Алюмини отраслĕ: çĕнĕлĕхсем
РФ Промышленноçпа суту-илÿ министерстви пулăшăвĕпе 2015-мĕш çулта йĕркеленнĕ «Алюминипе тивĕçтерекенсен, тавар туса кăларакансен тата потребительсен пĕрлешĕвĕ» ассоциацийĕн семинарĕ «Алюминие шăратса çыпăçтарас ĕçри пĕлĕве аталантарасси» темăпа республикăра иккĕмĕш кун ĕçлет.
Çĕршыв шайĕнчи мероприяти пĕрремĕш хут пĕлтĕр те Чăваш Енре авăн уйăхĕнче иртнĕ. Машиностроени /авиаци, автотранспорт, карапсем, станоксем туса кăларасси, чугун çул транспорчĕ, ытти те/, строительство, хими, энергетика тата халăх анлă усă куракан таварсем хатĕрлекен отрасльти 50 ытла организаци представителĕ хутшăннăччĕ, кăçал вĕсен йышĕ 63 çитрĕ. Ĕнер Правительство çуртĕнче иртнĕ семинара Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.
— Алюмини — çĕршыв пуянлăхĕ, унпа республика та усă курать, — терĕ. — Пирĕн экспорта чĕр тавар мар, хатĕр продукци кăлармалла. Импорта улăштаракан тавара хамăр патăрта хатĕрлемелле. Кун пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин аса илтерсех тăрать.
Ассоциаци Председателĕ Валентин Трищенко республика Пуçлăхĕ тата Правительство хăйсене пысăк пулăшу кÿнине, предприятисем алюминипе ытларах усă курас, тĕрлĕ издели, конструкци хатĕрлес тĕллевпе вăй хунине палăртрĕ. Отрасль епле аталанни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. «Модернизаци ирттермелле, тарăн пĕлÿллĕ те ăста специалистсем хатĕрлемелле», — терĕ.
ЧПУра тĕслĕ металсене шăратса çыпăçтармалли центр уçнă. Вăл технологири çĕнĕлĕхсене хăюллăн çул парать, çĕнĕ пĕлÿпе пуянланать. Хăнасене кун пирки Шупашкар хулин пуçлăхĕ, университетăн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен проректорĕ Евгений Кадышев пĕлтерчĕ.
Отрасле çултан çул çĕнĕлĕхсем кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăратса хатĕрленĕ хутăш шанчăклă, çирĕп, çунтармалли-сĕрмелли материала самаях перекетлет. Çакна семинара хутшăннисем хăш-пĕр тĕслĕхпе çирĕплетрĕç. Автомобиль промышленноçĕнче халĕ алюминипе 15-20% усă кураççĕ, çывăх çулсенче кăтартăва 50 процента çитересшĕн. Тăррине çак хутăшпа витсен вакун та чылай çăмăлланать, тырă е ытти тавар ытларах тиеме май пултарать.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Комментари хушас