Туйччен 3 кун юлсан савни тухса тарнă

19 Юпа, 2017

27-ри Евгений Кудряшов 6 ачаллă, хăйĕнчен 8 çул аслă Екатерина Ивановăпа пурнăçне çыхăнтарма хăраман. Кăçал мăшăрăн ывăл çуралнă.

Тарăнвар

Катя 17-рех пĕчченех хуçалăх тытнă. Саратовра тĕпленнĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнма килĕшмен хĕр. 15-ре чухнех вĕсем патĕнчен тухса кайнăскер Шупашкарти училищĕре — повара, кайран Калининăра автомеханик- водителе вĕреннĕ. Çак вăхăтра хĕр асламăшĕ патĕнче, Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче, пурăннă. «Асаннÿ асăрхаса çитереймест. Эсĕ клуба йăрккатăн. Хăвна темле тытатăн унта. Шупашкартан килнĕ чухне пĕр çăкăр та пулин илсе килинччĕ...» — тăванĕсем çапла кăмăлсăрланнăран Катьăн Йĕпреç районĕнчи Тарăнвара куçма тивнĕ. <...>

Катьăн кĕçех савни тупăннă. Вăл Олега пуçне çухатасла юратса пăрахнă. Унăн çие юлнă. Ача тулли çемьере çуралтăр тесе туй тусах пĕрлешме шухăшланă. Шÿрпе, шашлăк пĕçерме сысна какайĕ туяннă, пĕр фляга сăмакун юхтарнă... Анчах туйччен 3 кун юлсан каччă таçта çухалнă. Катя шур пĕркенчĕк тăхăнса тем чуль макăрсан та Олег хăйĕн туйне килмен. <...> «Мĕн тума авланмалла? Ача кĕтекен хĕрарăм пурпĕрех ниçта та кайса кĕмĕ. Санах юратать вăл. Ирĕкре чун каниччен савăн», — тусĕсем Олега çапла ăс пани тÿрре тухнă: Катя каçарнă. Олег унăн айванлăхĕпе, туйăмĕпе ытлашшипех усă курнă çав. <...>

Хăйсен тăрăхĕнчи ялсенчи икĕ хĕрарăм Олегран ача çуратнине Катя пĕлет. <...>

Шуйттансем

Килте чашăк-тирĕк шăкăртатнă хыççăн Олег килтен тухса утнă, вăл вăрманалла кайнине Катя курнă, ун хыççăн пынă. Упăшки йывăç çинче пăяв явса ларнине курнă вăл. Арçыннăн пуçне усал шухăш кĕнине тавçăрма йывăр пулман. <...> Ял патне çитсе ĕлкĕреймен — Катя каялла çаврăнса пăхнă та... Олег хăйĕн çине алă хунине курнă. Хĕрарăма шуйттансем сырса илнĕ. Питсĕр-куçсăр мĕлкесем йĕкĕлтешсе ун хыççăн чупнă: «Пулăшаймастăн, нимĕн те тăваймастăн. Эсĕ чупатăн, вăл çакăнса тăрать... Хи-хи-хи...» <...> Кăвакарса кайнă арçынна вăл искусствăллă майпа сывлаттарнă, массаж тунă. Кайран ялти ачасем чупса çитнĕ, вĕсем асли-сене чĕннĕ. Çапла Олега больницăна ăсатнă. Вăл вилĕмрен çăлăнни тухтăрсене те тĕлĕнтернĕ. Çапах çамрăк арçын ĕмĕрĕ вăрăм пулман. Пурнăçа хаклама пĕлменскер пăтăрмаха тăтăшах лекнĕ. Саратовра вăл «каçхи лĕпĕшсенчен» шар курнă. Лешсем ăна психотроплă хутăш ĕçтерсе ăнран янă хыççăн Олег «психушкăра» çур çул сипленнĕ. Унтан тухнă хыççăн тĕрмене çакланнă... Пуш уйăхĕнчи пĕр каç арçын урамра шăнса вилнĕ. <...>

Мускав

Лешăпа ăна пĕлĕшĕсем паллаштарнă. Ун чухне Катя Йĕпреçре пĕр лавккара сутуçăра тăрăшнă. <...> Катьăна вăл Мускава пĕрле пыма чĕннĕ.

Кĕçех Катьăн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Мускавра ĕç тупма йывăрах пулман, ресторана официанта вырнаçнă. Пуян çынсем умĕнче ывăс йăтса çÿреме питĕ именнĕ, алли чĕтренĕрен пирус кĕлне силлемелли савăта апат турилккине ÿкернĕ. <...> Юратнă арçынпа вăл тара тытнă пÿлĕмре пурăннă. Çие юлнă хыççăн пĕрлешесси, венчет тăрасси пирки сăмах пуçарнă. Катя та, ытти хĕр пекех, шурă кĕпе, пĕркенчĕк тăхăнма ĕмĕтленнĕ. Пĕрремĕш савнипе туй ăнман, хальхинче йĕркеллĕ пуласса шаннă. <...>. Леша вара ашшĕн сăмахĕнчен иртеймен. «Мĕн тума кирлĕ ачаллă хĕрарăм? Эпĕ сан умна хĕрлĕхне çухатман 10 чиперккене килсе тăратăп. Катя санпа хваттершĕн явăçнă», — ывăлне çапла каланă ашшĕ. Кайран Катя куçăхнă тейĕн, унăн пĕрмай хырăм ыратнă. Пепкене сыхласа хăварас тесе вăл 7 уйăх больницăра выртнă.

Туй пулнă, анчах вăл Катьăн ĕмĕтĕнчипе пĕр килмен.<...> Лешăна ашшĕ ĕçкĕ валли укçа ытлашши тăкаклама хушман-мĕн. Туй Лешăн хваттерĕнче иртнĕ.

Йĕпреçре

Вĕсен ывăлĕ чĕре чирĕпе çуралнă. Кун пек пепкене уйрăмах лайăх пăхмалла, анчах çĕршывра кризис пуçланнă май çемье пуçĕ ĕçсĕр юлнă. Вĕсем Йĕпреçе таврăннă. Леша шапаша кайсан Катя хĕрĕпе Валентинăпа тата ывăлĕпе Елисейпа хуняшшĕпе пĕр хваттерте пурăннă. Кинне малтанах йышăнайманскер кайран та ун çинче шăл хăйранă. <...>

Леша ÿсĕр килни час-часах пулнă. Тен, ют хĕрарăмсемпе те иртĕхнĕ. Анчах Катя ăна йĕрлемен, пĕлес тесе те тăрăшман. Шапашран хăçан килессине вăл арăмне мар, ашшĕне хыпарланă. Укçапа таврăнсан вĕсем пĕрле эрех ĕçнĕ. Хĕрарăм пепкипе нушаланнă вăхăтра арçынсем эрнипех ача «çунă», пĕррехинче 10 пин тенкĕ ĕçсе янă. Лавккана, больницăна Катя ачипе хăех çÿренĕ. Çĕрĕпе куç хупманни мĕн чухлĕ пулнă-ши тата?

Çурма выçă

Çур çул мăшкăл тÿссе пурăннă хыççăн чăтăмлăх миххи çурăлнă. Хуняшшĕ мунча хутнă кун меллĕ самант тупса Катя ачисене, япала пуçтарнă. Упăшкин «Жигулине» гаражран тапратса тухнă та ăна лăках тиенĕ. Телее, унăн права пулнă, çăмăл машинăна хускатса вăл Тарăнвара вĕçтернĕ. <...>

Арçынра шанчăк çуккине, пурнăç тилхепине хăйĕн аллине илмеллине 3 ачаллă хĕрарăм питĕ лайăх ăнланнă. Унăн пуçĕнче бизес-план çуралнă. Вăл кайăк-кĕшĕк ĕрчетме шутланă. Ку ĕçе йĕркелемешкĕн ăна амăшĕ пулăшнă, инкубатор, 40 путене туянса панă. Вăл вăхăтра килти хуçалăхра вĕсене тытасси пирки питех калаçман, чылайăшĕ путенене палламан та. Катя кĕнеке вуласа кайăк-кĕшĕке пăхма вĕреннĕ. Çулталăкран путенесен шучĕ 1000-е çитнĕ. Инкубатора чăх çăмартисене те хунă, чĕпĕсене, çăмартана пасарта сутнă.

«Ачасене пасарта тупнă»

Илюша çуралнă хыççăн вĕсем Лешăпа пурăнманпа пĕрех. Кайран хутпах уйрăлнă. Арçын Катьăна юттисем çумне хушнă. «Эпĕ пасара кăкăр ачипе ĕçлеме каяттăм. Хăй пĕрмай таçта çухалатчĕ. Кайран каçару ыйтатчĕ, ÿкĕнетчĕ, тÿрленме сăмах паратчĕ. 2-3 эрне иртсен унчченхи пурнăç таврăнатчĕ. Настьăна, Василисăна, Мишăна йышăнмарĕ, эпĕ вĕсене пасарта «тупнă» имĕш», — çапла каласа пачĕ Катя.

Пĕррехинче пасартан таврăннă чухне вăл аварие лекнĕ. <...> Катя кĕпепе çуралнă тейĕн — ун çинче пĕр шăйрăк та пулман. Çавăн чухне ăнланнă: ку ахальтен мар, унăн Турă пÿрнĕ тивĕçĕ пур. Çакна вăл ачасем çуратасси тесе шухăшлать, вăл панă чуна кун çути кăтартмаллах унăн. <...>

Тарăнварта пурăннă вăхăта вăл халĕ те йÿçĕ куççульпе аса илет. Çав «тĕттĕм» ялтан «çутталла» тухма тахçанах ĕмĕтленнĕ вăл. Темĕнле йывăр пулсан та асламăшĕпе юнашар ялта, Хăймалакассинче, 5 çул каялла амăшĕн капиталĕпе çурт туяннă.<...>

Пулăра

Женя пĕве хĕрринче пулăра ларнă. Сăмах ваклама юратакан Катя чĕнмесĕр иртеймен. «Пулă нумай тытрăр-и?» — тенĕ. Çак ыйтуран пуçланнă та калаçу, унтан хутшăну... Хăйĕнчен чылай çамрăк йĕкĕтпе тĕл пулнине тăванĕсем мĕнле йышăнĕç? Çын сăмахĕнчен шикленсе малтанах вăрттăн çÿренĕ. Çапах юрату çĕнтернĕ.

Хуçалăхра хур, индокăвакал, путене, цесарка, хир чăххи, чăх тытаççĕ вĕсем. Пурнăç йĕркеленнĕ темелле. Тен, хăçан та пулин патшалăх çурт çĕклесе савăнтарĕ? «Пĕрре депутат патне кайрăм. «Йывăр пулсан мĕншĕн çурататăр?» — тесе ыйтрĕ, эпĕ макăрса таврăнтăм. Тек йăлăнмастăп», — каласа кăтартрĕ 7 ача амăшĕ.

<...>

Вăрăмах мар ĕмĕрĕнче темĕн те курнă Катьăн сăн-пичĕ телейпе çиçет, унра вăй тапса тăрать. Текех ăна никам та ан хуçтăрччĕ, Женя çак пысăк çемьешĕн чăн-чăн тĕрек пултăрччĕ. Тулли верси...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.