Çынна ĕç мухтава кăларать
Çакна «Новый путь» хуçалăхра вăй хуракансем аван пĕлеççĕ
«Пирĕн Иван Николаевич — пултаруллă та анлă тавра курăмлă ертÿçĕ. Ăна ăста шахматистпа — кÿлепесене питĕ пĕлсе куçарма пĕлекенскерпе — танлаштарас килет. Ят-сумлă çын вăл, мĕн тусан мĕн пулассине малтанах пĕлсе-туйса тăрать. «Алăкран кăларса ярсан чÿречерен кĕме пултармалла», — вĕрентет пире ертÿçĕ тĕллеве пурнăçа кĕртмеллине палăртса. Хăйĕнчен те, пирĕнтен те çирĕп ыйтать», — теççĕ Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев пирки унта ĕçлекенсем.
Чи лайăххисен шутĕнче
Иван Игнатьев 17 çул каялла — 2000 çулхи раштав уйăхĕнче — панкрута тухас патне çитнĕ хуçалăха ертсе пыма килĕшнĕ. ЯХПК валли «Новый путь» ят суйласа пĕрре те йăнăшман. Тăрăшуллă председатель, маларах зоотехник, тĕп ветврач пулнăскер, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче 3 çул ытла ĕçленĕскер, хуçалăха аталанăвăн çĕнĕ çулĕ çине кăларма пултарнă. Малтанлăха, чăн та, тĕрлĕ йывăрлăха чăтса-тÿссе ирттерме тивнĕ. Çапах тăван çĕре юратни, пĕрмаях малалла ăнтăлни Иван Николаевича çав чăрмавсене çĕнтерме пулăшнă. Хуçалăхра вăй хуракансен те ĕçлес туртăмĕ вăйлансах пынă: вĕсене шалу вăхăтра пама тытăннă-çке. 2017 çул кăтартăвĕсемпе пĕр çын пуçне тивекен вăтам ĕç укçи 24718 тенкĕпе танлашнă /пĕлтĕрхи тапхăр тĕлĕшпе 136%/.
Иван Игнатьев бизнеса аталантармашкăн яланах çĕнĕ çулсем шырать, ял хуçалăх ăслăлăхĕн çитĕнĕвĕсемпе паллашса вĕсемпе ĕçре усă курма тăрăшать. Çавăнпах «Новый путь» районти çеç мар, республикăри чи лайăх хуçалăхсен йышне кĕрет. Акă пĕлтĕр çак хуçалăхра кашни ĕнерен 8088 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку — республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри. «Агро-100» клуб рей¬тингĕнче те вырăнсене аванлатсах пырать кооператив: 2015 çул кăтартăвĕсемпе вăл 15-мĕш пулнă, 2016 çулхипе — 8-мĕш. Республикăри «Чăваш Енри 2017 çулхи чи лайăх предприниматель» конкурсра çак хуçалăх «Чи лайăх ял хуçалăх таварне туса илекен» номинацире çĕнтернĕ. ЯХПК ăнăçлă ĕçлесе пынине Иван Игнатьевăн ĕç пÿлĕмĕнче çакăнса тăракан Тав çырăвĕсем, медальсем, дипломсем те çирĕплетеççĕ. Паллах, кунта председателĕн тÿпи çав тери пысăк. Иван Николаевича 2008 çулта «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
Элĕк районĕнче туса илекен аш-какайăн 82 тата сĕтĕн 80 проценчĕ — шăпах «Новый путь» ЯХПК тÿпи. Унта пăру илесси те, мăйракаллă шултра выльăхпа сыснасем ÿт хушасси те çулсеренех пысăкланса пыраççĕ. Сăмах май, Элĕк районĕнче çак хуçалăх çеç сысна ĕрчетет. «Новый путь» — ăратлă мăйракаллă шултра выльăх репродукторĕ, çавăнпа кунта ăратлă пăрупа ĕне туянма тĕрлĕ çĕртен килеççĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх кооперативĕнче мăйракаллă шултра выльăх 1372 пуç, çав шутран 420-ĕшĕ — сăвакан ĕнесем. Сăваканнисен шутне татах ÿстересшĕн, 450 пуçа çите-ресшĕн. Выльăх апатне хуçалăхра вăй хуракансем хатĕрлеççĕ: сенажлăх куккурус тата симĕс апат туса илеççĕ, пĕр тата нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăсене 660 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç гектартан 33,7 центнер тухнă. Ăнса пулнă тыр-пула, ыттине пухса кĕртме хальхи йышши техника пулăшать. ЯХПК техника паркне çулсеренех пуянлатса пырать.
Çулсеренех — çĕнĕ объектсем
Хăйне ертÿçĕ тилхепине шанса парсанах Иван Игнатьев объектсене юсама тата çĕннисене хăпартма, инфратытăма лайăхлатма, территорисене хăтлăх кĕртме тытăннă. Халĕ пур çĕрте те йĕрке тата тирпей-илем хуçаланать. Хуçалăхăн паянхи кун 3 ĕне ферми тата 1 сысна ферми, вĕсем патне пыракан çулсене бетонпа /асфальтпа/ витнĕ. Çулла вĕсен территорийĕсенче чечексем куçа илĕртеççĕ. «Пирĕн фермăсене çумăрлă çанталăкра та туфлипе кĕрсе тухма пулать, ниçта та нимĕн вараланмасть. Унта ĕçлекенсем те, эпир те кăмăллă», — каласа кă¬тартрĕ хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Ольга Дубинина.
Объектсем тенĕрен, кооператив 2017 çулта хăйĕн укçи-тенкипех пăру вити /100 пуçлăх/, ĕнесем валли пăруламалли уйрăм /50 пуçлăх/, тырă сортлакан комплекспа тăррине витнĕ йĕтем, утă-улăм упрамалли вырăн тата механизаторсен çуртне туса хута янă. Çĕнĕ витесенче те, маларах хăпартнисенче те пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, çавăнпа алăпа пурнăçламалли чаксах пырать: тислĕке транспортер кăларать, апата ятарлă техникăпа параççĕ. Ĕне сăвакан витесенче сĕте çын алли перĕнмест — вăл сĕт пăрăхĕ тăрăх тÿрех холодильнике çитет.
«Пире механизаторсем кирлĕ. Вĕсене илĕртес тата кăштах та пулин пулăшас тесе пĕлтĕр механизаторсен çуртне хута ятăмăр. Халĕ унта пĕр çын пурăнать, тепĕр икĕ вырăн пушă. Ĕç укçи пысăккине шута илсе тата пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернине кура пирĕн хуçалăха механизаторсем килессе шанатпăр», — терĕ кооператив экономисчĕ Светлана Ильина.
Пурăнмалли кĕтес çуккисене çуртпа та тивĕçтерме пултараççĕ кунта. Акă çемьеллĕ пĕр тракториста, амăшĕ патĕнче пурăнаканскере, хуçалăх ялтах çурт туянса панă. Унпа 15 çуллăх килĕшÿ тунă, тăрăшса ĕçлекенскерĕн парăма çак тапхăрта татмалла. Çапла, кооператив ертÿлĕхĕ кунта вăй хуракансен ĕç условийĕсене лайăхлатсах пыма тăрăшать, пурнăçри ытти ыйтăва та татма пулăшать. Çакна шута илсех ĕнтĕ тахçан Мускава е ытти пысăк хулана ĕçлеме çÿренĕ çамрăксем ял хуçалăх тытăмне вырнаçаççĕ. «Новый путь» хуçалăхра ун пеккисем темиçен те.
Яла таврăннăшăн ÿкĕнмеççĕ
Анатри Юлăшри сĕт-тавар комплексĕн пуçлăхĕ Александр Орлов та çартан таврăнсан Шупашкарти заводра ĕçленĕ, каярахпа амăшне пăхмалла тесе тăван яла куçса килнĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче агронома вĕреннĕскер «Новый путь» хуçалăха вырнаçнă. Вăл 15-мĕш çул ĕнтĕ ферма заведующийĕнче тăрăшать. Ял хĕрне качча илнĕ, вĕсем 3 ача ÿстереççĕ. Ÿркенменскерсем килĕнче 3 ĕне усраççĕ.
«Анатри Юлăшри комплекс пысăках мар, анчах унăн кăтартăвĕсем лайăх. Унти коллектив питĕ туслă, пĕтĕм ĕçе пĕрле пурнăçлаççĕ. Александр Орлов хăй ырă тĕслĕх кăтартать. Ахальтен мар вĕсем хамăр хуçалăхри тата районти ăмăртусенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пĕлтĕр те районта сĕт суса илес енĕпе 1-мĕш пулчĕç. Ольга Павлова доярка чи лайăххин ятне тивĕçрĕ», — пĕлтерчĕ Ольга Дубинина. Çапла, çынна ĕç мухтава кăларать, çакна хуçалăхра тăрăшакансем аван пĕлеççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас