Сенкер тутăр
Юратнă аннене Марина Васильевнăна асăнса
Кĕçĕр тулта çĕрĕпех хаяр çил-тăвăл хуçаланчĕ. Вăл кăмака мăрйинчен темĕнле халиччен курман-илтмен тискер чĕр чун пек уласа вĕрчĕ, шăнса кайнă çул çÿрен пек вĕçĕмсĕр чÿречерен пыра-пыра шаккарĕ, кантăк хупписене шаклаттарчĕ, ывçи-ывçипе пÿртсем çине юр иле-иле пăрахрĕ, тăман тустарчĕ... Кăнтăр енне тухакан чÿрече патĕнче ÿсекен яштака пилешĕн черченкĕ тураттисем вĕçĕмсĕр авăнаççĕ те авăнаççĕ, пĕрре кĕленче çине ÿкеççĕ, тепре çĕкленсе каяççĕ. Унăн тураттисем шаккани е хавхаллă вăхăта систерсе параппан шакканă пек, е ачашласа тем каланăн туйăнать.
Ирхине тĕлне çил-тăвăл сасартăках лăпланчĕ.
— Тем тумалла ĕнтĕ, пăянам, — терĕ Марине упăшкин амăшне кăмака çăварĕ умне картишĕнчен пĕр çĕклем вутă йăтса кĕрсе пăрахнă май. — Тен, паян каймалла та мар пулĕ. Çил-тăвăл пит алхасрĕ, пĕтĕм çула хупласа хучĕ ахăртнех. Картишĕнче те авă мăрье таран юр хÿсе кайнă, вутă илме сарайне аран-аран ишсе çитрĕм, — вăл çăматтине аллипе шăлса юртан тасатрĕ.
Çĕр хута çил-тăвăл пÿртри пĕтĕм ăшша хăваласа кăларнă. Пÿртре тулти пекех сивĕ, çавăнпа Марине ачисем вăраничченех кăмака хутса ярас, кăшт та пулин ăшăтас терĕ.
Марине хĕр пек йăрăс пÿллĕ, хăмăр куçлă вăтăр иккĕри хĕрарăм. Пĕвĕпе вăл пит çÿллех мар, ун вырăнне вара питĕ вăр-вар, пăрчкан пек, калаçасса та хăвăрт калаçать, анчах кашни сăмахне уçăмлă калать.
— Хăв пĕл ĕнтĕ, кин, — терĕ ăна пăянамăшĕ, самай çÿллĕ те çирĕп хул- çурăмлă çурма суккăр ватă карчăк. — Эпĕ нимĕн калама пĕлейместĕп ĕнтĕ.
Вăл яланах çапла, кинĕ мĕн каланипе килĕшет. Халĕ те акă нимĕн канашпах та пулăшаймарĕ, кăмака çăварĕ умне пĕшкĕнсе ларчĕ те турчăкапа пысăк кĕл купинчен хуралса кайнă кăмрăк туртса кăларчĕ, ăна пур вăйне пухса вĕрсе амалантарма тытăнчĕ. Çак хуп-хура кăмрăк каллех амаланса кайĕ, ватă хĕрарăма вут чĕртме пулăшĕ тесе шухăшлама та йывăр. Анчах сасартăк кăмрăк çуталса хăюсăррăн ялкăшса илчĕ, карчăк вара ун çине ятарласа хатĕрленĕ типĕ хăйă хучĕ те каллех вĕрме тытăнчĕ. Палтлатса çулăм тухрĕ, хăйă чĕрĕлсе çунма пуçларĕ.
Йывăр çулсенче шăрпăксăр пурăнса аптăранă чăваш хĕрарăмĕсем, авалхи çынсем пек, çапла вут упрама вĕреннĕ. Чăнах та, йĕри-тавра вĕри кĕлпе хупласа хунă кăмрăк çĕрĕпех хăй хевтине упрать, ăсталăха парăнса çĕнĕрен амаланса каять.
Марине юнашар яла Икеше кайма тахçантанпах шухăшланăччĕ, паян тухса утатăпах пуль тенĕччĕ. Ав каллех кĕтмен чăрмав тупăнчĕ — юр хыв нă çулпа унта часах çитеймĕн. Икеш ялĕ Марине пурăнакан Сăкăтран тăхăр çухрăмра. Маринен тăван ялĕ, вăл унта çуралса ÿснĕ, халĕ унта ашшĕпе амăшĕ пурăнаççĕ. Çавсенчен кăшт та пулин апат-çимĕç илсе килесшĕнччĕ вăл. Эх, çак усал пурнăç! Кама тăшман пульлисемпе, кама выçăпа леш тĕнчене ăсатать...
— Ылхан çиттĕр ĕнтĕ çав вăрçă тенине, — Марине илсе кĕнĕ вутта кăмакана хунă май ассăн сывласа хуллен сăмах хушрĕ пăянамăшĕ. — Пирĕн çĕр çине хĕн-асап, тискер вăрçă илсе килнĕ çичĕ юта ылхан çиттĕр! — сасартăк унăн вăйсăрланнă аллинчен вут пуççи тухса ÿкрĕ те кĕмсĕртетсе кинĕн ури еннелле кусса кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ-ха тата, пăянам? — хăраса чупса пычĕ Марине. Вăл карчăка ури çине тăма пулăшрĕ, кăмака çумĕнчи вăрăм сак çине çавăтса кайса лартрĕ те ăна хуйха пула туртăнкаласа, çуркаланса пĕтнĕ питĕнчен, кăвакарнă çÿçĕнчен хуллен ачашласа илчĕ.
Карчăк йĕпеннĕ куçне саппун вĕçĕпе шăлса илчĕ те йывăррăн сывласа:
— Литюк ĕнер кунĕпех макăрчĕ, вĕçĕмсĕр çăкăр ыйтрĕ, — терĕ.
Хăрушă вăрçă илсе килнĕ выçлăха пула виççĕри хĕрĕ мĕн тери тертленнине аса илтерни Маринен чунне ыраттарса ячĕ. Ывăлĕсем пысăк ĕнтĕ. Асли — Вихтăр — вуннăра, кĕçĕнни — Паххум — çиччĕре. Вĕсем хăйсене чăн-чăн арçын пек тытаççĕ, выçлăха пĕр сăмахсăр, куççульсĕр чăтса пурăнаççĕ. Пурнăç çаплах пырсан вĕсем те капла нумаях чăтаяс çук, çапах та çĕре кĕрес пулсассăн та хÿхлешсе арçын ятне ямĕç, Марине çакна лайăх пĕлет. Вăрçă вĕсене ытла час çитĕнтерсе çитерчĕ, ачалăхра усрамарĕ те... Литюк çеç çавна ăнланаймасть, йĕрет, вĕçĕмсĕр çăкăр ыйтать.
— Каясах пуль, — терĕ вара Марине ачисен умĕнчи амăш тивĕçне ăнланса. Пăянамăшĕн сăмахĕ ăна ниме пăхмасăрах юр кĕрчĕсем урлă Икеше, тăванĕсем патне, пурнăç паракан çăкăр-тăвар патне, кайма хушнăнах туйăнчĕ. — Çунашка илĕп. Каç тĕлне каялла çаврăнса çитĕп. Тăвансем пулăшасса шанатăп. Икеш колхозĕ çирĕп, вĕсем кăçал ĕç кунĕпе те илнĕ.
Сăрт çине Марине питĕ йывăрпа хăпарчĕ. Чăнах та, шухăшланă пекех, пĕтĕм çул-йĕре хупласа лартнă иккен. Утма йывăр. Вăл тем тарăнăш юр ăшне ана-ана кайрĕ. Ури ăшне юр ан кĕтĕр тесе вара Марине çăматти кунчине çÿлелле туртса хăпартрĕ. Капла самай аван. «Урана йĕпетес мар, чирлесе кайăп тата», — шухăшласа илчĕ вăл.
Чăн ĕнтĕ, Маринен халĕ чирлеме юрамасть. Ачисен, пăянамăшĕн пурнăçĕ йăлтах унран килет. Çак йывăр вăхăтра хăйсĕр пуçне тата тăватă чуна тăрантарса пурăнмалла. Те çак шухăша пула, те пит васкаса утма тăрăшнипе, ăна пăчă пулса кайрĕ... Вăл вара пуçĕнчи сенкер шальне салтса çунашки çине хучĕ, хăй пĕчĕк тутăрпа çеç тăрса юлчĕ. Ăна хĕрарăм вăрçă пуçланас умĕн кăна шурă çип çумне хĕрлине ярса тĕртнĕ пиртен тунăччĕ.
Юр ашса утнă май Марине епле пулсан та каçа каялла таврăнасчĕ тесе шухăшларĕ. Кĕçĕр вĕсен колхоз пухăвĕ пулмалла.
«Хуçалăха йăлт юхăнтарса ячĕ, — ассăн сывласа шухăшларĕ вăл кукăр ураллă Платтун çинчен. Ăна пĕлтĕр ялти пĕртен-пĕр арçын тесе ял хуçалăх эртелне ертсе пыма суйларĕç. Платтуна ури кукăрри пиркиех вăрçа илмерĕç. Анчах ури çеç мар, алли те кукăр пулчĕ, халăх пурлăхне хапсăнма, ĕçкĕпе иртĕхме тытăнчĕ вăл. — Хăй тавра вăрăсен эшкерне пухрĕ, — тарăхсах шухăш çиппине малалла тăсрĕ Марине. — Колхозшăн, ял-йышшăн, çĕршывшăн мар, хăйшĕн кăна тăрăшать. Май пулсан, кукăр аллипе тĕнчене ярса илĕччĕ те çав... Ав Икешсем тĕрĕс турĕç, хăйĕн кукăр алли-урине кăтартса вăрçăран юлакан сухаллă çын шырамарĕç, тытрĕç те председатель пулма хĕрарăма суйласа лартрĕç. Колхозĕ те ăнтарать, чухăн мар...
Сăрт çине хăпарса çитсессĕн утма кăшт çăмăлланчĕ. Кунта çил-тăвăл хуçаланасса хуçаланнă та, пит кĕртсем хывсах каяйман, мĕнпур юра çырма-çатрана пухса тултар-нă. Ăçта килчĕ унта çул хытти чиперех упраннă. Марине васкарах утма тытăнчĕ. Ав маларах, сулахай енче — кунталли çынсем «Ката» тесе калакан вĕтĕ вăрман. Маринен пĕтĕм ăс-тăнне, чун-чĕрине асаилÿ ярса илчĕ. Вăл çав Катара хăйĕн упăшкипе Сантăрпа пĕрремĕш хут тĕл пулнине аса илчĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас