"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттерет

27 Авăн, 2018

"Хыпар Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттерет. Унта 2-11-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнма пултараççĕ. Кашни ачан пĕрер ĕç сĕнме юрать.

Конкурс авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 25-мĕшĕччен иртет. Ĕçсене "Тантăш" хаçат редакцине юпа уйăхĕн 23-мĕшĕччен А4 форматпа çак адреспа илсе çитермелле: 428019, Шупашкар, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕн официаллă сайтĕнче, "Контактра" соцсетьри "Тантăш-Тетте-Самант" ушкăнра тата "Тантăш" хаçатра паллаштарăпăр. Çĕнтерÿçĕсен чыславĕ "Хыпар" Издательство çурчĕн акт залĕнче иртĕ.

Тĕплĕнрех...

 

Рубрика: 

Комментари хушас