- Чăвашла верси
- Русская версия
Арçынна юрамасть
Арçынсене пĕтнĕк чейĕ ĕçме юрамасть теççĕ. Сăлтавне пĕлесчĕ.
Михаил.
Пĕтнĕк чейĕ – кăмăла уçăлтаракан, апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатакан тутлă шăршăллă шĕвек. Вăл лăпланма, йывăрлăхсем çинчен манма пулăшать. Пĕтнĕк чейĕ хĕрарăмсен чейĕ шутланнăран арçынсем ăна юратсах каймаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл арçынсен гормон шайне чакарать. Хĕрарăмсене вара уйăх хушшине йĕркелеме, климакс вăхăтĕнче кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшать. Пĕтнĕк чейĕ арçынсен юнри тестостерон шайне чакарса ÿт-пĕве лăштăр яма, ар пултарулăхне йăвашлатма пултарать. Çие юлнă хĕрарăмсен те пĕтнĕк чейĕ ĕçмесен аванрах, варта аталанакан ачана витĕм кÿрес хăрушлăх пур, арçын ача пулсан пушшех те.
Комментари хушас