Чĕнтĕрлĕ карталлă музей

15 Кăрлач, 2018

Редакци пÿлĕмне алăкран сăпайлăн кăна шаккаса кĕчĕ вăл. Хăйĕнпе паллаштарнă май «Чăваш хĕрарăмĕ» паллă çынсем çинчен хатĕрлекен страницăсенчен пĕринче, Никита Бичурин çинчен материал пичетленнинче, вулакансен хушшинче ирттерекен викторина ыйтăвне чи малтан хуравлаканĕ пулни, тинех вăхăт тупса парне патне килни çинчен пĕлтерчĕ. Çапла, Татьяна Викторова, Красноармейски районĕнчи Яманакра пурăнаканскер, паллă ентешĕмĕре ăçта пытарни çинчен тĕп-тĕрĕс пĕлтернĕччĕ. Çĕнтерÿçĕпе куçа-куçăн курнăçма ытла та кăмăллă — сăмах çине сăмах. Татьяна Анатольевна пирĕн хаçата мĕн тухма пуçланăранпах, çирĕм çул ытла ĕнтĕ, çырăнса илет иккен. Эппин, чи шанчăклă тусăмăрсенчен пĕри вăл. Мĕнпе тыткăнлать вулакана «Чăваш хĕрарăмĕ», çитменлĕхĕ пур-и — çыхăнăва самантлăха та татманнисенчен уçăмлăнрах кам каласа кăтартĕ?

Шалтайкинпа пĕрешкел

— Хаçат вуласси маншăн — чăн-чăн чун киленĕçĕ. Мăшăрăм та пичет кăларăмĕсене тишкермесĕр пурăнаймасть. Ку е вăл кăларăма тухнă кун кÿрсе памасан иксĕмĕр те темĕн çитменнипе пÿртре каллĕ-маллĕ утатпăр. Район хаçатне çырăнмасăр юлман, «Чăваш хĕрарăмне» алран ямастпăр, центрта тухса тăракан пĕр-пĕр хаçата та кашни çур çултах илсе тăратпăр. Почтальона каласа култаратăп хушăран: «Эпир Александр Артемьевăн «Салампийĕнчи» Шалтайкин пекех — хаçата ятĕнчен пуçласа типографи кăтартăвĕсем таран вуламасăр та алăран вĕçертместпĕр». Эпир вĕт хальхи çамрăксем пек интернет тыткăнне лекнĕ çынсем мар, урăхларах ăру. Пичет сăррин шăрши сирĕлмен массăллă информаци хатĕрĕ пирĕншĕн — хыпарсен чи шанчăклă çăл куçĕ. Унтах — кулленхи пурнăçра кирлĕ канашсем, йăла-йĕрке, пултаруллă çынсем çинчен çырнă очерксем, тĕнче философийĕ... — темĕн те пур! «Чăваш хĕрарăмĕ» çинчен уйрăммăн калас тăк вăл вулакана статья-материал тĕрлĕ енлĕхĕпе хăйĕн патне туртать, — палăртрĕ шухăшне хăна.

 

авнашкал тематикăпа çыхăннă материалсем чунне çывăх: чылай вăхăт шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕнче тимленĕ вăл. Уроксенче усă курма меллĕ материалсене касса илсе уйрăм папкăна хунă. Çапла «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат та паха хушма материала çаврăннă.

Калаçнă майăн Татьяна Анатольевна тăван культурăна хаклакан, халăх сăмахлăхĕпе калаçура вырăнлă та тăтăш усă куракан çын пулни ытларах та ытларах сисĕнчĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕскер тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕн профессине ыт ахальтен суйламанах вăл. Чăн та, педагогсем йăх-несĕлĕнче унран маларах та пулнă. Ашшĕ Анатолий Игнатьевич, аслашшĕ Игнатий Федорович — ятлă-сумлă математиксем.

Пурнăçпа çыхăннă уроксем

— Яманакри шкулта ĕçлеме пуçласан /хăйĕн тăван ялĕ — Çеçмер. — Авт./ этнографи музейĕ йĕркелес шухăш пуçа пырса кĕчĕ. Çак йÿтĕмпе вĕренекенсемпе 1985 çултах наци çи-пуçне, ĕç хатĕрĕсене, тĕрри-эрешне пухма тытăнтăмăр. Сăмах май, çавнашкал ĕç-пуçа ачасем питĕ юрататчĕç. Çирĕклĕ, Ешкилт, Яманак ялĕсенче çитмен кил юлмарĕ пулĕ. Ас тăватăп, пĕррехинче хĕлле ачасем пир станокĕ — тĕрĕс-тĕкелех хăй! — йăтса килчĕç. Урамра сивĕччĕ, шăнса кайнă хăйсем — епле хĕпĕртемĕн вĕсем тăрăшнине курса? Çапла вĕсене пула хам та пушшех хавхаланса кайрăм. Мăшăрăм Михаил Самуилович — ăста столяр, пулас музей валли кĕтес пÿлме унран пулăшу ыйтрăм. Чĕнтĕрлĕ лутра кăна карта тытрĕ вăл. Çапла пирĕн шкулти «Чăваш тĕнчи» илемленсех пычĕ. Ачасем тăван ен культурин урокĕсене çав тери кĕтетчĕç. Тĕрĕссипе, хăйне евĕр предмет вăл. Ачасене кĕнекери материалпа «типпĕн» паллаштарас тăк никам та кăсăкланса итлемест. Пурнăçпа çыхăнтарсанах вара вĕренекенсен куçĕ «чĕрĕлет». Пĕррехинче кĕнчеле илсе килтĕм те урокрах арласа кăтартрăм: ачасем тĕлĕнсе тинкерни халĕ те куç умĕнчех, — педагогăн йăлана кĕмен меслетсемпе ĕçлес пултарулăхĕ анлă пулни палăрать Татьяна Анатольевна каласа кăтартнинчен. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.