- Чăвашла верси
- Русская версия
Вите ан пушантăр
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев раштавăн 23-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче кил хуçалăхĕсенчен сĕт пухассипе, унăн пахалăхĕпе тата сутлăх хакĕпе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ.
Сутлăх сĕт хакĕ
Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, кил хуçалăхĕсенчен сĕт пуçтаракан, ăна тирпейлекен предприятисен представителĕсем хутшăнчĕç. С.Артамонов пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче республикăри мĕн пур хуçалăхсенче — 403,8 пин, çав шутра кил хуçалăхĕсенче 260,7 пин тонна /пĕтĕм калăпăшăн 64,6%/ сĕт суса илнĕ. 2017 çулхи кĕркунне-хĕлле çĕршывра, вăл шутра федерацин Атăлçи округĕнче унăн сутлăх хакĕ пĕлтĕрхи-виçĕм çулхинчен пĕчĕкрех. Райадминистрацисем Ял хуçалăх министерствине хыпарланă тăрăх — раштавăн 22-мĕшĕ тĕлне кашни литр сĕтшĕн кил хуçалăхĕсене вăтамран 18 тенкĕ те 90 пус — çулталăк каяллахинчен 3 тенкĕ /13,7%/ сахалрах — тÿленĕ. Продукци пухакансем иртнĕ эрнере республикипе хака — 60 пус, уйрăммăн илсен Красноармейски районĕнче — 2, Элĕк, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш районĕсенче — 1-ер тенкĕ, Комсомольскипе Шăмăршă районĕсенче 50-шар пус чакарнă.
Раççей Ял хуçалăх министерствин
мониторингĕ Чăваш Енри ял хуçалăх
организацийĕсене кашни литр сĕте вă-
тамран 22 тенкĕ те 11 пуспа — çулталăк
каяллахинчен 14,7% йÿнĕрех хакпа —
йышăннине, федерацин Атăлçи округĕ-
нче ку 8-мĕш кăтарту пулнине палăр-
тнă. Самар, Ульяновск, Пенза, Орен-
бург облаçĕсенче, Мари Элта сутлăх
хак пирĕннинчен пĕчĕкрех.
— Ялта пурăнакансенчен пысăк
пайĕн ĕç вырăнĕ — кил хуçалăхĕ, — терĕ
Ю.Васильев. — Вăл çемьесене укçа са-
маях ĕçлесе илме май парать. Пĕрисем
темиçе ĕне, теприсем пĕрер усраççĕ,
ытлашши сĕте сутса тупăш тăваççĕ.
Продукци пуçтаракансем иртнĕ эрне-
ре уншăн сахалрах тÿлеме пуçлани ĕне
усракансене питĕ пăшăрхантарать. Кун
пекки нихăш çул та пулман.
Сутлăх хак раштав уйăхĕнчех чакни
республика Пуçлăхĕпе Министрсен Ка-
бинетне тивĕçлĕ утăмсем тума хисте-
нине палăртрĕ канашлăва ертсе пы-
ракан. Ăна çитес уйăхсенче 18 тенкĕ
те 90 пус шайĕнчен антармасăр тыт-
са тăма сĕнчĕ.
Ял хуçалăх министерствин «Агро-
Инновацисем» предприятийĕ пĕлтернĕ
тăрăх — раштавăн 21-мĕшĕ тĕлне ре-
спубликăри тирпейлекен предприяти-
сем 1-мĕш сортлă сивĕтнĕ сĕтĕн каш-
ни литрне 22 тенкĕ те 11 пуспа — çул-
талăк каяллахинчен 14,7% йÿнĕрех хак-
па — йышăннă. Уйрăммăн илсен иртнĕ
эрнере «Ядринмолоко», «Аккондмоло-
ко», «Молочное Дело — Ивня», «Вур-
нары Завод СОМ» обществăсем са-
халрах тÿлеме пуçланă. Ял хуçалăх
организацийĕсен ертÿçисем сăлтав-
не ăнланма пултараймаççĕ. Заводсем
кĕркунне-хĕлле сĕт ытларах ыйтнине,
уншăн лайăхрах тÿленине шута илсе
кăçалхи 11 уйăхра ăна 3,7% нумайрах
туса илсе савăнтарчĕç. С.Артамонов
ăна çĕршывра халех йÿнетнине чикĕ
леш енчен кăçал пĕлтĕрхинчен Раççее
типĕтнĕ сĕт — 15%, услам çу 22% ну-
майрах илсе килнипе ăнлантарчĕ.
Кашни килограмм типĕтнĕ сĕтĕн курт-
тăммăн сутмалли хакне — 130, услам
çăвăнне 260 тенкĕ таран чакарнă. Кун-
сăр пуçне кăçал çĕршывра типĕтнĕ
сĕтпе услам çăвăн интервенцине ирт-
термен, вĕсене Раççейĕн патшалăх ре-
зервне хывман. Кил хуçалăхĕсенчен
пуçтаракан сĕтĕн сутлăх хакне хальхи
вăхăтра 18-19 тенкĕ шайĕнче çеç тыт-
са тăни республика тулашĕнчи тир-
пейлекен предприятисем тупăш илес-
сишĕн хака ятарласа хăпартманнипе
те çыхăннă.
Нумай кил хуçалăхĕнче туса илекен
сĕт пахалăхĕ çав-çавах пĕчĕк. ЧР Пат-
шалăх ветеринари службин ял çынни-
сене лайăх продукци сутма пулăшмал-
ла. Вăл иртнĕ çулсенче сĕте тĕрĕсле-
се, паха продукци сутма вĕрент-
се хăйĕн тивĕçне аван пурнăçларĕ.
«Юлашки вăхăтра ĕçе вăйсăрлатрĕ.
Ăна çĕнĕрен йĕркелесе ямалла», —
терĕ Ю.Васильев. Сутлăх хака чакарнă
районсен администрацийĕсене крити-
клерĕ. «Ытлашши сĕте сутакан çемье-
сене кÿрентерме ан парăр. Хаксем-
пе куллен кăсăкланăр, вĕсене респу-
бликăн вăтам шайĕнче тытса тăрас-
сишĕн тăрăшăр», — терĕ. Çавăн пекех
вăл районсемпе ял тăрăхĕсен админи-
страцийĕсене, сĕт пахалăхĕшĕн ява-
плă ветеринари службине, тĕрĕслев-
надзор органне кил хуçалăхĕсенчен
пуçтаракан продукцин сутлăх хакне пĕр
шайра тытса тăрас тĕллевпе тивĕçлĕ
ĕçсем пурнăçлама хушрĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас