Ăçтан эсĕ, Раççей пĕлмен Коновалов?
Кинотеатрсенче анлă прокатра — «Несокрушимый» истори çар фильмĕ. Куракансем сеанс хыççăн залран совет танкисчĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланса тухаççĕ. Тĕп герой прототипĕ — Совет Союзĕн Геройĕ Семен Коновалов.
«Тутарстан чăвашĕсем» кĕнеке /2006 çулта тухнă/ авторĕсем А.Трофимов, Н.Угаслов, П.Афанасьев, А.Ефимов, Чăваш энциклопедийĕнче /309 стр./ палăртнă тăрăх — Семен Васильевич 1920 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тутарстанри Тури Услон районĕнчи чăваш ялĕнче Ямпулатра çуралнă, чăваш. /Унăн хĕрĕн Ирина Бродскаян шухăшĕпе, ашшĕ 1921 çулхи палăртнă уйăхра çуралнă./ Апла пулсан КВ-1 танк командирĕ С.Коновалов 1942 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче, историе кĕрсе юлнă паттăрлăх кăтартнă чухне, 21 çулта çеç пулнă.
Ростов облаçĕнчи Садки хуторĕ патĕнчи çапăçу хыççăн Хĕвел анăç фрончĕн 9-мĕш армийĕн танксен 15-мĕш бригадин взвод командирĕн Коноваловăн, Козыренцев механик-водителĕн, пушкă командирĕн Дементьевăн, ăна снарядпа авăрлакан Герасимлюкăн, кĕçĕн механик-водителĕн Акининăн, Червинский радиотелеграфистăн Тарасов районĕнчи Нижнемитякин хуторĕ патĕнче танка чарса тăратма тивнĕ. Бригада командирĕ Коновалов лейтенанта çапăçура снаряд лекнĕрен çĕмĕрĕлнĕ топливо хатĕрне юсама, бригадăна хăваласа çитме е КВ-1 патне фашист пырса тухсан çулне пÿлме хушнă. Экипажа пулăшма Серебряков механика хăварнă.
Пĕрле часах тÿрлетсе двигателе хускатнă. Танка вырăнтан тапратиччен нимĕçсен икĕ броневикне асăрханă. Коновалов экипажĕ пĕрремĕшне вут хыптарнă, иккĕмĕшĕ çаврăнса сăрт хыçне пытаннă. Тепĕртакран унтан техника колонни тухнă: 75 танк, бронетранспортер-автомашина, офицер-салтак пайтах.
Çул çинчи тăшман ан асăрхатăр тесе Коновалов «Клим Ворошилова» айлăмрах вырăна антарса ларттарнă, ешĕл туратпа хупланă, танка темиçе вырăна куçармалли лаптăксене палăртнă.
Акă колонна — 500 метрта. Коновалов пушкă прицелĕнчен пăхса пĕрремĕш танка мишень çине илет. Вăл тĕрĕс тĕлленĕрен экипаж тăватă минутра 4 танка вут хыптарать. Ыттисем çаврăнса ту хыçне пытанаççĕ.
Тăшман иккĕмĕш атакине артхатĕрленÿрен пуçлать — КВ вырнаçнă айлăм таврашне снаряд-минăпа «пĕрĕхтерет»: çерем-тăпра сывлăша çĕкленет, ешĕл ÿсен-тăран çавапа çулнă евĕр тÿнет. Сăрт хыçĕнчен 55 танк, ытти техника, çĕр-çĕр офицерпа салтак тухса КВ патне çывхарать.
Коновалов танкĕнчен снаряд хыççăн снаряд ÿхлетсе тухса каять. Çав хушăрах механик-водитель машинăна тăшман ан асăрхатăр тесе пĕрремĕш вырăнтан иккĕмĕшне, виççĕмĕшне куçарать. Паллах, черетпе вĕсенчен çулăм вирхĕнсе тухнине асăрханă нимĕçсем малтан артиллерин темиçе установки теме пултарнă. Коновалов стрелок пĕр йăнăшсăр тĕлленĕрен умлăн-хыçлăн кăларса янă снарядсем тата 6 танка лектерсе салатаççĕ.
Хăйсен вăйне çирĕп шаннă гитлеровецсем темиçе тупă пире нимех те тăваймĕ тесе виççĕмĕш атака пуçланă. КВ патне танксем тата автоматçăсем вырнаçса ларнă 8 машина çывхарнă. Экипаж пирвай пĕтĕм автотранспорта сывлăша сирпĕтнĕ. Нимĕçсем КВ пытанса ларнă вырăна пырсан координатне палăртнă. Бинокльтен танк башнине лайăх курнă. Çав хушăра экипаж тата 6 танкпа 1 броневика тĕп тунă.
Акă тăшман снарячĕ КВ гусеницине салатнă: маневр тума танк юнашара куçса ларайман. Ăна броняна çĕмĕрекен снарядсемпе кисретме тытăннă. Каç ĕнтрĕкĕччен «Клим Ворошиловăн» пĕр снаряд та юлман.
КВ танксен комплектне 111 снаряд тата пулеметсем валли 2772 патрон панă. Анчах Коновалов экипажĕ утă уйăхĕн 13-мĕшĕччен куллен çапăçăва хутшăннăран çавăн чухлĕ пулман. Тăшман çывăха ан пытăр тесе пулеметран перкеленĕ. Часах фрицсем 105 миллиметрлă пушкăсене 70-75 метра илсе пынă, КВ башнине тĕллесе тÿртен пеме пуçланă.
Каç пулсан Коновалов, Дементьев, Серебряков танк айĕнчи люкран тухса 15-мĕш бригадăна шыраса хĕвел тухăçĕ еннелле çул тытнă. Вĕсене нимĕç хăваламан. Кăнса выртнă тенĕ-тĕр. Анчах виççĕшĕ те вилĕмрен çăлăннă.
15-мĕш бригадăран Коновалов экипажне шырама янă ушкăн тепĕр кунне 16 танк, 8 машина, 2 бронетранспортер тĕтĕм йăсăрлантарса ларнине курнă, КВ башнинче 4 танкист виллине тупнă. Бригадăна таврăнсан Коновалов экипажĕ тан мар çапăçура пуç хуни çинчен каласа панă, паттăрсен ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Командирсем вĕсене манман, 1942 çулхи чÿк уйăхĕнче Семен Коновалова Совет Союзĕн Геройĕн ятне тата Ленин орденне, ыттисене вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Ялав орденĕ пама документсене фронт штабне çитернĕ. Анчах наградăсем хуçисене тÿрех шыраса тупайман. Сăлтавĕ çар контрразведки 1942 çул вĕçĕнче Коновалов, Дементьев, Серебряков чĕрĕ юлнă текен хыпара пĕлнипе çыхăннă.
Вĕсем бригадăпа пĕрлешессишĕн хĕвел тухăçĕ еннелле пĕр эрне талпăннă — шыраса тупайман. Çĕрле Дон хирĕпе нимĕç танкĕсем патне пырса тухнă. Чи хыçалтин танкисчĕсене леш тĕнчене ăсатнă, мун-дирĕсене хывса тăхăннă, пысăк хĕреслĕ танка кĕрсе ларнă. Ирхине колонна хĕвел тухăçнелле çул тытнă, Коновалов экипажĕ колонна хÿринче пынă.
Темиçе сехетрен танксем атака пуçланă, лешсем — хыççăн. Тăшман бронемашинине тăрăнтарса тÿнтернĕ, хĕреслĕ танксем çине снаряд хыççăн снаряд кăларса янă. Çапла Хĕрлĕ Çар позицине çитнĕ. Тăшман танкĕнчен сиксе тухнăскерсене пирĕн салтаксем мĕншĕн персе пăрахманнинчен виççĕшĕ те кайран ватăлса пурнăçран уйрăличченех тĕлĕнсе пурăннă.
1942 çулхи çулла Гитлер Сталинграда тытса илме тĕллев лартнă. Вермахт дивизийĕсем унталла ыткăннă. Каялла чакакан Хĕрлĕ Çаршăн кашни салтак хаклă пулнă. Çавăнпа тăшман «хуранĕсенчен» тухнисенчен пысăк пайне, çав шутра Коновалова та, пĕр талăкрах тĕрĕслесе нимĕçсен çулне пÿлекенсен ретне тăратнă. 1939 çулта кĕвĕленĕ «Три танкиста, три веселых друга» юрăри пек каласан виççĕшĕ нимĕçсемпе трофей танкпа виçĕ уйăх çапăçнă, тата 3 танка вут хыптарнă. Малалла вулас...
ПИРĔН СПРАВКА
Тутарстанри Ямпулат ялне хальхи Тăвай районне кĕрекен Анаткас Тушкил çыннисем 1904 çулта пуçласа янă. Ямпулат ял тăрăхĕн администрацийĕн сайтĕнчен: «Чăваш Енри выçă тăрăхран тутарсен тулăх вырăнне яланлăхах тата пĕтĕм ял-йышпах куçса пынă. Тăван уй-хиршĕн тунсăхланăран вырăссем никĕсленĕ Крестниково ялĕ çумĕнче çĕнĕрен пуçласа янă яла та Ямпулат ятне панă. Унăн çумне хальхи Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчен çав вăхăтрах куçса пырса тепĕр ял хывнă. Халăх çыравĕ 1908 çулта Ямпулатра 178 чăваша шута илнĕ. 1945 çул хыççăн кунти тата Крестниковăри, ытти тăрăхри чăвашсемпе вырăссем пĕр-пĕрне хĕр пама пуçласан Ямпулатсем вырăса тухма тытăннă. 2002 çул тĕлне кунта 129-ăн пурăннă. Чăвашсем — 37%, вырăссем 63%».
Комментари хушас