Ăрусен çыхăнăвĕ, ватăсемпе çамрăксен хутшăнăвĕ, ĕç çынни — куллен тимлемелли темăсем
Аркадий КАЗАНОВ... Журналист тата çыравçă теме пулать ун çинчен кĕскен. Хăй каланă тăрăх, псевдоним таврашĕ пулман унăн. «Каплах лайăх: Казанов.Хамăн ят-хушаматпах хаçатăн асфальт сарса тикĕслемен тумхахлă çулне утса тухрăм. Илемлĕ литература каçалăкне те тăтăм. Писательсен союзне кĕтĕм. Пирĕншĕн, çыракансемшĕн, чи кирли — вулакан хайлавăмăрсене мĕнле йышăнни. Ку енĕпе те ÿпкелешÿ çук манăн. Ырă сăмах чылай илтнĕ», — тенĕччĕ Аркадий Петрович псевдонимĕ çинчен хăй пурăннă чух ыйтсан. Шел, ку тĕнчере мар, чунсен тĕнчинче халĕ ĕçтешĕмĕр. Ĕçĕсем, хайлавĕсем, шухăшĕсем вара асрах. Хăй вăхăтĕнче Иван Чермаков сăмах ăстипе хатĕрленĕ интервью та çак шухăшах çирĕплетет...
— Çыравçă — кам вăл? Унăн тăван халăхăмăр пурнăçĕнчи вырăнĕ ăçтарах-ши?
— Кун пирки нумай çырнă ĕнтĕ, çыраççĕ, çырĕç те. Аслă классиксем калани-вĕрентни тата мĕн чухлĕ. Анчах пĕтĕмĕшле теори ăшне кĕрес килмест манăн. Пайăртарах, хамăн пултару-лăх каçалăкĕнчен пăхсан… Йывăр ыйту! Чăнах, чип-чипер çынах вăл, çыравçă, çав вăхăтрах ыттисенчен уйрăлса тăрать. Мĕнпе-и? Икĕ тĕнче, икĕ пурнăç унăн. Пĕри — кулленхи, пурте курса-пĕлсе тăраканни, тепри — унăн, çыракан çыннăн, хайлавĕсем: вĕсенчи пулăмсем, ÿкерчĕксем, сăнарсем. Паллах, ку ĕнтĕ, иккĕмĕш тĕнчи, пĕрремĕшĕпе тачă çыхăннă, хăш-хăш вырăнта унпа пĕрлешсе те каять, çапах та вăл — хăйне евĕр уйрăм пурнăç, çыравçă ăсĕпе, чунĕпе «ăсталанăскер». 59
Çыравçă — халăхăн е унăн уйрăм сийĕсен шухăш-кăмăлне, ĕмĕт- талпăнăвне палăртакан, ыттисем курманнине те курма, ыттисем туйманнине те туйма пултаракан çын.
Çакăнтан ĕнтĕ çыравçăн тăван халăхăмăр пурнăçĕнчи вырăнĕ те тухса тăрать. Паллах, пултарулăх ĕçченĕ те тĕрлĕрен пулать, куна хальхи пăтравлă самана уйрăмах лайăх кăтартса пачĕ. Анчах чăнлăха тĕпе хуракан çын хăйне çуратса ÿстернĕ, çÿлелле вĕçме çунат панă халăх шăпин айккинче тăма пултараймасть. Унăн хайлавĕсем вулакана хумхантарччăр, хавхалантарччăр, хăйне кăсăклантаракан, чун-чĕрине çунтаракан ыйтусене хуравлама пулăшчăр.
— Хальхи йывăр вăхăтра çырма мĕн хистет, мĕн вăй парать?
— Йăпăр-япăрах хуравлаймăн ку ыйтăва та. Çĕршывăмăр, халăхăмăр çине тиеннĕ йывăрлăх мана тÿрремĕнех те пырса çапрĕ, çавăнпа 1991 çулхи çурла уйăхĕ хыççăнхи тапхăр пусаркăçне уйрăмах çивĕч туятăп. Çапах та çырма чарăнман, алла усман, яланах, куллен-кун ĕçлетĕп. Паллах, хаçат ĕçĕ вăхăта та, вăй-хала та нумай илет, çав вăхăтрах литература каçалăкне малалла сарма-тăсма та май тупатăп. Тепĕр тесен, вĕсене, литературăпа журналистикăна, пĕр-пĕринчен уйăрмастăп эпĕ, иккĕшĕ те çывăх маншăн, иккĕшĕ те пурнăç тĕллевĕ-тупсăмĕ пулса тăнă.
Мĕн хистет? Уйрăмах палăртмалли çук та темелле — унчченхи, яланхи туртăм — вăйăмах. Нумай çул каялла пуçланни, вăхăт иртнĕ май аталанса вăйланни ăна-кăна пăхмасăр малалла тăсăлать. Шухăша туллин, уççăн палăртма çăмăл мар пулсан та калас тенине каласах килет (чи малтанах хаçатри ĕç пирки сăмах пырать-ха). Вăйĕ те çавăнтан килет-тĕр — шухăш- туйăма çынсем патне мĕн чухлĕ те пулин çитерме ăнтăлнинчен. Тепĕр тесен, пултарулăх вăл шыв юхтаракан кран мар вĕт (уç-хуп, хуп-уç!), ирĕклĕ çăл куç!
— Халăхлăха мĕнле ăнланатăн?
— Кун пирки кăштах каларăм ĕнтĕ. Эпĕ шухăш-кăмăла пурнăç улшăнăвĕсене кура тепĕр майлă палт пăракан, тĕрлĕ еннелле çавăра-çавăра хуракан çын мар. Литература халăхлăхĕ пирки те унчченхи ĕненÿ çирĕпех манăн. Паллах, ку ыйту кăткăс, ăна халь тĕрлĕрен хаклаççĕ (палăртса хăварас: паянхи калаçура хускатакан ытти ыйтусене те). Анчах çыравçă хăйĕн пул-тарулăхĕнче халăх кун-çулне, шухăш-ĕмĕтне тĕпе хумалла тени кивелчĕ- ши вара? Халăхран тухнă, ун валли çыракан çын-çке вăл. Ача-пăчана, яш- кĕрĕме халаллатăп-и хамăн хайлавсене, çитĕннисемпе калаçатăп-и сăмах урлă — яланах тăван халăхăмăр чунра, яланах унăн шăпи канăç памасть. Ку ĕнтĕ — кăмăл-туйăма пĕтĕмĕшле палăртсан, çĕкленчĕклĕн каласан.
— Пурнăçпа вилĕм, Тăван çĕршыв, юрату, этем тата çут çанталăк — мĕнле вырăн йышăнаççĕ вĕсем сан пултарулăхра?
— Тĕп вырăн! Кĕскен çапла хуравланă пулăттăм ку ыйтăва. Ара, асăннă ăнлавсем шăпах ĕнтĕ литературăн тĕп шăнăрĕ-тытăмĕ, чунĕ-юнĕ пулса тăраççĕ-çке. Хамăн калавсемпе повеçсенче эпĕ этемĕн пурнăçри вырăнĕн, кăмăл-сипечĕн, чысĕпе тивĕçлĕхĕн ыйтăвĕсене тăтăшах хускататăп (çав шутра, çула май палăртсан, хаçатри статья-очерксенче те). Малалла вулас...
Комментари хушас