Хула-яла кăçал мĕнлерех хăтлăпăр?

6 Нарăс, 2018

Паян ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов тата çумĕ — республикăн тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин Правительство çуртĕнче чи малтан ĕçе кĕртмелли «Хула ăшне хăтласси» проекта 2018 çулта пурнăçлас ыйтупа пресс-конференци ирттерчĕç.

— Проекта малалла тăсăпăр, — терĕ М.Иванов. — Пĕлтĕр унта çак муниципалитет йĕркеленĕвĕсем — Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисем — хутшăнчĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх территорийĕсене хăтлама тĕрлĕ шайри бюджетран 300 млн тенке яхăн тăкакланă. Вĕсене тирпейлеме 2018 çулта та çавăн чухлĕ явăçтарма палăртнă. Кăçал проект тытăмĕ тата конкурса хутшăнмалли йĕрке кăштах улшăнчĕ. Граждансем проекта пурнăçлама хывакан чи пĕчĕк процент виçине Раççей Правительстви йышăну кăларса çирĕплетрĕ. Вăл кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕшĕн пĕрешкел пулать. Иртнĕ çул ăна палăртма хăй тытăмлăх органĕсене ирĕк панă. Кăçал граждансем укçа хывмасан хăйсен территорийĕнче проекта пурнăçлама право çĕнсе илеймеççĕ.

Министр çумĕ — республикăн тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин чи малтан ĕçе кĕртмелли «Хула ăшне хăтласси» проекта пурнăçа кĕртмелли строительствăпа хăтлăхăн проекчĕсене хатĕрлес ĕç еплерех пыни çинчен каласа панă. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсем вĕсене çирĕплетме Чăваш Енĕн тĕп архитекторĕ патне тăратаççĕ.

— Чылайăшĕн пахалăхĕ начар, çавăнпа лайăхлатма тавăрса патăмăр, — пĕлтерчĕ А.Шевлягин.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе пурнăçа кĕртекен асăннă проекта кăçал та графикпа килĕшÿллĕн ĕçе кĕртме тĕллевленĕ. Паянхи кун тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем документсем хатĕрлеççĕ, ытти ыйтăва татса параççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи мероприятисене пĕлтĕрхинчен маларах пурнăçлама май пуррине палăртрĕ министр çумĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас