Хамăрăн кĕтес пурри — пысăк телей

15 Раштав, 2017

«Кунта пирĕн пÿлĕм пулать. Унта — аттепе аннен…» — Ласточкинсен ачисен савăнăçĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Пÿлĕмрен пÿлĕме çÿресе вĕсем çĕнĕ хваттер мĕнле илемлĕ пуласси пирки пĕрне-пĕри пÿлсех ăнлантараççĕ…

Ольгăпа Александр Ласточкинсем Хевеш урамĕнчи çуртри хваттер уççине юпа уйăхĕнче çеç илнĕ-ха. Халь хĕрсех юсав ĕçне пикеннĕ. «Патшалăх пулăшман пулсан эпир виçĕ пÿлĕмлĕ çак хваттере туянайман та пулăттăмăр. Пирĕн виçĕ ача. Вĕсем кунран-кун ÿссех пыраççĕ, çак йышпа пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнма тăвăртарах», — тет Ольга Николаевна.

Çемье кăçал федерацин «Çурт-йĕр» программин «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программине хутшăнса пурăнмалли условисене лайăхлатма 900 пин ытла тенкĕ социаллă тÿлев илнĕ. «Черетре виçĕ çул тăтăмăр. Малтанах черет çитессе шанманччĕ. Кĕтсе илтĕмĕр. Пысăк пулăшушăн патшалăха тав тăватпăр халĕ. Хамăрăн кĕтес пурри, тем тесен те, пысăк телей», — калаçăва хутшăнчĕ çемье пуçĕ Александр Петрович. Сăмах май, кил хуçи хваттерти юсав ĕçĕсене те хăйех пурнăçлать.

Максим АНДРЕЕВ, Шупашкар хулин Ленин районĕн администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

Кăçал Ленин районĕнче пурăнакан 21 çемьене федерацин «Çурт-йĕр» программин «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программипе килĕшÿллĕн социаллă тÿлев сертификатне панă. Хальхи вăхăт тĕлне 20-шĕ 18,5 миллион тенкĕлĕх хваттер туяннă. Çитес вăхăтра тепĕр çемье суту-илÿ килĕшĕвне туса пĕтерет. Çум программăна хутшăнса çамрăк çемьесене хваттер е çурт хакĕн 35 проценчĕ чухлĕ каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕпе тивĕçтереççĕ.

Теги: 

Комментари хушас