Справка юрăхсăра тухсан
Рубрикăна Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Республикинчи пĕрлĕхĕн Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски ял тăрăхĕ çумĕнчи организацийĕн председателĕ, Пархикасси ялĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ, II ушкăн инваличĕ Мария ИВАНОВА ертсе пырать.
Инвалид пулнине çирĕплетекен справка çухалсан е юрăхсăра тухсан çĕннине дубликат илме пулать-и?
Е.ИЛЬИНА. Шупашкар районĕ, Кăрмăш ялĕ.
Людмила СМОЛИНА, РФ Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Чăваш Республикинчи медицинăпа социаллă экспертизăн тĕп бюровĕ» учреждени ертÿçин заместителĕ:
— РФ Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин 2010 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 1031-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн инвалидлăха палăртнă справкăн дубликатне илме МСЭ бюровĕнче заявлени çырмалла. Хăвăрпа пĕрле паспорта, юрăхсăра тухнă справкăна илсе каймалла. Вăл çухалнă пулсан паспортпа пымалла. Ĕç-хĕле хăвăртлатма Раççей Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти уйрăмĕнчен справкăн копине ыйтмалла. МСЭ бюровĕнче ĕçлекенсем сире пулăшĕç. МСЭ бюровĕ çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Чулхула урамĕ, 6-мĕш çурт /Аван Плаза/. «Оперăпа балет театрĕ» чарăнура тухмалла.
ШУТА ИЛМЕ
Инвалидлăх илессипе çыхăннă ыйтусем пур-и? Е сусăр çын патшалăх пулăшăвне илесшĕн-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тесен Мария Ивановăпа çыхăнма пултаратăр. Телефон номерĕ: 8-960-305-69-98.
Комментари хушас