Эскроу шанăçа çирĕплетет
Пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан строительство компанийĕсем эскроу шучĕсемпе ĕçлеме пуçлас ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен йăлана кĕнĕ канашлура та тин çеç тишкернĕччĕ. Ыйту çивĕчлĕхне кура çак темăпа Правительство çуртĕнче ытларикун тепĕр канашлу иртрĕ. Унта строительство организацийĕсен тата банксен ертÿçисем пухăнчĕç.
Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса строительство организацийĕсем пурăнмалли çурт-йĕр çĕкленĕ чух хваттер тумашкăн пая кĕрекенсен укçине явăçтарма пултараймаççĕ. Çынсен укçи банксенчи ятарлă эскроу шучĕсем çинче капланать. Строительсен çуртсене е хăйсен укçипе, е банксен кредичĕсемпе тумалла. Хайхи эскроу шучĕсем çинчи укçа вара çынсене хатĕр хваттерсем панă хыççăн тин строительство компанийĕсен шучĕсем çине куçĕ.
Çĕнĕ механизм нумай ыйту çуратать. Тата — хăратать. Строительсене кăна та мар. Влаçсем те çурт-йĕр тăвасси чакма пултарас хăрушлăх пуррине ăнланаççĕ.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, пĕлтĕр ипотека тĕлĕшпе Чăваш Ен хăйне евĕр рекордпа палăрнă. Апла тăк, çынсене хваттерсем кирлĕ. Патшалăх енчен çурт-йĕр строительствине пулăшмалли мерăсем пур.
Строительство министрĕ Алексей Грищенко хайхи эскроу шучĕсемпе ĕçлеме пуçламаллине кура республикăри 8 строительство организацийĕ çĕнĕ саккун требованийĕсене тивĕçтереймессипе çыхăннă хăрушлăх пуррине пытармарĕ — вĕсене ятранах асăнчĕ: «Алза», «Кратонсторой», «Победа», «Старко», ыттисем. Хальлĕхе виçĕ организаци кăна банксенче эскроу шучĕсем уçнă. Вĕсен ĕçĕ — ыттисемшĕн тĕслĕх.
Банкирсем эскроу мелĕпе ĕçлекен строительсене çуртсем тума кредит памалли механизмпа тĕплĕн паллаштарчĕç. Кредита тавăрса памалли процент виçисем пурин те пĕрешкел теме те пулать — 11% яхăн. Чăн та, строительство организацийĕсенчен хăшĕ-пĕрин шучĕпе, çакă та — пысăк. Анчах банксен вĕсене çĕнĕ мелпе ĕçлеме ÿкĕте кĕртмелли самант пур: эскроу шучĕсем çинче пайçăсен укçи мĕн чухлĕ ытларах капланать — асăннă процентсем çавăн чухлĕ пĕчĕкрех пулĕç.
Чылай ыйту пулчĕ — банкирсем кашнинех тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕç.
Строительсен шучĕпе, пайçăсен укçипе çĕнĕлле ĕçлеме пуçлани тăваткал метрсен хакне ÿстеретех. Çав вăхăтрах Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕсене Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче ипотека проценчĕсене пĕчĕклетмелли, 8% шайне антармалли, пирки каланине аса илтерчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас