Ăш-чикĕ çунсан та çынна кăтартман

16 Чÿк, 2017

«Темшĕн ăш-чик калама çук вăйлă çунчĕ. Ларма-тăма пĕлмерĕм. Çитменнине, темĕнле тĕлĕк тĕлленчĕ. Хура ватă лаша кÿлнĕ çуна çинче ларса пыратăп пек. Тахăш вăхăтра ÿксе юлтăм. Çамрăк хура лашапа ларса каяс терĕм — тытса чараймарăм, каллех ÿкрĕм», — çапла аса илчĕ Евгения Юлмасова вунă çул каяллахине. «Пĕлнĕ пулсан тÿшек сарăттăм», — теççĕ. Тĕлĕк инкеке уççăн систернĕ. Анчах Евгения Гурьевна унăн пĕлтерĕшĕ пирки пуç ватман, мăшăрĕпе ывăлне çухатасси пирки шухăшлама та пултарайман.

Кăшман кăларма ансан

— Ун чухне çуркуннеччĕ. Эпĕ, М у с к а в р а ш т у к а т у р - м а л я р т а ĕçлекенскер, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне яла канма килтĕм. Каялла ĕçлеме кайиччен нÿхрепрен кăшман кăларасшăнччĕ. Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче килте мăшăрпа, ывăлпа Артурпа пĕрле сухан тасатрăмăр. «Атьăр, кăшман кăларма тухăр. Сухан тасатса пĕтерсен эпĕ те пырăп», — терĕм. Пĕр сăмах чĕнмесĕрех тухса утрĕç. <...> Йăмăк шăнкăравларĕ, ыран юбилее каясси пирки калаçрăмăр. <...> «Коля, Коля, юбилея каймалла», — тесе картише савăнса чупса тухрăм. Хирĕç никам та чĕнмерĕ. Кăнтăрлахи 3-4 сехетчĕ. Юр çинче нÿхреп патне каякан ура йĕрĕсем палăрчĕç. Унта пырса тăтăм: çутă çĕртен тĕттĕм вырăнта куç лайăх курмарĕ. Айккинче пĕр тимĕр пăрăх выртатчĕ, унпа аялалла тĕкрĕм те теме перĕнсе тăнк! турĕ. Куç тĕттĕме хăнăхрĕ те çывăх çынсем аялта выртнине куртăм. Упăшка малтан аннă, ун хыççăн — ывăл. Пусма тăрăх аялалла чăмрăм. Мĕн пур вăя пухса, кăшкăрса Артура çĕклерĕм. Сисетĕп: урасем лĕнчĕр кайрĕç… Вĕсене пĕччен мĕнле кăларас? «Хăвăртрах тухмалла, кунта пĕтетĕп», — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Вăй юлмарĕ, куртка таçтан çакланчĕ. Ăна çурса вĕçерĕнтĕм те аран-аран урама тухрăм <...>.

Юбилей вырăнне — виле пытарма

Васкавлă медпулăшу ĕçченĕсем килсен те шанчăк çухалман Евгения Гурьевнăн. Хăйне тĕлĕкри пек туйнăскер çывăх çыннисем вилнине ĕненмен.

— Коля кулнă пек выртатчĕ. «Мана лăплантарас тесе çапла кулатăн-и эсĕ?» — калаçрăм эпĕ унпа. <...> «Мускава каятăп», — терĕм ачасене. Унта та çăмăл марччĕ. Вăй пĕтнипе, чĕре вутри пек çуннипе стена çумне тĕршĕнеттĕм, çыпăçнă пек лараттăм. «Хуçăлса ÿкме юрамасть, унсăрăн киле яраççĕ», — шăл çыртса малалла ĕçлеттĕм. <...> «Çывăх çыннисене пытарнă кăна, арçынсемпе шапăлтатать», — пăшăл пăтти пĕçерчĕç çурăм хыçĕнче. Эпĕ мĕншĕн хама çапла тытнине, чунра мĕн пулса иртнине никам та пĕлмерĕ. Пĕр хĕрарăмпа чуна уçаттăм, çĕрĕпе çывăрайманран каллĕ-маллĕ утса çÿреттĕмĕр, хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчеттĕмĕр. Темĕн те илтрĕм. <...>

Çемьери иккĕмĕш ача, 25-ри Артур, авланма хатĕрленнĕ. Тепĕр кунхине вăл савнийĕн Ольăн çуралнă кунне кайма хатĕрленнĕ, ун валли парне туяннă. Анчах ăна парнелесе ĕлкĕреймен. Пĕчĕк курупкана Ольăна Артурăн амăшĕ тыттарнă. <...> Савнине çухатнă хыççăн хĕр куляннипе питĕ имшерленнĕ. Халĕ вăл çемьеллĕ ĕнтĕ. Мăшăрĕпе пĕрле Артура асăнмашкăн та, хăнана та килкелесе çÿреççĕ.

— <...> Эпĕ мăшăрпа вăрçăнса курман, ыталашса кăна çÿренĕ. Çынсем те тĕлĕнетчĕç. «Мана ятран мар, «хитрескерĕм манăн» тесе чĕнетчĕ. <...> Инкек пуласса сиссе-ши, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн Мускава каяс килмерĕ манăн. <...> Çавăн чухнех пулса иртнĕ пĕр самант куç умĕнче. Диван çинче çыхса лараттăм. Кăмăл пусăрăнчăкчĕ. Ачасем килнĕччĕ, кÿршĕ-аршă каçрĕ, ывăлăмсен юлташĕсем пухăнчĕç — картла вылярĕç. «Ушкăнпа кăшман кăларар пуль», — терĕç ачасем. Ямарăм. Çавăн чухне ĕçленĕ тĕк мĕн пулĕччĕ? Шухăшлама та хăрамалла: миçе çын куçĕ хупăнĕччĕ вĕт. Юрать, кăлармарăм, — куççульне çăта-çăта калаçрĕ Евгения Гурьевна.

Тĕттĕмлĕхри çутă пайăрки

Йывăр самантра ăна ачисем пулăшнă. Çумра ăнланакан, алă паракан арçын тупăнни те тĕттĕм пурнăçĕнчи çутă пайăрки евĕрех туйăннă.

— Урăх арçын тупатăп тесе шухăшламан эпĕ. Ачасем умĕнче куççуль юхтарма тăрăшман пулин те вĕсем мана мĕнле йывăр пулнине туятчĕç. «Качча тух-ха пĕрех хут», — тесе шÿтлекелетчĕç. «Кама кирлĕ-ха эпĕ?» — ыйтаттăм. <...> Хăй вăхăтĕнче Коля юлташĕсемпе пĕрле илнĕ делянкăран йывăç кăлармаллаччĕ. Ирĕксĕрех çын куçĕнчен пăхма тиврĕ. Анчах пĕччен хĕрарăм патне упăшкине ĕçлеме кам ятăр? Хусах арçын Саша таçтан тупăнчĕ. Вăл Кольăн юлташĕ пулнă, анчах эпĕ ăна пĕрре те курман. Унран утă илнĕччĕ. «Йывăрлăх сиксе тухсан пулăшу ыйтма ан вăтан», — терĕ ун чухне. Пĕр трактор вутă тиеме иккĕн кайрăмăр. Малтанах вăрмана пĕччен çитсе килме шухăшларăм. Велосипед çине утлантăм та вĕçтертĕм, вăрмана пăхса çаврăннă хыççăн ларса чун каниччен макăртăм. Сашăпа иккĕн ĕçленĕ хушăра таврана каç сĕмĕ хупларĕ. Эпĕ пуртăпа ĕçлерĕм, вăл йывăçа тракторпа çаклатрĕ. Ĕçлетĕп-ĕçлетĕп те кайса ÿкетĕп, макăратăп хам. Киле çур çĕр иртсен тин çитрĕмĕр, — аса илчĕ хĕрарăм.

Йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшни çывăхлатнă та ĕнтĕ вĕсене. <...> Пурăна киле Сашăпа пĕрле пурăнма тытăннă вĕсем. <...>

— Пĕрле пурăнасси пирки çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр пуç ватрăм. Тем тусан аван? Саша мана пулăшма тытăнсан ялта хам çинчен темĕн те илтрĕм. Çын çăварне карта тытса çавăраймăн. «Сан умра трактор ларать», — куçранах каларĕ пĕри. «Килĕшмест-им? Эппин, комбайн илсе килĕп. Кирлĕ тĕк танк ларĕ», — сăмах патне кивçене каймарăм эпĕ. <...>

Çын чунĕнчи пушар вутсăр çунать, ăна куракан сахал. «Тăлăх йывăçа тăвăл хуçать», — тенĕ. Пĕччен пурнăç çăмăл маррине Евгения Юлмасова хăй çинче туйнă. <...> Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.