Степан Аслан ячĕ нихăçан та сÿнмĕ

24 Чÿк, 2017

ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИНЧЕ ПУÇЛА- СА ТЕТРАЛОГИ /«АХРАТ», «АЛЛА- АЛЛĂН», «ХĂВАТ», «СЕХМЕТ» РОМАНСЕНЧЕН ТĂРАТЬ/ ÇЫРНĂ СТЕПАН АСЛАН ÇУРАЛНĂРАНПА ПĔР ĔМĔР ÇИТРĔ.

ВАСКАВЛĂ ĔÇ ПУЛСАН ТА...

Хресчен çемйинче çитĕннĕ Степан Степанов, хăй çырса хăварнă тăрăх, 4-5 çулсенчех пиччĕшĕ пулăшнипе вулама вĕреннĕ. Ялти пуçламăш шкула сукмак такăрлатнă вăхăтра тантăшĕ Ваççили /Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă Василий Васькин поэт/ Степана çырма хăнăхтарнă. Вĕренес туртăмлă пулнă вăл. Шăхасанти колхоз çамрăкĕсен тĕслĕх шкулĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă.

Тăватă ачаллă çемьере кун çути курнăскер яш чухне почтальонра тăрăшнă. Хаçат-журналпа куллен паллашнăскер хăй те статьясем çырма тытăннă. 1934 çулхи çу уйăхĕнче ăна Канаш район хаçатне ĕçлеме чĕннĕ. 1938 çулта Совет çарне тăнă. Унтан çуралнă тăрăхĕнче пĕр вăхăт пурăнсан вăрçа кайнă.

Унăн кун-çулĕ ялтах иртнĕ. Шел, унта пурăнакансенчен ăна лайăх ас тăвакан çукпа пĕрех. Апла пулин те çыравçă ятне, ĕçне манмаççĕ ентешĕсем. Тури Сурăмри вулавăшра пысăк стенд пур. Ăна курсан-вуласан писательпе çывăхрах паллашма пулать.

Сăмах ăстин çуралнă ялĕнчен инçех мар вырнаçнă Шуркасси шкулĕнче вĕренекенсем пултаруллă ентешĕсене пĕлеççĕ- ха. Анчах чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ каланă тăрăх — пĕлÿ çуртĕнче Степан Аслан ячĕпе пĕр стенд та çук. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчесе ăслăлăхпа практика конференцийĕсене те хутшăнман.

«Çĕр кисренет» повеç авторĕн Зеленовкăра пурăнакан ывăлĕпе калаçрăм.

— Аттене чирлĕрех пулнăран ялта Хăрăк Çтаппан тетчĕç. Вăл ачасене питĕ çирĕп тытатчĕ. Çынсем килсен пире хăнасемпе пĕрле лартман, урама кăларатчĕ. Аннене вăл асаттенни пек вăрăм шур сухал ÿстересси çинчен каланă. Шÿтленĕ пуль, — аса илчĕ Валерий Асланин. — Атте çарта чухне тăванĕсем патне çырусем çÿретнĕ. Пĕррехинче вĕсене аннепе иккĕшĕ вуланă хыççăн çунтарнă. Çакăншăн вĕсем кайран питĕ кулянатчĕç. Çырусене килте упрамасан та музейсемпе архивсене пама пулатчĕ-çке.

Кĕнеке шĕкĕлчеме юратаканскер, вĕсене çыхăну уйрăмĕ урлă çырăнса илекенскер сăн ÿкерчĕк альбомĕсене кăларчĕ. Вĕсен хушшинчен пĕр çыру тухса ÿкрĕ. Ăна çыравçă хĕрĕпе кĕрĕвне çемье çавăрнă ятпа саламласа шăрçаланă. «Çирĕп, телейлĕ çемье пултăр тесен пĕр- пĕрне пулăшăр, хисеплĕр тата юратăр. Çапла кăна эсир çирĕп те тулли пурнăç йĕркелеетĕр», — тенĕ вăл Зойăпа Сергее телей, ăнăçу, сывлăх сунса.

1956 çулта Канаш районĕн мухтавлă çыннине СССР Писательсен союзне илнĕ. Çавăн чухне Мускава Степан Степанович мăшăрĕпе Ульяна Павловнăпа кайнă. Кил хуçине арăмĕ ялан пулăшса пынă. Хайлавсем шăрçалас ĕçре те унăн тÿпи пур. Хĕрарăм ялти сас-хурана илтсен юратнă çыннине тÿрех пĕлтернĕ. Халап çапма юратакансем патне çÿреме тăрăшнă. «Ялавра» /1997, 11;/ Степан Асланăн «Хамăр паллатăрансем» шÿтсен ярăмĕ пичетленнĕ. Вĕсенче вулакансем хăйсем пĕлнĕ çынсене — Тавăт Кирилине, Раман Мишшине, Тимакка Сахрунне, Мăтяк Петтине — асăрханă. Степан Аслан, литература ĕçне пикеннĕскер, пуçра кăсăклă шухăш çуралсан васкавлă ĕç пулсан та сĕтел хушшине вырнаçнă.

Шупашкарти агрегат заводĕнче 26 çул ĕçленĕ Валерий Степанович ашшĕпе пĕрле Тюмень тăрăхне вăрман касма çÿренине аса илчĕ. Унтан пĕренесем илсе килнĕ, йывăç çурт хăпартнă. Анчах кил хуçи çĕнĕ пÿртре нумай савăнса пурăнайман, ăна лартнă çулхинех çут тĕнчерен уйрăлнă. Ульяна Павловна 87-ре куç хупнă. Упăшкипе арăмĕн вил тăприсем юнашар. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.