Вокзал лавкка валли мар
Паян иртнĕ республика Правительствин ларăвĕнче кăçалхи тата çитес çулхи приватизаци планĕсене улшăнусем кĕртессине ырларĕç.
Чăвашхлебопродукта кăçалах приватизацилемелле. Михаил Игнатьев халĕччен ăна республика харпăрлăхĕнче тытнине рынокри тырă хакне витĕм кÿме кирлĕ пулнипе сăлтавларĕ. Анчах тырă йышăнакан предприятисем ытти çĕрте унчченех уйрăм харпăрлăха куçса пĕтнĕ. Регион ертÿçин шучĕпе, "армансем те кивелеççĕ, бюджетран инвестици хываймастпăр, уйрăм харпăрлăха куçсан аталану енĕпе чăрмавсем пулмĕç". Приватизаци уйрăм çынсен инвестицийĕсем тĕлĕшпе чăрмавсене сирмелле.
Çакнашкал сăлтава вăл Канашри автовокзал пирки сăмах пуçарсан та асăнчĕ. Ăна вара, пачах тепĕр майлă, Транспорт министерстви çитес çулхи приватизаци планĕнчен кăларма сĕнет. Çакăн сăлтавĕпе кăсăкланнă май Михаил Васильевич вокзала та çĕнетсе пымалли пирки каларĕ. Бюджетран укçа уйăрайманнине кура юхăнса каймĕ-и? Ытти вокзал тахçанах уйрăм харпăрлăха куçнă — йĕркеллех ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе, Канашри автовокзал ыйтăвĕ чылай çул "çакăнаса тăрать" - е приватизаци планĕнче кăларатпăр, е кĕртетпĕр...
Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Тимофеев вокзала уйрăм харпăрлăха парсан вăл суту-илÿпе кану комплексне çаврăнас хăрушлăх пуррине палăртрĕ те — Чăваш Ен пуçлăхĕ унпа килĕшрĕ. Ĕç-пуç çапла çаврăнса тухсан çĕнĕ автовокзал тума тивет вĕт. Çавна май вăл урăх мел сĕнчĕ: акцисен 25% тата 1 акцие республика харпăрлăхĕнче хăварма, çапла майпа çĕнĕ хуçан юрăхсăр утăмĕсене пÿлме пулать - сурăхсем те чĕрĕ, кашкăрсем те тутă. Автовокзал шăпине çак схемăна тишкерсе татса пама йышăнчĕç.
Комментари хушас