Сак пекех туйăнать те…

27 Çурла, 2018

Хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кÿрес енĕпе Чăваш Енре çине тăрсах ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр ку тĕллевпе 300 млн тенкĕ тăкакланă.
Кăçал та пархатарлă ĕç малалла пырать. Проект Шупашкар хулисĕр пуçне Йĕпреç, Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар, Елчĕк, Тăвай районĕсенче пурнăçланать. Урамсемпе картишсене тирпей-илем кÿме çĕршыв хыснинчен 262,9 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Кану паркĕсене хăтлăлатас тĕллевпе 5 млн тенкĕ уйăрĕç.
2018-2022 çулсенче 1175 картише, 161 общество вырăнне хăтлăх кÿрĕç.
Ку ĕçĕн социаллă пысăк пĕлтерĕшне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртнă: «Хăй пурăнакан картиш сăн-сăпачĕ кашни çынна хумхантарать. Унта çутă-и, йывăç-курăк ÿсет-и, ачасемпе уçăлса çÿреме меллĕ-и, саксем вырнаçтарнă-и, машинăсене чарăнма вырăн пур-и?.. Çак ыйтусене татса панă чух граждансен шухăш-кăмăлне шута илетпĕр».
Ĕç кал-кал пынине кура Шупашкарта Пичет çурчĕ таврашĕнче пурăнакансемпе ĕçлекенсем те хăйсене черет çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Чи малтанах, паллах, çак вырăнта çул урлă каçмалли çукки пăшăрхантарать çынсене. И.Моторин премьер журналистсемпе тĕл пулнă чух Марпосад шосси çинче ĕçе вĕçлесен кунта пуçлама шантарнăччĕ. Хальлĕхе вара «Пичет çурчĕ» чарăнура кирлĕ транспорт кĕтнĕ май павильонра ларса канма та майĕ çукрах — сак вырăнне хăма икĕ татăкĕ кăна кăнтарса тăрать…

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.