Саккунсем - халăхшăн

19 Çĕртме, 2014

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çирĕм иккĕмĕш сессийĕн кун йĕркинчи чылай ыйту ку е вăл саккуна улшăну е хушăм кĕртессипе, республикăннине федерациннипе пĕр пеклетессипе çыхăннă. Кун йĕркине çирĕплетиччен Юрий Попов спикер депутатсене, чĕннĕ хăнасене, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене Чăваш парламенчĕ тулли правапа ĕçлеме тытăннăранпа 20 çул çитнĕ ятпа тепĕр хут ăшшăн саламларĕ, малашне те пĕрлехи вăйпа пĕр тĕллевпе ĕçлеме ырă сунчĕ, К.Мифтахутдинов депутата хастарлăхпа пуçарулăхшăн РФ Патшалăх Думин Хисеп хучĕпе чысларĕ.

РФ Конституцийĕн "Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕ çинчен" саккунне мĕншĕн улшăнусем кĕртме тивнин сăлтавне ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов ăнлантарчĕ: "Асăннă саккун проектне Раççей парламенчĕн çÿлти палатине йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсене çĕнетсе лайăхлатма тивнипе хатĕрленĕ. Раççей Конституцийĕн 95 статйинче Федераци Пухăвĕн Федераци Канашне йĕркелемелли принципсене уçăмлă палăртнă. Унта çĕр-шывăн кашни субъектĕнчен 2-шер представитель, саккун çыракан тата ĕç тăвакан влаç тытăмĕсенчен пĕрер кĕреççĕ. Саккун проекчĕпе Канашăн йышне ÿстерме, тĕрĕсрех - унта Раççей Федерацийĕн представителĕсене кĕртме палăртнă. Вĕсене Раççей Президенчĕ çирĕплетет тата тивĕçĕсене пурнăçлассинчен хăтарать. Анчах вĕсен шучĕ Канаш членĕсен йышĕнчен 10%-ран ытларах пулма пултараймасть. Çавăнпа пĕрлех Раççей Конституцийĕнче субъектăн саккун çыракан е ĕç тăвакан влаç тытăмĕн представителĕн тивĕçĕсене пурнăçламалли нормăсене саккунпа çирĕплетеççĕ. Федераципе республика саккунĕсене пĕр пеклетме сĕнекен саккун проектне Чăваш парламенчĕн профильлĕ комитетĕнче ырланă, сессин кун йĕркине кĕртме сĕннĕ".

Николай Владимирович саккун проектне юридици вăйĕ пани Раççей Федерацийĕн тата унăн субъекчĕсен саккунлă интересĕсемпе полномочийĕсем валли хушма условисем тума пулăшнине палăртрĕ. Ку вара Федераци Канашĕн ĕç-хĕлне Раççей Федерацийĕн Конституци органĕ пек йĕркелеме пулăшĕ. Çакăн пек ăнлантару ыйту тавраш çуратмарĕ, пурте уншăн сасăларĕç. Депутатсен ушкăнĕ сĕннĕ "Чăваш Республикин Конституцийĕн 7-мĕш пайне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проекчĕ те малтанхин шутĕнченех пулчĕ. Ăна харăсах икĕ вулавпа йышăнчĕç. Саккунра Чăваш Республикин прокурорне должноçа çирĕплетес йĕрке пирки пырать.

Виççĕмĕш ыйту тавра сахал мар тавлашрĕç. Сăмах - автотранспортран илекен налук шайне ÿстересси пирки. Пĕрисен шухăшĕпе ку çул-йĕр пахалăхне ÿстерĕ, ăна юсама укçа-тенкĕ пухма май килĕ. Иккĕмĕшсем ку ăнлантарăва йышăнмарĕç: "Пуян çыншăн вăл темех мар пулĕ, анчах автомобилистсен йышĕнче вăтам пурăнакан çын ытларах. Ку вĕсене, кашни тенкине шутлакансене, пырса тивет".

Тавлашура чăнлăх çуралать тенĕн - ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова трибуна умне тухса ăнлантарсан хĕрÿлленме тытăннă депутатсем /уйрăмах "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" партин ЧР Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕнчисем/ кăштах шухăш-кăмăлне улăштарчĕç.

 

- Саккун проектне Раççей саккунĕсемпе пĕр пеклетес, Чăваш Республикин инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес, налук саккунлăхне çĕнетсе лайăхлатас тĕллевпе хатĕрленĕ, - терĕ Фарида Халиковна. - Раççей Федерацийĕн кăçалхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче йышăннă 52-ФЗ саккунĕпе Налук кодексĕн 1 тата 2-мĕш пайĕсене улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн республикăри налук саккунĕн 38 статйин 3 пункчĕн 2-мĕш абзацĕ пăрахăçланнă шутланать. Налук тÿлекен организацисемшĕн ăна тÿлемелли юлашки вăхăт юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пулнă. Уйрăм çынсен автотранспорт налукĕпе татăлмалли вăхăтне каярах тапхăра куçарнă - чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕччен.

Ф.Муратова республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес, производство технологийĕсене аталантарас тĕллевпе производствăна инвестици шучĕпе 2015 çулччен 5 млрд тенкĕрен кая мар хывакан организацисене çăмăллăхлă налук ставкипе усă курма ирĕк парассине, çакă кăна республика бюджетне 30 млн ытла тенкĕпе "пуянлатассине" палăртрĕ.

Докладçă сăмахĕнче тĕрлĕ цифра нумай пулчĕ. Вĕсем çинче питех чарăнмасăр нумай калаçтарнă-тавлаштарнă уйрăм çынран илекен автотранспорт налукĕ çинче кĕскен чарăнса тăрас килет. Мĕншĕн кĕскен? Ăна икĕ вулавпа йышăнма сĕннĕ пулин те - комитет председателĕ А.Князев юридици вăйĕ пама тăхтама ыйтрĕ. Фарида Халиковна пĕлтернĕ тăрăх - тупăшсен пайне ÿстерме тата парăмсен политикине лайăхлатма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2013-2015 çулсем валли çирĕплетнĕ йышăнупа 2015 çулхи кăрлачранпа автотранспортран илекен налук ставкине 1.1955 коэффициентпа индексацилеççĕ. 2015 çулта потребительсен хакĕн индексне шута илмеççĕ. Асăннă коэффициента пĕтĕм автотранспорт /çăмăл автомобиль, тиев турттараканни т.ыт.те/ валли çирĕплетнĕ. Двигатель хăватлăхне кура налук ставки те пĕчĕкленет. 150 лаша вăйлĕ /2012 çулхи кăтартупа ун пеккисен шучĕ - 285,5 пин/ тата двигателĕ 100 лаша вăйлĕ çăмăл автомобиль хуçин малашне кашни "лаша" пуçне 2 тенкĕ ытларах тÿлеме тивет. Çулталăкне - 148 тенкĕ. Шухăшласассăн пысăках сумма та мар, çапах...

Статья проектне пур енлĕн сÿтсе явнă хыççăн депутатсем тÿрлетÿ таблици пулманран, пĕрремĕш вулавпа кăна йышăнчĕç.

 Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.