«Ашак пек ĕçлесе ĕмĕр иртрĕ»

29 Чÿк, 2017

«Эпир ĕçлесчĕ тесех ĕçленĕ. Халĕ те ĕçлемесĕр пурăнаймастăп. Ун пек хăнăхман та… Ĕç пурнăçа тытса тăрать», — тет Красноармейскинче пурăнакан Зоя Аркадьева. Вăл Первомайски урамĕнче вырнаçнă çуртне ирхине пиллĕкре тухса каять те хваттерне каçхине кăна таврăнать. Сакăр теçетке çула хыçа хăварнă Зоя Аркадьевна килти хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх тытать, пахча çимĕç ÿстерет.

«Хваттерте мĕн туса ларас? Ĕçне тăватăн та чун савăнать. Манăн хирте те çĕр пайĕ пур, унта люцерна акрăм. Сакăр сурăх, чăхсемпе бройлерсем усратăп. Икĕ-виçĕ çул каялла ĕне те пурччĕ, сысна та тытнă. Икшер сысна ами çăвăрлаттараттăм. Каçсерен телевизор умĕнче те ахаль лараймастăп. Ачасемпе мăнукăмсем валли алсиш, нуски çыхатăп. Маларах тĕрлеттĕм те», — çапла пуçларĕ калаçăва кил хуçи хĕрарăмĕ мана чейпе сăйланă май.

Зоя Аркадьева Красноармейскинчи вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче агронома вĕреннĕ. Лутрарах пÿ-силлĕскер, пăрчăкан пек çивĕчскер ачаранах çĕр çинче «чакаланма» юратнă. Ун чухне çынсем килти пахчара тырă та акса тунă, хăмла та ÿстернĕ. 1958 çулта диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалиста Çĕрпÿ районĕнчи «Гвардия» колхоза /Виçикасси ялĕ/ агрономра ĕçлеме янă.

«Ун чухне темĕн те акса тăваттăмăр. Пĕрремĕш çул хăмла та лартрăмăр. Ĕне, сысна фермисем пурччĕ. Каярахпа Йĕкĕрварти «Динамо» колхозра тăрăшрăм. Шăпа ун чухне Анатолий Дяткинпа паллаштарчĕ. Вăл — водитель, эпĕ — агроном. Анатолий Иванович Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен. Ăна качча тухсан Çичпÿрт ялĕнче çулталăк кăна пурăнтăм. Упăшка тăтăш харкашнăран икĕ хĕрĕмпе Красноармейскине таврăнтăм. Ун чухне шăпах Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсем уйрăлнă вăхăтчĕ. Хамăн профессипе ĕç тупайманран архива вырнаçрăм. Ăна Çĕрпÿрен куçарса килсе йĕркелерĕм. Нумаях та вăхăт иртмерĕ — «Красноармейский» совхоза экономиста куçрăм. Кĕçех бригадира лартрĕç. Вара 60 çула çитичченех бригадирта ĕçлерĕм. Совхоз виçĕ бригадăран тăратчĕ. Пирĕннин /ăна Красноармейскипе Васнартан йĕркеленĕ/ 900 гектар çĕрччĕ. Бригадăра — 70 рабочи, 15 тракторист. Халăх питĕ туслă пулнă, бригада подрячĕпе ĕçленĕ. Пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăннă. Уя 6 пая уйăрнăччĕ. Кашнинче мĕнле культура акмаллине йĕркелесе пыма технологи картти йĕркеленĕччĕ. Çурхи тулла, урпана, кĕрхи ыраша гектартан 30-шар центнер туса илеттĕмĕр. Сенаж, силос тума куккурус акнă. Пирĕн бригада Васнар фер-мишĕн яваплăччĕ. Унта сăвакан 150 ĕнеччĕ. Механизаторсем хальхи пек эрех ĕçмен, тăрăшнă, саппас пайсене сапаламан. Трактор çĕмĕрĕлчĕ тĕк — ушкăнпа çийĕнчех юсаса кăларнă. Хĕллехи вăхăтра трактористсем уя ферма валли улăм преслама кайнă. Халăха та улăма килĕрен валеçнĕ. Хĕрарăмсем фермăра сенаж, кăшман, улăм вĕтетсе апат хатĕрленĕ. Ашак пек ĕçлесе ĕмĕр иртрĕ. 1997 çулта Крентейкассисем уйрăлса кайрĕç те совхоз пĕчĕккĕн арканчĕ. Халĕ акăнман çĕрсем çаплах выртаççĕ, уя тухсан макăрас килет», — пытармарĕ Зоя Аркадьевна. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.