«Мăнукăм - çывăх тусăм»

7 Раштав, 2013

Юлашки вăхăтра ялсенче те ача-пăча валли вăйă лапамĕсем йĕркелеме пуçларĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем заводра хатĕрленĕ тимĕр ярăнчăксене туянса вырнаçтарнăран вĕсем пĕр-пĕринчен питех уйрăлмаççĕ. Вăрмар районĕнчи Шăхаль салинче тĕп урампа утнă чухне тăкăрлăкри хăйне евĕр тăвайкки куçа илĕртнĕрен çав кил хуçипе паллашмасăр чун чăтмарĕ.

Пысăк та хăтлă, хитре пÿртре нумай ачаллă çамрăк çемье пурăнасса шаннăччĕ. Анчах пăлтăртан иртсе шалалла кĕрсен те мана хирĕç сас паракан пулмарĕ. Малти пÿлĕмре инвалид кÿминчи арçын ачана пенси çулĕнчи хĕрарăм яшка çитернине асăрхасан чĕлхем çыхланчĕ.

- Ай, Димăпа калаçса çын килнине те сисмен. Иртсе ларăр, - тарават йышăнчĕ мана Галина Георгиевна. - Ку - манăн ватлăха ырă сĕм кĕртекен, чуна хĕвел пек ăшăтса салху кăмăла сирекен юратнă мăнукăм, пĕчченлĕхрен хăтаракан ытарми тусăм. Хăй калаçаймасть пулин те эпĕ унпа пуплесе йăпанатăп. Вăл мана йăлт ăнланать, хăйĕн шухăшне сăмахпа çирĕплетеймест çеç. Çине-çинех сасă кăларни унăн савăк кăмăлне систерет. Акă халĕ те хăна килнĕшĕн мĕн тери хĕпĕртет.

11 çулти ачан хаваслăн çиçекен куçĕпе тĕл пулсан эпĕ те вăл хама ăшшăн йышăннине туйрăм. Тем каласшăн çăварне уçать, анчах «а-а-а» сасăсăр пуçне ним те илтĕнмест. Ырханкка алли-ури те хăйне итлемест. Чĕлхи вылянманнипе сĕлеки юхать... Хевтесĕре куккук-амăшĕ пăрахса хăварнă пуль тетĕр-и? Йăнăшатăр. Г.Петрова хăйĕн профессине чунран юратакан хĕрне пулăшас тĕллевпе мăнукне 4 çул каялла яла леçме ыйтнă. Хусанта ĕçлесе пурăнакан ашшĕ-амăшĕ кашни эрне вĕçĕнчех аслă ывăлĕ патне кучченеçсемпе çитме васкаççĕ.

Аслă пĕлÿ илнĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пынă ăслă-тăнлă хĕрарăм сусăр ачана тухтăрсен айăпĕпе çуратнă. Пĕрремĕш пепкине чăтăмсăр кĕтнĕ çамрăк мăшăршăн çакă чи йывăр тĕрĕслев вырăннех пулнă ĕнтĕ. Ытти чухне пур енĕпе те Хусана мухтакан ентешĕмсене çаплах калас килет: «Унти чаплă сыватмăшра та синкер кураççĕ пациентсем». Çăмăлланма вăхăт çитнине систерсе хырăм аннине пĕлтерсен те Оксанăна пăхма тивĕç акушерсем ăна пăрахсах теприсем патне васканă. Операци тăвакансем те хăвăртах ерçеймен. Палатăра пĕчченех выртса юлнă хĕрарăмăн вара пепкин пуçĕ тухма пуçланă, вăрах вăхăт тапаланнăскере сывлăш та, вăй-хал та çитеймен - нерв çулĕсем туртăннипе ача ĕмĕрлĕх сусăрăлнă. Хавшак кĕлеткине хăй тĕллĕн тытайманскере пăхса ÿстерме питĕ йывăр пулассине пĕле тăркач ашшĕ-амăшĕ ăна интернатра хăварма килĕшмен. «Хам сĕтел хушшинче апат çисе ларнă чухне ман ачан кам куçĕнчен пăхса выртмалла?» - тенĕ Валерий Владимирович тĕрексĕр ывăлне патшалăх çуртне пама хистекен хурăнташне. Ветеринар дипломне алла илсен аспирантурăна юлнă Оксана Николаевнăн та Димăна пĕрмаях тимлĕх кирлине шута илсе вĕренĕве пăрахма тивнĕ. Тухтăрсене айăпланипе юратнă тĕпренчĕкĕ пĕрех сывалас çуккине ăнланса вĕсем ку ĕçе суда çитермен. Ача çуратакан хĕрарăм хăрах урипе тупăкра пулнине пĕрре курнăскер тепре çие юлсан гинекологсем черетлĕ хут йăнăш тăвасран мĕн тери шикленнине хăй кăна пĕлет ĕнтĕ. Телее, хальхинче ĕç-пуç йĕркеллех вĕçленнĕ. Тăваттăри Артем та пиччĕшне курма кукамăшĕ патне тăтăшах килет. Сас паллисене вĕренсе çитсен вăл Димăна та юмахсем вуласа парĕ-ха.

- Ачана амăшĕ кашнинчех мунчара çуса-тасатса хăварать, чĕрнине, çÿçне касать. Çĕнĕ парнепе, пылак çимĕçпе савăнтарма та манмасть. Хĕрĕмпе кĕрÿ ывăлĕн тертне çăмăллатассишĕн тем тума та хатĕр. Кунта килсен унран пĕр шит те уйрăлмаççĕ. Анчах пирĕн ялта ĕç çуккипе çамрăклах Хусана кайса тĕпленнĕскерсен унтах таврăнмалла-çке. Инвалид укçипе çемьене тăрантараймăн. 10 çул общежитире хĕсĕнсе пурăннăскерсем тинех кредитпа хваттер туянчĕç. Кивçене тавăрасси çăмăл мар. Çавăнпах иккĕшĕ те ырми-канми ĕçлеççĕ. Ачасене пулăшасси - манăн тивĕç. Тепĕр хĕрĕн ачисем те çуллахи каникула кунта ирттереççĕ. Шăпăрлансене ярăнмашкăн кăçал Валера кĕрÿ çак тăвайккие ăсталаса пачĕ. Йывăçпа, тимĕрпе ĕçлеме юратаканскер тепĕр çулла ывăлĕсем валли урамри карта умĕнче прицеплă пысăк машина тума ĕмĕтленет, материалĕсене кÿрсе килчĕ ĕнтĕ. Ăшăрах чухне Димăпа урама уçăлма тухаттăмăр. Халĕ çанталăк сивĕтрĕ те ача шăнса чирлесрен хăратăп. Ăна шĕвĕрех апатпа сăйлама тăрăшатăп, уйрăмах йогурт çиме кăмăллать. Çывăрмалли пÿлĕмре хăйĕн юратнă вырăнĕ пур, урăх çĕрте канма килĕшмест. Иккĕн иккĕнех çав, пĕччен кичемленсе ларни мар ĕнтĕ. Ĕçсĕр аптрасран, тула тухма сăлтав пултăр тесе сурăхсем усратăп, кăçал качака та туянтăм, - чунне уçрĕ ырă кăмăллă кукамăшĕ. Бронх астми аптратиччен вăл колхоз уй-хирĕнче вăй хунă. Виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕскер 44 çултах упăшкасăр юлнă. Кÿршине юбилейпе саламлама каçсан вăй питти арçын уяв кĕрекинчех сарăмсăр вилнĕ: чăх какайĕ пыра ларнă-мĕн. Хăй вăхăтĕнче вăл та йывăç чутлама юратнă. Телевизор айĕнчи эрешлĕ хÿхĕм сĕтел, картиш хапхине илем кÿрекен шурă хурсем ылтăн алăллă кил хуçине аса илтереççĕ. Кун-çулĕ вăрăмрах пулнă тăк вăл çывăх çыннисене тата нумай капăр япалапа савăнтарĕччĕ те... Анчах турă çырнинчен иртеймĕн теççĕ. Йывăрлăха парăнман туслă йыш. Виçĕ хĕрĕ те ăмăртса тенĕ пек Хусан аслă шкулĕсенче вĕреннĕ, çемьеленсен те тăван килтен писмен, амăшне пулăшма тăтăшах килсе çÿреççĕ.

Тĕрлĕ чечек ÿстерме ÿркенмен Галина Георгиевна «Чăваш хĕрарăмĕ» кăларăмпа мĕн тухма пуçланăранпах туслă. Валерий Федоров амăшне халалласа çырнă сăвва пирĕн хастар вулакан хаçатран темиçе çул каялла касса илнĕ те паянчченех паспорт хушшинче чиксе çÿрет. «Ман шăпа çинчен хайланă пек туйăнать, çавăнпа типтерлĕ упратăп. Йывăр самантра вуласа кăмăлăма хытаратăп, вăл хавхалану кÿрет», - тет терт-асапне сахал мар тÿснĕ утмăла çывхаракан хĕрарăм. Вăл юратнă хаçатне çитес çул валли те çырăнчĕ.

Лина ТРОФИМОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.