- Чăвашла верси
- Русская версия
Пурнăç уттинчен юлмаççĕ
Николай Толстовпа Етĕрне районĕнчи Советски салинчи почта уйрăмĕнче паллашма тÿр килчĕ. Вăл, çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланаканскер, почтальон киле пыра са кĕтмест, меллĕ вырнаçса çакăнтах хаçат вулать. Ку çеç те мар, ентешĕсене, пурнăç уттипе тан пыччăр тесе, тĕрлĕ кăларăм çырăнса парать.
Ветерансен вырăнти канашне нумай çул ертсе пынă вăл. Тивĕçлĕ канурисене çавра çулпа саламланă май хăех парне хатĕрленĕ.«Çемьере пилĕк ачаран эпĕ асли пулнă, кĕçĕнреххисем çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Раиса Николаевнăпа, тăваттăмĕш арăмпа, 1993 çултанпа пĕрле пурăнатпăр. Пире иксĕмĕре те ача-пăчаллă пулма пÿрмен.
Кашни куна зарядкăран пуçлатăп. Йĕлтĕрпе тухса кĕни — чун киленĕçĕ. Ыттисене те хампа пĕрле ярăнма чĕнетĕп. Кăçал та кĕçех йĕлтĕр сырăп. Иртнĕ эрнере 25 кролик пусрăмăр. Какая сивĕтмĕше хутăмăр», — каласа кăтартать Николай Порфирьевич. Вĕсем качака та, чăх-чĕп те усраççĕ. 92-ри çемье пуçĕпе 87-ри кил хуçи арăмĕ çĕнĕ йышши технологисене алла илнĕ. Акă нумаях пулмасть Николай Порфирьевич Раиса Николаевнăна çуралнă кун ячĕпе миксер парнеленĕ. Вăл хĕрарăма тутлă апат хатĕрлеме пулăшĕ. Сĕтел çине 3 тĕрлĕ карас телефонĕ кăларса хунă: кирек хăшĕнпе калаçма пулать. Ватăсем апата микрохумлă кăмакара ăшăтса çиеççĕ. Кĕпе çумалли автомат машинăпа усă курма вĕренсе çитнĕ.
Тавçăрулăхĕпе палăрнă Мăн Явăшра çуралнă Николай Толстова пĕчĕккĕллех ĕçе явăçтарнă. Килте икĕ ĕне усранă та ачана ирех вăратса выльăх пăхма янă. Çаврăнăçуллăскерне шкулта вĕреннĕ чухнех бригадира çирĕплетнĕ. «Кăçал ĕç кунĕ пулмасть ĕнтĕ», — тырă выракансем пăшăрханса калаçни унăн хăлхине те кĕнĕ. Çамрăк пулин те тавçăрулăхĕпе палăрнă вăл.
Çавăнпах ĕç майне тÿрех ăнкарса илнĕ. Паллах, ун чухне никама та кÿрентермен. Аслашшĕнчен пушмак юсама вĕреннĕ вăл. Хăй вăхăтĕнче тапăчки те çĕленĕ, çăпата та хуçнă.
1943 çулта Николай Толстова хĕсмете илнĕ. «Пирĕн, салтак атти тăхăннисен, анăçри хĕрÿ çапăçусене хутшăнас килетчĕ. Анчах пире пуйăспа Хабаровска лартса ячĕç», — калаçăва тăсать арçын. Унта та лăпкă пулман паллах. Разведкăри кашни саманта ас тăвать вăл. Чукун çул çинчи лару-тăрăва та йĕркелесе-сăнаса тăнă салтаксем.
1950 çулта тăван тăрăха чĕрĕсывă таврăннă Етĕрне каччи. Клуб пуçлăхĕнче те, райкомра та, училищĕре вĕрентекенре те ĕçленĕ вăл.
Раиса Николаевна хăйĕн пĕр çĕклем ал ĕçĕсене саркаласа кăтартать. Акă темиçе тĕрлĕ çиппе диван витти çыхнă вăл. Халĕ çекĕлпех çÿçеллĕ тутăр пуçласа хунă.
«Пирĕн çемьене çаратнă та, кил-çурта çунтарса яма та тăнă. Çити-çитми пурăннăран капăр çÿреймен. Хитре кĕпеллĕ хĕрсем ярмăрккăна кайнине карта хушăкĕнчен пăхса юлаттăм. Хамăрăн урамри пĕр каччă куç хывнăччĕ-ха мана. Анчах унпа тĕл пулса калаçма вăхăт пулман. Ватта юлнине сиссе те юлаймарăм», — аса илÿре çамрăклăха таврăнать Муркаш хĕрарăмĕ. Уçă саслăскерне Шупашкара халăх хорне чĕннĕ. Çыпăçуллă тумтир пулманранах килĕшмен вăл.
Комментари хушас