«Хĕл Мучи почтине» 400 ытла ĕç çитнĕ
Шупашкар хула администрацийĕн культурăпа туризм аталанăвĕн управленийĕ, Федераци почта тытăмĕн республикăри управленийĕ тата Шупашкарти вулавăшсен пĕрлешĕвĕ «Хĕл Мучи почти» конкурс йĕркеленĕччĕ. Унта хутшăнас текенсем ĕçсене хулари мĕн пур вулавăша, почта уйрăмне илсе пыма пултарнă.
Хĕл Мучи патне çыру яма 400 ытла ача кăмăл тунă. Шăпăрлансем уйрăмах Çĕнĕ çул открытки ÿкернĕ иккен. Ĕçсен 70 процентне çак мелпе пурнăçланă. Ачасен хĕллепе Çĕнĕ çул çинчен хайланă сăввисем те тĕрлĕ енлĕ иккен.
Çырусенче арçын ачасемпе хĕрачасем «çывăх çыннисем сывă пулччăр» тесе ыйтни кăмăла уçать. Хĕл Мучи мĕнле пурăннипе те кăсăкланма пĕлет çитĕнекен ăру.
Чи лайăх ĕçсен хуçисене Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе йĕркеленĕ мероприятисенче чыслĕç.
Комментари хушас