç, - терĕ вăл. - Вĕсене тав. Укçа ĕçлесе илессишĕн Мускава темиçе çул çÿрерĕм. Коттеджсем тăватпăр. Халĕ те унтах çÿретпĕр. Ялта çурт-йĕр çавăрмалăх укçа ĕçлесе илейместĕн. Нумайăшĕ республика тулашне çул тытать».
Çамрăксен ипотека кредитне е банкран пысăк процентлă кивçен илмен. Выльăхран, çĕртен туса илнĕ продукцие сутса тунă, ĕçлесе илнĕ нухратпа пĕтĕм тăкака саплаштарнă. Валерипе Оля - маттурсем, йывăрлăхран хăрамаççĕ, малалла талпăнакан чăваш çамрăкĕсен сăн-сăпатне кăтартаççĕ.
Гараж тăррине витмелли, алăкĕсене лартмалли çеç юлнă. «Кĕçех çак ĕçе пуçăнасшăн», - терĕ ачисене çул кăтартса пыракан ашшĕ, кашни çур çултах «Хыпар», «Сывлăхпа» «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсене çырăнаканскер. Тен, вĕсене ку саманара мĕнле пурăнмаллине Роза Никоновна вĕрентет. Сĕтел хатĕрленĕ чух вăл вăр-вар та кирек мĕнле ĕçе ăнтаракан хĕрарăм пулнине асăрхарăм.
Çапла, хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕсĕр ялта Гавриловсен çемйи пек тăрăшса ĕçлесен кăна çурт-йĕр çавăраятăн.
Комментари хушас