- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕлтерĕшĕ пĕрех
Хваттер сутасси-илесси пирки килĕшÿ çырнă чухне мăшăр асăннă ĕçе ирттерме ирĕк пани çинчен нотариус патĕнче çирĕплетнĕ хут кирлĕ. Арăм урăх хулара. Ирĕке вăл пурăнакан вырăнти нотариус патĕнче çырса хута нотариус урлă парса яраять-и вăл?
Н.ПЕТРОВ.
Çапла, пултарать.
Мăшăрăн ирĕкĕ кирлĕ пулса тухсан, урăх хулара пурăнаканскерĕн хваттер вырнаçнă вырăна килмесен те юрать. Вырăнти нотариус патне çеç пымалла. Вăл малтан килĕшÿ хатĕрлеме арăмĕ е упăшки ирĕк панине çирĕплетекен хут çырать, унтан унăн электрон версине йĕркелет, документа кирлĕ пек çирĕплетет те хваттер вырнаçнă хулари нотариус патне ярса парать. Кунти нотариус электрон ирĕке хут çине куçарать. Çакна та палăртмалла: ку документăн копийĕ мар, оригиналĕ пулĕ, мĕншĕн тесен хут çинчи тата электрон документсен пĕлтерĕшĕ пĕрех.
ЧР Нотариат палати.
Комментари хушас