Китайра хăйне зоопаркри упăте пек туйнă

11 Кăрлач, 2018

«Эпир çук çĕрте лайăх», — çапла шухăшланă та Антон Безлюдный 17 çултах Аргентинăна вĕçнĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕскере мĕн пĕчĕкренех ют çĕршывсемпе чĕлхесем кăсăклантарнă, чикĕ леш енчи пурнăç илĕртнĕ яша. Аякри тăрăха вăл кирек епле çĕршывра та ĕçе вырнаçма май паракан диплома алла илес тĕллевпе ятарлă вĕрентÿ программипе çул тытнă. Тÿлевсĕрех пĕлÿ илме май пурри те илĕртнĕ ăна. Аргентинăра Антон испан чĕлхине ăса хывнă, ахаль шкултах вĕреннĕ. Вырăнти халăхăн тавра курăмĕ уйрăлса тăни ăна çур çултан тăван тăрăха таврăнма хистенĕ. «Эпĕ яланах малалла утма, аталанма ăнтăлатăп. Аттепе анне малтан шухăша хирĕçлерĕç, анчах манăн кăмăл çавăн йышши: эпĕ çине тăма юрататăп. Вĕсем хăнăхса çитрĕç ĕнтĕ çакна. Инçе çула тухасси хăратрĕ пулин те пуçăма усмарăм. Шиклĕхе çĕнес туртăм хавхалантарчĕ», — паллаштарчĕ пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсемпе каччă.

Ĕçе — уява кайнă пекех

Антон акăлчан чĕлхине ача садĕнчех ăса хывма пуçланă, кайран çак чĕлхене тарăнрах вĕрентекен Шупашкарти 4-мĕш гимназире пĕлÿ пухнă. Хăй тĕллĕн акăлчанла кĕнекесем вуланă, фильмсем пăхнă, Аргентинăна каяс умĕн испан чĕлхи не те вĕренме хăтланнă. «Туртăм пулни те çитĕнÿ тума çителĕклĕ», — терĕ Антон. Аякри тăрăхра яш хăйне тăрук аслăрах туйма, тĕнчене урăх куçпа пăхма тытăннă.

Уйăх каялла ларма-тăма пĕлмен чăваш каччи хĕвел тухăç çĕршывне çитнĕ. Халь вăл Китайри Шэньчжэнь хулинче шкул çулне çитмен ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.