- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш çемйинче... патша хĕрĕ çуралнă
Çут тĕнчене пĕчĕк пепке килни — çемье летопиçĕнче çырăнакан чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. «Çĕнĕ кайăка» ят парасси те — хăйне евĕр пулăм. Тĕпренчĕкне пурнăçра телей кÿрекен, унăн шăпине йĕркелекен чи юрăхлă ят шырама хăш-пĕр çемьере ача çураличчен чылай маларах пикенни те вăрттăнлăх мар. Вăл этем шăпине витĕм кÿнине мĕн авалтан ĕненнĕ-çке, çак йăла халăхра паянхи кунчченех упранса юлнă. Çапах та самана улшăннă май çак йăла-йĕрке те раснарах. Калăпăр, хальхи вăхăтра пепкене тĕне кĕртнĕ чухнехи ята вăрттăнлăхра тытас, халăх хуш-шинче урăххипе çÿреттерес йăла çук ĕнтĕ — XVIII ĕмĕртех пăхăнма чарăннă ăна. XXI ĕмĕрте ĕç-пуç тĕлĕшпе мĕнле туртăмсем сисĕнеççĕ-ши? Республикăри районсен ЗАГС пайĕн ĕçченĕсене çак ыйтăва парсан чылайăшĕ: «Хăйне евĕр, хитре илтĕнекеннисене суйлама тăрăшни тата пепке çуралнă кунĕ çветтуйсен менельникĕпе пĕр килнине тишкерни», — тесе хуравларĕ. Паллах, пĕчĕкскере ырăпа палăрнă, сумлă тăванне хисеплесе е тĕнчери, çĕршыври паллă çыннăн ятне паракан та йышлă.
Чăваш Енре юлашки уйăхсенче çуралнă пепкесен ячĕсене тишкернĕ май самай кăсăклисем куç тĕлне пулаççĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче кăна вулакана Шупашкарта пурăнакан Никита Тĕнчепе мăшăрĕ Анастасия çĕртме уйăхĕнче çуралнă «пирĕштине» илемлĕн Аяран тесе чĕннине çырса пĕлтернĕччĕ. Çут тĕнчене тинтерех килнĕ пĕчĕк паттăрсемпе чиперуксен йышĕнче сайра ятлисем нумайăн иккен.
Акă Шупашкарти Ленин районĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче унăн ашшĕпе амăшне Тамерлан çурални çинчен свидетельство панă. Тамерлан «тимĕр арăслан» пĕлтерĕшлĕ. Ывăлĕ халĕ хăюллă, патвар ÿсессе шанаççĕ аслисем.
Ку уйăхра çуралнисене арăсланпа çыхăнтаракансем татах та пулни ăнсăртран мар: гороскоп тăрăх çурлан ытларах кунĕ Зодиак асăннă паллипе çыхăннă. Тĕп хуламăр Шупашкар çуралнă кунĕ умĕн Калинин районĕнче регистрациленĕ пепкесенчен пĕри — Лев. Сăмах май, кăçал ку районта документ илнĕ 1600-мĕш ача вăл, çемьере вара — пĕрремĕш.
Канаш хулинче çак кунсенче 2018 çулта çуралнă 500- мĕш ача çурални çинчен ашшĕ-амăшне хут панă. Иванпа Анна Пахомовсем кил-йышри виççĕмĕш пепкене Эвелина тесе чĕнме йышăннă. Виçĕ хĕрне те телейлĕ шăпа пиллеççĕ аслисем, ячĕсем чиперккесен кăмăлĕпе çыхăнасса шаннине палăртаççĕ.
Халăхра çакнашкал каларăш çÿрет: пĕрремĕш пепкене ашшĕ-амăшĕ халăх валли çуратать, иккĕмĕшне — асламăшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-кукашшĕ валли, виççĕмĕшне вара Турă кун çути паракансене хăйсем валли парнелет. Ахаль калани-и ку, чăнласах çапла-и — Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Маринăпа Алексей Рябченкосен çемйине те чунтан кĕтнĕ çакнашкал телей çитнĕ: çемьене виççĕмĕш хутчен аист вĕçсе килнĕ! Пĕчĕк улăпăн пурнăçĕнчи пĕрремĕш документа Марк тесе çыртарнă. Сăмах май, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче ку яхăнта сайра хуракан ят темиçе те пулнă: Огоньковсен çемйинче Бажена — вăл та çемьере виççĕмĕш пепке — çуралнă, çамрăк амăшĕ Дарья Кириллова хĕр пĕрчи çуралсан Теона чунне çывăххине пĕлтернĕ.
Пĕрремĕш кăлтăрти кулă, пуçламăш утăмсем, чи малтан калакан сăмахсем... Çакă йăлтах Элĕк районĕнчи Артемьевсен çемйине те кĕтет. Вĕсене пирвайхи çитĕнĕвĕсемпе кунран кун савăнтараканĕ — Самина.
Çĕнĕ Шупашкарта, республикăри çамрăк хулара, çемьере йыш хушăннине хула ÿссе тĕрекленнипе çыхăнтараççĕ. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче кунти ЗАГС уйрăмĕнче кăçалхи 900-мĕш пепкене шута илнĕ. Иринăпа Евгений Семеновсем хăйсен виççĕмĕш /республикăра виççĕмĕшпе ун хыççăнхи ачасем йышлăн çуралма тытăнни сисĕнет!/ ачине — чунтан кĕтнĕ йăх тăсакана — янăравлă илтĕнекен Октавиан ят панă. Пĕчĕк «шĕвĕрĕн» аппăшĕсене те илемлĕн чĕнеççĕ: Юлиана, Аурелия. Малалла вулас...
Комментари хушас