Етĕрнери шыв ыйтăвне кĕске вăхăтра татса пама хушнă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура республикăн Стройминне Етĕрнери пăтăрмахшăн сăмах тиврĕ.
Унта çуртсен тăваттăмĕш-пиллĕкмĕш хучĕсене шыв çитмест иккен — пусăм çителĕксĕр. Çынсем кăмăлсăр. Сăлтавĕ — хулана шывпа тивĕçтерекен ултă скважинăран иккĕшĕ ĕçлеменни. Пĕр скважинăна юсама пикеннĕ те — насуса аяла ÿкернĕ, каялла кăлараймаççĕ. Халь çĕнĕ икĕ çăл чавма тивет-тĕр, çакăн валли вара самай вăхăт кирлĕ, хула хăй тĕллĕн кăна вăй çитересси иккĕленÿллĕ. Михаил Васильевич çынсене шывпа чăрмавсăр тивĕçтерес ыйтусене кĕске вăхăтра татса памалли пирки асăрхаттарчĕ.
Комментари хушас