- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çынна ырă туни пурнăçа тăсать»
Пирĕн черетлĕ хăна – Комсомольски районĕн тĕп больницин медсестри — Елена БЕЗМЕНОВА.
Амăшне пулăшма — медпункта
— Санăн йăмăку Светлана Муллина ветерансен хорне ертсе пырать. Апла пулсан эсĕ юрă-кĕвĕрен айккинче тăмастăн?
— Тĕрĕсех. Юрлама питĕ юрататăп. Шкулта вĕреннĕ чухне уроксем хыççăн тÿрех килелле чупман, кружока юлнă. Туссемпе пĕрле уявсене хатĕрленнĕ, юрă-ташă вĕреннĕ. Аслă класра чи хастаррисем пĕрле пухăнса юрăçсен ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Зоя Иванова, Юра Печников, Слава Уткин куракана савăнтараттăмăр. Арçын ачасен аллинче — гитарăччĕ. Шкул хыççăн Зоя Шупашкарти пĕр техникумра ятарлă пĕлÿ илчĕ. Пир-авăр комбинатне ĕçе кĕчĕ. Унăн амăшĕ ялти клуб ертÿçиччĕ, çавна пулах эпир унтан тухма пĕлмен. Сăмах май, Юрик — паллă юрăçăн Светлана Печниковăн пиччĕшĕ. Славикпа Юрик «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренчĕç.
— Эсĕ те йăмăку пекех юрăç профессине суйлама пултарнă...
— Эпир çемьере тăватă хĕр çитĕнтĕмĕр. Анне тăван ялта Тукайра фельдшер пунктĕнче санитаркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Пурте пĕрле пушă вăхăтра ăна пулăшма çÿреттĕмĕр. Пăчкăпа вут тататтăмăр, анне вара аллине пуртă тытса вут каскисене çуратчĕ, унтан пуленкесене шаршанласа тирпейлеттĕмĕр. Йышпа ĕç кал-кал та хăвăрт пурнăçланать. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхса ÿсрĕмĕр. Фельдшер пунктне ытларах ватăсем килетчĕç. Сăмах çăмхине хаваспах сÿтетчĕç. Темшĕн вĕсене курсан чун хумханатчĕ, вăйсăрланса пыракансене май пур таран пулăшас килетчĕ. Фельдшер чирлисене йышăннă чухне юн пусăмне виçетчĕ, укол тăватчĕ, эмелсем паратчĕ. Манăн та ун пек пулас килетчĕ.
— Кашни çын чун ыйтнине кура професси суйлать. Эсĕ ав, ача чухне аннÿ патне ĕçе çÿресе медицинăна кăмăлланă.
— Çапла та калама пулать. Пĕчĕк чухне учитель ĕçĕ те илĕртетчĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕм Клавдия Кокшина пек пулас килетчĕ. Вăл класа епле утса кĕни, мĕнле кĕпе тăхăнни, кĕнекесене сĕтел çине еплерех майласа хуни, доска умĕнче сас паллисем çырни, пуçĕнчи тĕттĕм хĕрлĕ тутăрне васкамасăр çыхни — халĕ те куç умĕнчех. Уроксем хыççăн киле таврăнсан эпĕ те ун пекех алла крем сĕреттĕм те сĕтел çине кĕнекесемпе тетрадьсене типтерлесе хураттăм, алла пурă тытса доска вырăнне пĕрене çине сас паллисем çыраттăм. Эх, лекетчĕ мана аппасенчен! Анне çеç пĕр сăмах та шарламасчĕ. Пире пĕлÿ парас тесе ăнтăлатчĕ. Яланах: «Кĕнеке вулăр!» — тесе хистетчĕ. Тăвансем хăнана килсен эпир илтмелле: «Çынна тум мар, ăс хитрелетет», — тетчĕ. Мĕншĕн çынсен умĕнче çапла каланине ÿссен ăнлантăм. Теприн умĕнче каланă сăмах чĕрене йĕп пек тăрăнса юлать. Этем тени ют çын сăмахне маларах хурать. Çакна шута илсе эпĕ те анне пекех çынсем юнашар пур чухне ачасен умĕнче хамăн шухăшсене вĕсемпе сÿтсе яватăп. Çын мĕн каланине, эпĕ мĕн хуравланине илтчĕр тетĕп.
Чирлисене шеллет
— Паллах, хĕрачасене амăшĕн сăмахĕ питĕ пысăк витĕм кÿрет, анчах ашшĕ калани те пĕлтерĕшсĕр мар.
— Эпир ытларах аннепе юнашар ÿснĕ. Атте платник пулнăран яланах ял тулашĕнче ĕçленĕ. Вăл пиртен 25 çул каялла йывăр чирленĕ хыççăн ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Чир никама та шеллемест. Сывлăха вăхăтра тĕрĕслемелле, медпулăшу та вăхăтра илмелле. Кая юлсан каю шăтать тет чăваш.
— Кун каçа чирлĕ çынпа хутшăнатăн. Кашнине шеллесе чĕресĕр те юлăн. Чуна хытармах тивет ахăр.
— Мĕн тăвас-ши хампа? Туйăмсене епле пытарас? Кашни чирлĕ çынна ĕçĕм «пĕчĕккĕ» пулсан та питĕ пулăшас килет-çке. Çут тĕнчене пĕрре çеç килетпĕр. Чирлекенĕн пурнăç çулĕ вăрăмрах пултăр тесе хамăртан мĕн кирлине веçех тăватпăр.
— Маншăн — кашни ĕç пĕлтерĕшлĕ. «Пысăк» тата «пĕчĕк» тесе хакламастăп. Медсестрасăр больницăра май çук.
— Санпа килĕшмех тивет пуль. Эпир — тухтăрсен чи çывăх пулăшаканĕсем. Вĕсем хушнă ĕçсене тÿрех пурнăçлатпăр. Рецептри эмелсене мĕнле ĕçмеллине ăнлантаратпăр, юн пусăмне виçетпĕр, анализсене хăш вăхăтра памаллине калатпăр, кабинета кĕнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу памалла пулсан – паратпăр, документсемпе ĕçлетпĕр, пациентсем пĕлтернĕ информацие компьютера кĕртетпĕр… Кунсăр пуçне чирлисем патне киле те çÿретпĕр. Пĕр сăмахпа, медсестра аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать.
Тĕлĕкре те — больница
— Ял ачисене малтанласа хула пурнăçне хăнăхма çăмăлах мар. Шывĕ те тутлă мар, сывлăшĕ те сиенлĕ хутăшпа тулнă, троллейбуса та хĕсĕнсе кĕмелле, тăвансем те аякра... Тата общежитире те хăйĕн пурнăç йĕрки.
— Тĕрĕсех. Ялтан тухса çÿремен ачасемшĕн хула малтанласа чăнах та ют. Анчах та çын теме те хăнăхать. 1986 çулта алла аттестат илтĕмĕр те тăватă тус Шупашкарти медицина училищине çул тытрăмăр. Чи малтан мана ăнчĕ, эпĕ вĕренме кĕтĕм. Тепĕр икĕ тусăм çулталăкран университетри медицина факультечĕн сту-денчĕсем пулса тăчĕç. Кăштахран тăваттăмĕшĕ те хăйĕн ĕмĕтне пурнăçларĕ. Пĕлесчĕ санăн, мĕн тери юратнă эпир ача чухне медицинăна. Çакă пире хамăрăн ĕмĕт- шухăша пурнăçлама пулăшрĕ. Эпĕ калаçма юрататăп. Общежитие вырнаçсан часах çĕнĕ туссем тупрăм. Пÿлĕмре виççĕн пурăнтăмăр. Люда — Канаш районĕнчи Кăшнаруйĕнчен, Светлана — Патăрьел районĕнчи Пашьелтен. Ăмăртмалла ăс пухаттăмăр. Эпĕ шкулта та хастар пулнă, комсомол организацине ертсе пыраттăм, кунта та тунсăхламан. Каникулта стройотрядпа пĕрле Молдавие помидор пуçтарма тухса кайрăм. Театра, тĕрлĕ кружоксене çÿрерĕм. «Çеçпĕл» кинотеатртан тухма пĕлмен. Хамăр та училищĕре театр кружокĕ йĕркелерĕмĕр. Кÿршĕ общежитисенче спектакльсем лартаттăмăр. Практика занятийĕсем больницăра иртетчĕç. Йăнăшасран хăрасан та процедура кабинетне лекме тăрăшаттăмăр. Укол тăвас килнĕ-ши? Вăл çулсенче хальхи пек пĕр хут усă курмалли шприцсем пулман. Вĕсене ятарлă савăтра вĕрететчĕç. Эпĕ ыттисенчен маларах çитсе савăтра тÿрĕ те шĕвĕр йĕпсем шыраттăм. Ара, çынна ыраттарас килместчĕ. Эх, тур-тур, чăн пурнăçра çеç мар, тепĕр чухне тĕлĕкре те больницăпа аташаттăм, лайăх йĕпсем шыраса хăшкăлаттăм. Тупаймасан чуна ыраттарса вăранса каяттăм. Пĕррехинче хирурги пÿлĕмĕнче суран çĕленĕ чухне хама япăх туйрăм. «Эсĕ хут пекех шап-шурă», — терĕç каярах хĕрсем. Коридора тухса лăплантăм. Юрать, кун пекки ĕçре пĕрре те пулман. Тепĕр самант та асрах. Вĕреннĕ вăхăтра тунсăхланипе киле час-час çÿреттĕм. Анне эпĕ килнĕ тĕле пÿрте тирпейлетчĕ. Ăна мĕнпе те пулсан пулăшас килнипе урая тепĕр хут çуса тухаттăм. «Ахаль те таса, час-час çусан сăрри каять», — тесе кăмăлсăрланатчĕ.
Пĕр ĕçре — 30 çул
— Хула пурнăçне хăнăхнă ял хĕрĕсем диплом илсен яла каялла таврăнма васкамаççĕ, мăшăр тупса унтах юлма тăрăшаççĕ. Эсĕ хула каччи тупайман курăнать?!
— Çемье çавăрасси пирки шухăшламан. Çамрăк пулнă. 19 çулта кăна. Ирĕклĕхлĕ пурнăç тутлăрах- çке. Тĕрĕссипе, пире, лайăх вĕренекенсене, хулара хăварма шантарчĕç. Ĕç шырама та пуçланăччĕ. Анчах та комиссире район центрне каймашкăн направлени тыттарчĕç. Комсомольски районĕн тĕп больницине кăмăлпах пырса кĕтĕм. Валерий Галкин тĕп тухтăр хаваспах йышăнчĕ, эпĕ Валентина Тимофеева тухтăр пулăшуçи пулса тăтăм. Валерий Алексеевич тивĕçлĕ канура пулсан та кунтах тепĕр ĕçре тăрăшать. Тепĕр чухне сăмах чĕнмесĕр иртмест, чарăнса тăрсах: «Елена Николаевна, сире ĕçе эпĕ илтĕм вĕт. Ĕнентĕм. Тавах. Шанăçран тухмарăр», — тет. Мĕн тери хăвăрт чупать вăхăт урхамахĕ! Кăçалхи çурла уйăхĕнче шанса панă тивĕçе пурнăçлама тытăнни 30 çул çитрĕ. Валентина Витальевна тивĕçлĕ канăва тухсан вара Илгалия Адиева терапевтпа ĕçлеме пуçларăм. Урăх ĕçе куçасси пуçра та пулман. Малалла вулас...
Альбина ЮРАТУ калаçнă. Елена БЕЗМЕНОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас