- Чăвашла верси
- Русская версия
Тюменьрен салам илсе килнĕ
Тюмень чăвашĕсем Сурхурие юрласа-ташласа, юмăç пăхса ирттерни çинчен вырăнти телекуравпа та кăтартнă, хаçатра та çырнă. Тăван халăхăн йăли-йĕрки ытти наци çыннисемшĕн те кăсăклă пулни пĕрре те иккĕлентермест. Çак уява «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тусĕ Роза Степанова юрăç та хутшăннă. Вăл чăваш чĕлхине манман йăхташăмăрсенчен пысăк салам илсе килнĕ.
«Паян тĕрлĕ районти чăвашсем пĕр çĕре пуçтарăннăран кăмăл лайăх. Çамрăксем килни питĕ савăнтарать. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ. Çамрăк ăру музыка инструменчĕ калама пĕлет. «Манăн шăпăрçă пулас килет», — калаçу пуçарчĕ манпа пĕр ача. Халĕ ăна валли ятарласах вĕрентекен шыратпăр.
Кунти чăвашсем туслă пурăнаççĕ. Уява хатĕрленнĕ май çĕнĕ юрă-ташă вĕренеççĕ, сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрлеççĕ», — сăмах илнĕ Тюменьри «Тăван» ассоциаци ертÿçи Ираида Маслова.
Тюмень облаçĕн Правительствин национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн тĕп специалисчĕ Вильдан Якупов «Тăван» ассоциаци членĕсемпе пĕрле ялсенче, хуласенче чăваш уявĕсене йĕркелени пирки каласа кăтартнă. «Пĕлтĕр Акатуй, Кĕр сăри çинчен ытларах пĕлме пуçларăм. Акă халĕ Сурхури мĕнешкел савăнăçлă иртет. Эпир тĕрлĕ халăхăн культурине сыхласа хăвармашкăн тăрăшатпăр, май килнĕ таран вĕсене пулăшатпăр. Мероприяти ирттерме автобус е пÿлĕм кирлĕ-и — тархасшăн. Чăвашсем çав тери хастар, ырă кăмăллă, йăх-несĕлĕн йăли-йĕркине упраса пурăнаççĕ. Эпир Чăваш Республикинчен килсе çÿрекен хăнасене яланах хапăл. Малашне те çулăр такăр пултăр», — тенĕ вăл.
«Чăвашсемпе тĕл пулсан çуралнă яла кайса килнĕнех туйăнать. Тăван халăх юрри-кĕввине манас марччĕ», — «Йăмра» тата «Тантăш» ансамбльсен хĕрĕсемпе те калаçу пуçарнă Роза Степанова. Малалла вулас...
Комментари хушас