Кашни килте ăшшăн кĕтсе илеççĕ
«Хыпар» Издательство çурчĕ хăйĕн кăларăмĕсене ытларах сарас тата çынсене çырăнтару кампанине хутшăнтарас тĕллевпе «Почтальонпа пĕр кун» акци ирттерет. Çак кунсенче «Хыпар» хаçат корреспонденчĕсем Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ял тăрăхĕнче пулчĕç.
Патăрьел почта уйрăмĕ 13 ял халăхне хаçат-журналпа тивĕçтерет. Çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Нина Владимирова пĕлтернĕ тăрăх - çынсем район хаçатне, «Кил-çурт, хушма хуçалăха», «Сывлăха», «Хресчен сасси-Киле» уйрăмах килĕштереççĕ, «Хыпар» 25 экземпляр сарăлать. Шел те, ку тăрăхра та хаçат-журнал çырăнакансен йышĕ çуллен чакать, хавхалантару мелĕсем пур пулин те. Калăпăр, «Хыпар» хаçатăн куллен тухакан кăларăмне çырăнакана тип çу парнелеççĕ. Ял халăхĕ тĕрлĕ тĕспе тухакан кăларăмсене кăмăллать /эпир илсе пынă илемлĕ журналсем хăвăрт саланни те çакнах çирĕплетет пулĕ/, анчах темшĕн çырăнма васкамасть.
Пурăнакан кашни килте /шел те, пушă çурт сахал мар/ пĕрер хаçат та пулин илсе тăнине палăртаççĕ почта ĕçченĕсем, Патăрьел тăрăхĕнче вĕсем тăваттăн. Акă Шурçырмари Любовь Павлова хаçат-журнал валеçсе 27 çул ял урамĕсене такăрлать. Вăр-вар хĕрарăма кашни килте ăшшăн кĕтсе илеççĕ. «Куç япăхланчĕ, çапах почтальон тараватлăхне ытараймасăр пĕр кăларăм та пулин çырăнса илетĕп. Вăл пуринпе те ырă кăмăллă, çынпа шăкăл-шăкăл калаçать», - терĕ ватă кинемей «Хыпар» хаçатăн çĕнĕ номерне алла илсе. Любовь Валерьяновнăпа пĕр сукмакпа утакан Валентина Дмитриева ку ĕçре 29 çул вăй хурать. Анат Шурçырмари Лидия Михайлова та почта уйрăмĕнче 1994 çултанпа тăрăшать. Çулталăк каялла ĕçлеме пуçланă Галина Александрова та кашни кун темиçе яла васкать. Чăн та, пурте хастар вĕсем, анчах шалу ытла пĕчĕк пулни пăшăрхантарать почта ĕçченĕсене.
Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас