ЧИР ÇАМРĂКЛАНСАХ ПЫРАТЬ

22 Çу, 2014

Раççейре çулсерен 400 ытла çынна инсульт аптратса ÿкерет. Шел те, вăл çамрăклансах пыни паллă. Паян 30-40 çултисене те тапăннă тĕслĕхсем пур. Çулсем иртсе пынă май вара хăрушлăх та ÿсет. 60-ран иртсен кашни тăваттăмĕш арçыннăн тата кашни пиллĕкмĕш хĕрарăмăн инсульт пулать.

Инсульт мĕнле чир-ха? Вăл çурăлса кайнă юн тымарĕнчи чăмакка /тромб/ е юн пуç миминчи юн куçăмне пăссан пулать. Кислородпа глюкоза çитменнипе пуç мимин клеткисем вилеççĕ, хускану, калаçу е ăс-тăн функцийĕсем пăсăлаççĕ.

Чирĕн пĕтĕм тĕслĕхĕн виççĕ-тăваттăмĕш пайĕ - ишеми инсульчĕ. Çак терминпа тромб юн тымарне хупласа пуç мимин пĕр-пĕр пайне юн пырассине чарса лартнине палăртаççĕ. Тĕпрен илсен, тăха кĕлеткен перифери юн тымарĕсенче йĕркеленет те татăлса юн юхăмĕпе пуç мимине çитет. Унти вĕтĕ тымарсене хуплать, юн куçассине чарса лартать.

Тепĕр тĕрли - геморраги инсульчĕ - чылай сайрарах тĕл пулать. Вăл пуç миминчи юн тымарĕ татăлсан аталанать. Çак юн тымарĕ мимен çиелти сийĕнче вырнаçнă пулсан юхса тухнă юн пуç мимипе купташки хушшине тулать. Пуç мимин шалти тытăмĕнчи тымар татăлсан юн йĕри-таврари тĕртĕмсене тулать. Икĕ тĕслĕхĕн те витĕмĕ пĕрешкелех: нерв клеткисем патне юн пырасси пăсăлать, пухăннă юн пуç мимин тĕртĕмĕсене пусарать.

Ишеми инсультне пуçаракан тромбсем ытларах атеросклероз тăхисене пула хĕсĕннĕ артерисенче йĕркеленеççĕ. Çак тăхасем холестерина куçаракан белоксенчен тăраççĕ. Чĕре япăх ĕçлесен те, аманнине пула пĕр-пĕр юн тымарĕ татăлсан та юн чăмаккисем пулса кайма пултараççĕ. Юн пусăмĕ ÿсекенсен те пуç мимине юн каяс хăрушлăх пысăк. Тепĕр сăлтав: аневризма - юн тымарĕсен килпетсĕр сарăлнă пайĕ - татăлни. Ку та час-часах юн пусăмĕ пысăккипе çыхăннă.

Чир мĕн патне илсе çитерет тата вăл мĕнле палăрать? Пуç мимин пĕчĕк пайĕ сиенленсен йывăр улшăнусемех пулмаççĕ - ал-ура вăйсăрлăхĕ кăна аталанать. Пысăк пайра юн çаврăнăшĕ пăсăлсан шалкăм çапать, çын вилме пултарать. Инсульт тÿссе ирттернĕ çынсен чылайăшĕн кĕлеткен пĕр енĕ е унăн пĕр пайĕ хускалма пăрахать, калаçăвĕ, шăк, кал тухассине йĕркере тытса тăрасси пăсăлаççĕ. Ăс-хакăл пултарулăхĕ те вăйсăрланать.

Инсульт пуçламăшĕ чылай чухне нимĕнле те палăрмасть. Анчах темиçе минутран апатланусăр юлнă пуç мимин клеткисем вилме тытăнаççĕ. Çвăнпа çак чире тÿрех асăрхаса васкавлă пулăшу чĕнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çын чир хыççăн хăвăртрах вăй илесси ăна май килнĕ таран иртерех сиплеме пуçланинчен килет.

Чирĕн яланхи паллисем:

- пуç çаврăнать, кĕлетке, хускану шайлашăвĕ çухалать*

- калаçма йывăрланать*

- кĕлеткен пĕр енĕ çывăрса каять, вăйсăрланать е шалкăм çапать*

- куç хуралса килет, япаласем иккĕленеççĕ е тĕтреленеççĕ*

- пуç тăрук хытă ыратма тытăнать.

Çак паллăсене асăрханă пек туйăнсан çынпа ансат тест ирттерĕр. Енчен те ăна пурнăçласси йывăр пулсан часрах васкавлă пулăшу чĕнĕр, шăнкăравланă чухне инсульт пулма пултарасси пирки асăрхаттарăр.

1. Аптранă çынна шăлсене кăтартса сарлакан кулма ыйтăр. Инсульт чухне кулă яланхи йĕркине çухатать, вăйпа шăл йĕрнĕн курăнать е пĕр еннелле чалăшать.

2. Унтан куçне хупма, аллисене 10 минут çĕклесе тăма ыйтăр, инсульт чухне нумай вăхăт çапла йăтса тăма йывăр. Пĕр алли пачах çĕкленменни вара инсульт пирки асăрхаттарать.

3. Халĕ мĕнле те пулин предложени калама ыйтăр. Тĕслĕхрен: "Паян çанталăк иртенпех лайăх". Инсульт чухне калаçу йĕрки пăсăлать, чирлĕ çын ыйтнине йĕркеллĕ пурнăçлаймасть.

Инсульт аталанасран мĕнле хÿтĕленме пулать-ха? Профилактика сывă пурнăç йĕркин тĕп принципĕсем çинче никĕсленсе тăрать.

l Хăвăрăн артери юн пусăмĕ мĕнлине пĕлсе тата ăна тĕрĕслесех тăрăр.

l Сигарет ан туртăр, туртсан та çак сиенлĕ йăларан хăвăртрах хăтăлма тăрăшăр.

l Апата тăвар май килнĕ таран сахалрах ярăр, вăл нумай консервсемпе çурма фабрикатсене рационран кăларăр.

l Юнри холестерин шайне тăтăшрах тĕрĕслеттерĕр.

l Сывă апатланăвăн тĕп йĕркисене пăхăнăр - пахча çимĕç, улма-çырла ытларах çийĕр, апата сахăр, выльăх çăвĕ ан хушăр.

l Алкоголь ан ĕçĕр. Инсульт аталанас хăрушлăх эрех ĕçнĕ хыççăнхи малтанхи сехетсенче пысăкрах.

l Спортпа туслашăр. Уçăлса çÿрени те, велосипедпа ярăнни те чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсен, çав шутра инсультăн та, хăрушлăхне чакараççĕ.

Хальхи тĕпчевсем пациент инсульт хыççăн специалистсем пулăшнипе май килнĕ таран иртерех хускалма пуçлани ăна хăвăртрах вăй илме витĕм кÿнине çирĕплетеççĕ. Çак каварлă чирпе кĕрешнĕ чухне вăхăтра сиплени кăна мар, витмĕлĕ реабилитаци программисем те пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Сăмах май, республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕнче инсульт тÿссе ирттернĕ пациентсем малтанхи икĕ çулта эмелсĕр сиплевĕн мĕн пур тапхăрĕпе тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Вĕсен сывлăхне лайăхлатма физиотерапи процедурисем, массаж, йĕп терапийĕ, гирудотерапи, психотерапи, сиплев физкультури сеансĕсем ирттереççĕ.

Инсульт хăрушлăхĕ пуррипе çуккине пĕлме кăткăс тĕрĕслевсем ирттермелле мар. Юн пусăмне, холестерин шайне, кĕлетке виçине тĕрĕслесе тăни, йĕркеллĕ апатланни, чĕлĕмрен ютшăнни кăна кирлĕ.

Кăмăл тăвакансем сывлăхне Республикăн сывлăх центрĕнче тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Пĕрле паспорт, медицина страхованийĕн полисĕ, пенси страхованийĕн свидетельстви илмелле. Центр адресĕ: Шупашкар, Çеçпĕл Мишши урамĕ, 24-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 58-05-93* 58-39-05.

 

Республикăн сывлăх центрĕн заведующийĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.