Чăваш поэзине салтак кутамккипе килнĕскер

13 Раштав, 2018

Чăваш халăх поэчĕ, Туслăх орденне тивĕçнĕ Юрий Сементер халĕ те çырмасăр пĕр кун ирттермест. Компьютер, гаджет таврашне алла тытмастăп тесе сăмах панăскер алă вĕççĕн çырать. Акă «Мамай сăртламĕ» вĕр çĕнĕ поэма «пиçсе» тухнă — паян тесен паян кĕнеке кăлар. 77 çулти литература ĕçченĕ халĕ те хастар, яш чухне мĕнлерех пулнă-ши? Кун пирки хăйĕнчен ыйтар-ха.

Ентешсем хавхалантарнипе

Эпĕ Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ хĕрринче вырнаçнă Танăшра 1941 çулта çуралнă. Тăватă ачаран эпĕ кĕçĕнни пулнă, ман умĕнхисем — хĕрсем. Пире анне пĕчченех ÿстернĕ. Ачалăхăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи йывăр çулсем тĕлне килчĕ. «Вăрçăлла» выляса ÿсрĕмĕр, юр ăшĕнче окопсем чаваттăмăр. Нихăшĕ те нимĕçе çаврăнасшăн марччĕ, пурте хамăрăн паттăр салтак пуласшăн. Шкула кайма пуçларăм. Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче 7 класс пĕтертĕм. Сăвăсем çырма тытăнтăм. Пĕррехинче хăюлăх çитерсе район хаçат редакцине сăвă кăтартма кайрăм. Кайран районти шкула вĕренме куçрăм. Çырас туртăм вăйланса пычĕ, Геннадий Юмарт, Красноармейски шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер, хавхалантарма тытăнчĕ. Ман пата пĕрмаях çыру çыратчĕ. Çĕнĕ сăвăсем ярса пама ыйтатчĕ, çитменлĕхсем пирки асăрхаттаратчĕ. Ача чухнехи туслă хутшăну паянхи кунччен те татăлмарĕ. Хими учителĕ Константин Архипов — композиторччĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенни Федор Тихонов сăвăсем хайлатчĕ /«Ан хумхан, çăкалăх, ан хумхан, сирень» юрă авторĕсем/. Вĕсем эпĕ сăвă çырнине пĕлсен пулăшма тытăнчĕç. 1956 çултан вара районти, республикăри хаçатсенче пичетленме тытăнтăм. Ун чухне эпĕ 8-мĕш класра вĕренеттĕм.
Редакци шкулпа юнашарахчĕ. Унта кунсерен тенĕ пек, тăхтав вăхăтĕнче те, кĕрсе тухаттăм. Лука Семенов редакторпа Артем Павлов яваплă секретарь мана сăвăпа пĕрле заметка çырса килме хуша-хуша яратчĕç. Штатра тăман корреспондент пулнă май рейдсене те хутшăнаттăм, заданипе таçта та çитеттĕм. Çавăнпах-тăр 1957 çулта «Коммунизм ялавĕ» /халĕ — «Хыпар»/ хаçатăн 10 пиннĕмĕш номерĕ тухнă ятпа ирттернĕ съезда кайма тивĕçрĕм.

Пĕрремĕш командировка

Шупашкара каймашкăн командировка удостоверенийĕ — алăра. Виçĕ кунлăха панă ăна. Килте выртатăп. Тĕттĕм. Анне калать: «Ывăлăм, тăр. Автансем авăтаççĕ, пуçтарăн. Пуйăса ĕлкĕреймесен паян Шупашкара нимле те çитейместĕн. Вара пĕтрĕн! Пуйăс чарăнакан яла Виçикассине çитме — 10 çухрăм. Асту, çухалса ан кай». Çуркунне çывхарать пулин те урамра шартлама сивĕ. Уйăх та, çăлтăрсем те тÿпере курăнмаççĕ, юр ÿкет. Çĕр варринче тенĕ пек 50 çухрăмра вырнаçнă Шупашкара анне пиллесе кăларса ячĕ. Эпĕ хăюллăнах тĕттĕм урампа утса кайрăм. Чунра çăмăл.
Шупашкара виççĕмĕш хутчен килтĕм. Кăштах ăна-кăна пĕлкелетĕп, çавăнпа политпросвещени çуртне шыраса тупасси йывăрах пулмарĕ. Хамăр районăн делегачĕсемпе тĕл пултăм: Лука Семенов, Яманакри фольклорист Иван Патмар, Зоя Нестерова, Михаил Ильин учительсем… Мăн çынпа сывлăх суннă евĕр мана алă пачĕç. Зал кĕçех çĕр-çĕр çынпа лăк тулчĕ.
Пире Хресчен çуртне вырнаçтарчĕç. Манăн паспорт пулман пирки йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Делегат мандатне кăтартсан та унта ĕçлекен шыçмак майра яхăнне те ямарĕ. Юрать, хута кĕрекенсем тупăнчĕç. Çÿллех мар арçын пычĕ те манпа хăйĕнпе тантăш пек сывлăх сунчĕ: «Эпĕ Иван Борискин, Вăрмартан, строитель», — терĕ.
Съездра маншăн йăлтах кăсăклă пулчĕ. Трибуна çине паллă журналистсем тухрĕç, пичетри сăмах вăйĕ пирки хăюллăн калаçрĕç. Каçхине вара концерт курса савăнтăмăр. Чăваш çыравçисемпе тĕлпулу кĕтет тесен вара питĕ пăлхантăм. 16 çула çитсе те эпĕ пĕр писателе те курман-çке. Палăртнă вăхăт çитсен эпĕ кашни сăмахне илтес тесе малти рете вырнаçрăм. Акă вĕсем пурте сцена çине тухрĕç. Стайлă, хитре, вăй-халĕ тапса тăрать. Ертÿçи — Алексей Талвир, çырă та кăтрарах çÿçлĕскер, чĕлхи чĕрĕ, интереслĕ, кăмăллă. Стихван Шавли сăвăлла репортаж вуласа пачĕ. Ăна вăл типографи ĕçченĕсене халалланă, хаçат мĕнле кун çути курни пирки çырнă. Чăваш кĕпи тăхăннă Никифор Ваçанкка тухрĕ. Сăввисем те, унăн кĕпи çинчи тĕрĕсем евĕр, селĕм. Шакла пуçлă, куçлăхлă арçынна тÿрех палласа илтĕм — Василий Краснов-Асли. Унăн портретне «Вутра» кĕнекере Петр Сизов художник ÿкернине курнăччĕ. Кур-ха, чалт хăйĕн пек ÿкернĕ. Ăна ĕненмесĕр тăма май çукчĕ. Александр Алкан йĕркисем пуçа кĕрсе юлчĕç, унăн лирикăллă геройĕ тăван тăрăха фронтран чĕрĕ таврăннăшăн савăнать, çав вăхăтрах пуç хунă юлташĕсем вăрçă хирĕнче выртса юлнăшăн аванмарланать. Митта Ваçлейĕ те халăх умне сăпайлăн тухрĕ, «Пит маттур-çке Иванов бульварĕ…» сăввине шухăша кайса вуларĕ. Тепĕр кун ирпе съезд хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ, делегатсем килĕсене саланчĕç. Эпĕ те чукун çул вокзалĕ енне уй урлă утнă май командировка укçипе туяннă шăлаваршăн, виçĕ батоншăн савăнтăм. Кайран 38-мĕш километрта анса юлса Танăша тĕттĕмре танкканă май нимĕн те курмарăм, илтмерĕм. Куç умĕнче чăваш писателĕсен хавхалануллă та çутă сăнĕсем тăчĕç, хăлхара малашлăха чĕнекен вĕсен сассисем янăрарĕç. Çакăн хыççăн поэзи сачĕ, ăслă çынсен тĕнчийĕ мана тата ытларах хăй патне илĕртрĕ.

Çĕнĕлĕх шыраса

Анчах эпĕ Красноармейски шкулĕнчен вĕренсе тухаймарăм. Баяна юратни чăрмантарчĕ. Ăна алла илес тесе клуба çÿреттĕм. Ятарласа манпа никам та ларман, кĕнекерен пăхсах кĕвĕ кăларма вĕрентĕм. Вăййа тухакан хĕрсене юрлаттарас килетчĕ. Купăса алла илнĕ хыççăн хамăр ялта çамрăксен хорне йĕркелерĕм. Çартан тав-рăннă музыкантпа, юрă-ташă ăстипе, Павел Степановпа гастрольсем йĕркелерĕмĕр. Хамăр тăрăхра çитмен ял хăвармарăмăр, пур çĕрте те — ăнăçу! Ун чухне телевизор, радио пулман, ял çыннисемшĕн концерт — пысăк уяв пе-кехчĕ. Эпĕ шкултан документсене илсе Ф.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищине халăх инструменчĕсен уйрăмне вĕренме кĕрес терĕм. Питĕ ярасшăн марччĕ. Шкулта йĕлтĕрçĕсен командинче тăраттăм, хĕлĕпе лайăх ăмăртрăм, алăпа çырса журнал кăлараттăм. «Математикăпа туслă марри вăл темех мар — пулăшатпăр», — ÿкĕтлерĕ директор. Анчах çирĕп шухăшлине кура тек тытса тăрас темерĕç…
Кушкă ялĕнчи тантăшăмпа Илья Степановпа иксĕмĕр музыка училищине кĕме экзаменсем патăмăр. Юрларăмăр, вырăс чĕлхипе çыртăмăр. Веçех йĕркеллĕ пек, характеристика лайăх, начар мар пал-лăсем илнĕ, анчах вĕренме кĕнисен списокĕнче хамăр хушаматсене курмарăмăр. Конкурс пысăкчĕ, ача-пăча музыка шкулĕ пĕтернисене илме тăрăшатчĕç.
Çурла уйăхĕнче çыру илтĕм. Мана Çĕрпÿре иртекен çамрăк çыравçăсен семинарне чĕннĕ. Çавăнта кайсан нумай çыравçа куртăм, Шупашкартан килнĕччĕ вĕсем. Çав йышра Геннадий Юмарт та пурччĕ. Çамрăк авторсен ал çырăвĕсене шĕкĕлчеме пуçларĕç. «Поэзи — çĕнĕ шухăш, çĕнĕ картина, çĕнĕ туйăм. Çĕнĕлĕхĕн кăна ĕмĕрĕ вăрăм», — пурне те çакнашкал сĕнÿ пачĕç. «Ялав» журнал редакторĕ Георгий Ефимов поэт «Чăрăш» сăввăма мухтарĕ, пичетлеме илсе кайрĕ.

Туслăх çулĕсем

1960 çулхи çурла уйăхĕнче çара кайма повестка илтĕм. Ăна Совет Союзĕн Геройĕн, Красноармейски районĕн çар комиссарĕн Евгений Пайгусовăн аллинчен илмешкĕн уйрăмах хисеплĕ пулчĕ. Салтак ятне илтесси пирĕн вăхăтра пысăк чысчĕ. Ахальтен каламан, салтак пулман — пурнăç курман. Çар эшелонĕ Хусантан хĕвел анăç еннелле илсе кайрĕ. Пирĕн районтан Вася Алексеев, Петя Михайлов, Геронтий Павлов, Коля Егоров… — пурте çирĕп вăй-халлă, ĕçчен, мат-тур. Эпир çара кайиччен ДОСААФра хатĕрленÿ витĕр тухрăмăр: тăватă уйăх водителе вĕрентĕмĕр, пăшалтан пеме пĕлнĕ, спортăн тĕрлĕ енĕпе разрядсен нормативĕсене пурнăçланă. Эпĕ права илнĕ хыççăн тăван колхозра шоферта та ĕçлеме ĕлкĕртĕм ĕнтĕ. ГАЗ-51 машинăн номерне халĕ те астăватăп — ЧГ 18-36. Малалла вулас...

Юрий Сементер литературăн тĕрлĕ жанрĕсенче вăй хурать. Лирикăллă сăвăсемсĕр пуçне поэмăсем нумай çырнă. Уйрăмах паллисем — «Сакăр кăйкăр», «Юлашки çул», «Катюша», «Кăкшăм чăрăшĕ», «Пуля». Сăвăç композиторсемпе алла-аллăн ĕçлет. «Уçланкăри палан», «Малтанхи юратăвăм», «Савăн Чăваш Ен», «Шăнкăр-шăнкăр çăл куç», «Ылтăн çĕрĕ» тата ыттисем — халăх юратса юрлакан юрăсем. Чăваш çыравçин сăвви-поэмине вырăсла, украинла, белорусла, узбекла, азербайджанла, туркменла, казахла, полякла, чехла, серб-хорватла, пăлхарла, акăлчанла, нимĕçле, тутарла, пушкăртла, удмуртла, çармăсла тата ытти чĕлхесене куçарнă. Юрий Сементер хăй те тăванла литературăсемпе çыхăну тытас енĕпе нумай вăй хурать. Вăл тăрăшнипе чăваш поэзийĕн кĕнекисем Киевра, Минскра, ытти хулара сумлă кăларăмсемпе тухнă. Вăл куçарнипе чăваш сцени çине тĕрлĕ халăх çыравçисен пьесисем тухнă.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Юрий СЕМЕНТЕР архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.