Утас çулу такăр пултăр, «Шуратăл»!
Вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Кăçалхи утă уйăхĕнче "Шуратăл" литпĕрлешÿ 30 çул тултарать. Çак хушăра хамăр утса тухнă çула çаврăнса пăхатăп та, алă усса лар-манни савăнтарать. 30 çул хушшинче "Шуратăл" хастарĕсем хăйсен шучĕпе 100 ытла чăвашла, вырăсла кĕнеке кăларма мехел çитерчĕç. Вĕсене "самиздат" тесе калаймăн, мĕншĕн тесен пурне те ятлă-сумлă çыравçăсем редакциленĕ.
Республика шайĕнчи культура мероприятийĕсем те пирĕн çыравçăсем хутшăнмасăр иртмеççĕ. Кăçал, акă, 2018 çула Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе палăртнине шута хурса, шуратăлçăсен пуçарăвĕпе паллă чăваш писательне, нумай томлă "Ĕмĕр сакки сарлака" роман авторне Н.Ф. Мраньккана чысласа унăн вил тăприйĕ çине çĕнĕ гранит палăк лартма укçа-тенкĕ пухрăмăр. Çĕртме уйăхĕнче, Республика кунĕ тĕлне, палăка Куславккана илсе çитерма палăртатпăр. Çак ĕçе Чăваш Енри писательсемпе культура ĕçченĕсем те хастар хутшăнасса шанас килет. Паллах, Пушкăртстанра пурăннă чăваш çыравçисен Асăну хăмисене уçасси те пирĕн шуратăлçăсемпе чăваш хастарĕсен ĕçĕ пулмалла.
"Шуратăл" литпĕрлешĕвĕн çавра çулĕпе ĕçтешĕмсене пурне те ăшшăн саламлатăп! Эсир малашне те вулакансене тивĕçтерекен хайлавсем çырасса шанатăп. Утас çулăр такăр пултăр, ентешĕмсем!
Николай ИВАНОВ /Микул ИШИМБАЙ/,
Пушкăрт Республикинчи чăваш çыравçисен
«Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн правленийĕн председателĕ,
Фатых Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ
Геннадий ЧЕЛПИР
Чăваш! Мĕн чухлĕн
эсĕ вырăсланнă,
Е тутарланнă, маннă çул-йĕрне.
Чăваш! Мĕн чухлĕн
эсĕ манкуртланнă
Хĕр-ывăлна кĕртсе савман тĕне.
Тавах Турра!
Çавах юлмарăн пилсĕр:
Пур Çĕршыву, янрать тăван чĕлхе!
Юлмарĕ ывăлу мухтавлă кинсĕр,
Сÿнмерĕ чунунта хастар хĕлхем.
Ĕçчен, илемлĕ пикесем çуралĕç,
Ятна сум хушĕç паттăр йĕкĕтсем.
Куллен пуласлăх тÿпинче çуталĕç
Хĕн-хурлăхран тасалнă
çăлтăрсем.
Çут тĕнчене лăпканă чух хĕвел
Чăваш çитерĕ пурăнма мехел.
* * *
Ачалăх! Шух ачалăх,
шăпăрланлăх!
Чупатăн витене йĕвен йăтса,
Хура урхамаха тухан тытса...
Çилпе эс ăмăртмашкăн
паттăрланнă.
Иртме çуках пулас
çав пÿрнинчен —
Ар кăмăлне ÿсме чĕнет хастарлăх.
Пулас лаша —
тихаранах вăл паллă!
Ака тăвать пуш хăмăл анинче.
Тĕллевĕ паллă, акă, мăн каçалăк:
«Ку — чăн арçын!» — тесе
ал парĕ халăх,—
Нумай-и вăхăт иртĕ е сахал.
«Вĕç-хĕрсĕр, анлă
уй-хирпе вĕçтернĕ
Ачалăх яшлăха часах çиттернĕ»,—
Аса илет хисеплĕ шур сухал. Малалла вулас...
Комментари хушас