Кадет корпусĕнче уява хатĕрленеççĕ

29 Çурла, 2018

Кадет корпусĕнче Пĕлÿ кунне хатĕрленме тытăннă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ керменте пысăк уяв иртĕ.

Шкул директорĕн заместителĕ Эльвира Игорева каланă тăрăх — хальхи вăхăтра кадетсем парада хатĕрленеççĕ, вăл çĕнĕ плац çинче иртмелле. «Тепĕр эрнере пирĕн вĕренекенсем сбора тухса кайĕç: 5-7-мĕш классем — Крыма, 8-11-мĕшсем — Перме. Унта вĕсем физкультурăпа спорт занятийĕсенче ăсталăха аталантарнисĕр пуçне тĕрлĕ енĕпе пĕлĕвне тарăнлатĕç. Сборсенче кадетсем пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашаççĕ, командăра ĕçлеме хăнăхаççĕ. Пирĕн вĕренекенсем математика, физика, ОБЖ дисциплинисене тарăннăн вĕренеççĕ, физкультура урокĕсем питĕ кăсăклă иртеççĕ. Хушма занятисенче вĕсем çар ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ. Ачасемпе пултаруллă та ăста преподавательсем ĕçлеççĕ. Пирĕн йышра арçынсем чылай. Кадет шкулĕнчен вĕренсе тухнисем тĕрлĕ регионти çар училищисенче пĕлÿ илеççĕ. Кăçалхи выпускниксем Питĕрти, Мускаври тата Калининградри вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Кадет шкулĕнче вĕренме те, пурăнма та услови çителĕклĕ. Пÿлĕмсенче çутă та таса, фойере хитре те илĕртÿллĕ. Спорт корпусĕ уйрăмах савăнтарать. Çĕнĕ кермене хута ямашкăн ашшĕ-амăшĕ, студентсем, волонтерсем нумай тăрăшрĕç», — терĕ Эльвира Николаевна.

Хулари 2-мĕш музыка шкулĕ çумĕнчи ача-пăча оркестрĕн музыканчĕсем те Пĕлÿ кунне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсен те ĕçĕ яваплă — çĕнĕ кермене пынă хăнасене илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе тыткăнламалла. «Пирĕн репертурата мăнаçлă маршсемпе çепĕç симфонисем сахал мар. Пирĕн артистсен пултарулăхĕ çынсене килĕшессе шанатăп», — терĕ оркестр ертÿçи Дмитрий Погодин. Сăмах май, икĕ çул каялла чăмăртаннă коллектив «Оркестрпа — республикăра» проекта пурнăçа кĕртмешкĕн пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ, кăçал вĕсем «Кустăрма çинчи оркестрпа» çул çÿреве тухнă.

*   *   *

ХАКЛАВ

Ольга ШИШОНКОВА, В.П. Воробьев ячĕллĕ музыка шкулĕн директорĕ:

Ку вырăн чăн-чăн парка çаврăннă. Кунта ачасем те, çитĕннисем те киленÿ тупĕç. Культура çурчĕ халăх пухакан учреждени. Калăпăр, концерт курма килсен çынсем малтан паркра канма пултараççĕ. Хăнасем те кунта уçăлса çÿрейĕç. Эпир те малашне кадет паркне килсех тăрăпăр. Тен, урамра концертсем те ирттерĕпĕр.

Николай ГРИГОРЬЕВ, 89 çулти ĕçпе вăрçă ветеранĕ:

Кунтан аякрах мар пурăнатăп. Унччен кунта питĕ тирпейсĕрччĕ, çÿп-çап купи кăначчĕ. Ĕçкĕçсем пухăнатчĕç, пуçтахсем иртĕхсе çÿретчĕç. Халь пăх та кур — мĕнле чаплă кермен туса лартрĕç, парк хăтларĕç. Кунта килсен чун та çĕкленет, кăмăл та уçăлать. Татах пурăнма вăй-хал хушăнать. Питĕ ăннă паянхи çамрăксене: вĕсем пысăк та хăтлă шкулсенче вĕренеççĕ. Эпир кун йышши кермен пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Çĕршыв хÿтĕлевçисене ачаран хатĕрлемелле.

*   *   *

СĂМАХ МАЙ

Кăçал Чăваш кадет корпусĕнче 400 ача вĕренĕ. Хĕрсен йышĕ те пĕчĕк мар — 50 çын. Чăваш Енри тĕрлĕ районпа хула ачисем, çавăн пекех Мари Элтан, Удмуртирен, Ставрополь крайĕнчен, Мускав, Киров, Чулхула облаçĕсенчен, Санкт-Петербургран килнĕ çамрăксем пысăк тĕрĕслев витĕр тухса кадет пулса тăнă.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас