"Малашне те хастар пулӑпӑр", - теҫҫӗ Тӑвайсем
Тӑвайри шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр. Кунта халӗ ачасемсӗр тунсӑхлаҫҫӗ, вӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Пӗлӳ ҫуртӗнче вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗпе ачисем пӗрле юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ. Шкул ҫумӗнчи участокра вӗсен тирпей-илем хуҫаланать. Кунта фонтан пӗрӗхет, илемлӗ пусӑ, пӗчӗк ҫил арманӗ, мирлешӳ сакки пур, кӗлчечексем хӗм сапаҫҫӗ. Ку шкулта 635 ача пӗлӳ илет. Пӗрремӗш класа 70 ытла вӗренекене кӗтеҫҫӗ.
"Ырӑ тӗслӗх кӑтартакан шкул. Пур ҫӗрте те таса, тирпейлӗ. Кун пек пӗлӳ ҫурчӗсем ытларах пултӑрччӗ",- терӗ паян Чăваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев шкулпа паллашнӑ май. Пуҫарулӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн, вӗренӳ учрежденийӗн ертӳлӗне, вӗрентекенсене тав турӗ.
Паян ку хутлӑхра Тӑвай районӗн 2018 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулне пӗтӗмлетрӗҫ, социаллă экономика аталанӑвне тишкерчӗҫ, малашнехи плансене палӑртрӗҫ. Тӑвай тӑрӑхӗ йӗркеллӗ аталанса пынине палӑртрӗҫ. Тӗллевсем те пысӑк. Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаçатăн черетлӗ кӑларӑмӗнче.
Комментари хушас