«Ял пурнăçĕ килĕшет»

14 Пуш, 2018

Канаш хулинче канмалли кунсенче «Сĕт çăтмахĕ» ярмăрккă ĕçлени пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ эпир. Унта хула çыннисем экологи тĕлĕшпе таса шутланакан апат-çимĕç туянаççĕ: сĕт, тăпăрчă, услам çу, сыр, хăйма тата ыт. те. Хушма хуçалăхра ĕне выльăх тытакансем, фермер /хресчен/ хуçалăх ертÿçисем вара хăйсем туса илекен апат-çимĕçе сутаççĕ. Сăмахран, Вутапуç ялĕнче пурăнакан Марина Петрова фермер та çавăн пек майпа ĕçлет. Унсăр пуçне саккаспа та. «Паллах, çынна паха апат-çимĕçпе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Унсăрăн епле? Тутлине, усăллине пурте кăмăллаççĕ», — тет Марина Анатольевна.

Петровсен хуçалăхĕнче 13 ĕне выльăх, вĕсенчен 8-ăшĕ — сăвăнаканни. Çавăн пекех сурăхсем те пур. «Фермер ĕçне 2016 çулта йĕркелерĕмĕр, грант тивĕçрĕмĕр. Патшалăх пулăшăвĕпе пресс-подборщик, çу уçламалли хатĕр тата ĕне выльăх туянтăмăр», — малалла сыпăнать сăмах çиппи.

Канашра çуралса ÿснĕ хĕр яла куçса килнишĕн пĕрре те кулянмасть. Хăйĕн ĕçне питĕ юратать вăл. «Ачаранах асаннепе асатте патĕнче çитĕннĕ. Çавна май ĕçе хăнăхнă. Халĕ вара унсăрăн пурăнаймастăп. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ чухне качча кайрăм. Пурăнма вырăн çукран мăшăр ялта çурт туянчĕ. Çапла вара ерипен çурт-йĕр çавăрма, выльăх-чĕрлĕх усрама тытăнтăмăр. Кил-тĕрĕшре аннепе атте, ачасем, кÿршĕ-аршă пулăшаççĕ», — каласа парать хастар хĕрарăм. Ачасем тенĕрен Петровсем хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Ваня вĕренÿре çеç мар, спортра та маттур. Хĕлле йĕлтĕрпе ăмăртать, çулла — хăвăрт утас енĕпе. Ялти, районти ăмăртусенчен пĕрре те юлмасть. Ксюша та пиччĕшне кура çитĕнÿсем тăвать. Вăл музыка шкулне çÿрет.

Юратнă ĕç пурри, мăшăрĕ, ачисем, ашшĕ-амăшĕ çумра пулни, вĕсем ăна пулăшса пыни çамрăк хĕрарăма хавхалантарать, пурăнма хăват парать. «Халĕ çĕнĕ çурт тума пуçларăмăр, — савăнса пĕлтерчĕ Марина. — Ĕçлемелли нумаях та юлмарĕ, часах унта куçăпăр». Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.