- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă
Куславкка районĕнчи «Родина» хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăна туса илеççĕ. Пĕлсе ĕçлени, рынокра хăйсен вырăнне тупни ĕçченсене тупăш илме, аталанма май парать.
— Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхе темиçе çул каяллах пĕтертĕмĕр. Фермăсем кивелсе çитнĕччĕ. Çĕнĕрен тăвас — хаклă. Ялта ĕçлекенсене тупма йывăр, çамрăксем сахал. Ÿсен-тăранпа ĕçлеме техника çителĕклех, çын та ытлашши кирлĕ мар, — каласа парать Людмила Емельянова ертÿçĕ.
«Родина» ЯХПКна вăл йывăр тапхăрта, 2000 çулта, ертсе пыма тытăннă. Организаци ертÿçĕсĕр юлсан ун вырăнне Людмила Емельянова бухгалтера лартнă. «Пĕр эрнелĕхе чăт ĕнтĕ», — лăплантарнă çамрăк специалиста ял çыннисем. Вăхăтлăх тени вара тăсăлсах пынă: е утçи, е вырма ирттермелле. Хĕрÿ тапхăрта мĕнле пăрахса кайăн? Ĕçлеме, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарнине кура ăна ертÿçе суйланă. «Хуçалăха салатас мар тесе килĕшрĕм. Унтанпа акă çирĕм çул та иртрĕ, — терĕ Людмила Александровна. — Малтанхи тапхăрта йывăрччĕ: пысăк парăмсем пуçа çĕклеме, аталанма памастчĕç. Ăна çĕнĕлле йĕркелеме ятарлă программăна кĕтĕмĕр. Кăçал тинех мĕн пур парăмран хăтăлтăмăр».
Хуçалăхăн усă куракан çĕр 1,5 пин гектар ытла. Унсăр пуçне кăçал тата 586 гектар арендăна илнĕ. Вăл лаптăка вунă çула яхăн сухаламан. Вырăн- вырăнпа йывăç-тĕм пусса илме тытăннă ĕнтĕ. Çурхи ĕçсем вĕçленсен ăна кĕрхи культурăсем акма йĕркене кĕртесшĕн. Кăçал сĕлĕ, урпа, тулă ытларах акасшăн. «Чăн та, тулă йÿнĕпе кайни кăмăла хуçать. Анчах акмасăр та май çук — ял хуçалăхĕнче хаксем таканари шыв пек вылянса тăраççĕ: е çука хăвараççĕ, е тупăш кÿреççĕ. Хальхи вăхăтра управра 560 тонна тулă сутăнмасăр выртать. Иртнĕ çул 300 гектартан 870 тонна тулă пуçтарса кĕртрĕмĕр. Унăн хăй хаклăхĕ 5 тенкĕ те 70 пуса /1 кг/ ларчĕ. Урпа та япăх сутăнать. Шалупа, тĕрлĕ тÿлевпе, кредитпа татăлма укçа кирлех. Чуна хытарсах сутма тивĕ-ши?» — пăшăрханăвне пытармарĕ ертÿçĕ.
Кăçал горчица, рапс, люцерна, вика та самай лаптăк йышăнмалла. Вĕсен вăрлăхне сидерат валли ытларах туянаççĕ- мĕн. Аван сутăнни лаптăка пысăклатма хистет. Хуçалăх «кĕсйине» сĕлĕ те палăрмаллах пуянлатать. «Çĕр улми лартса пăхасшăн мар-и? Вăл хаклăпа сутăнать», — сĕнтĕм ăна. «Ку ĕçе йĕркелесе янă тĕле хак та анса ларĕ. Сăртлă, тăмлă вырăнта пысăк тухăç илесси иккĕлентерет. Икĕ мулкача харăс хăвалакан нимсĕр юлнă тенĕ», — пулчĕ хурав. Малалла вулас...
Комментари хушас