Байкал хĕррине пĕр пуссăрах çитнĕ

14 Авăн, 2017

Кристина Сергеева 16 çула çитиччен Чăваш Енрен аякка кайса курман. Пике аслă шкула вĕренме кĕрсен ытти студентпа пĕрле тĕрлĕ экскурсие çÿреме тытăннă. Пĕр хулара автобусра пынă самантра Кристина çул çÿреме епле хаваслă пулнине, анчах гид хыççăн утса паллă вырăнсемпе кĕске вăхăтрах, çиелтен, паллашни ун валли маррине ăнланнă. Ара, хăв тĕллĕн çул çÿреме пулать-çке! Ун чухне ăçта каяс килет — çавăнта утатăн. Укçа тăкакламасăр та тĕнче курма май пур-çке. Çакна шута илнĕ те Кристина: кăçалхи çулла вăл Байкал хĕррине çул тытнă. Турпутевка туянман, çурăм хыçне кутамкка çакнă та иртсе каякан машинăсене чарнă.

Хаваспах лартса каяççĕ

— Байкала каяс ĕмĕт шкулта вĕреннĕ чухнех тĕвĕленчĕ. Анчах ун чухне вăл пурнăçа кĕреймест, çак тарăн кÿлĕ ытла та инçетре вырнаçнă пек туйăнатчĕ. Ĕмĕтĕме пĕлтĕрех чăнлăха çавăрасшăнччĕ — тĕрлĕ сăлтава пула май килмерĕ. Кăçалхи каникула чăтăмсăррăн кĕтрĕм, пĕр вĕçĕм Байкала каясси пирки шухăшларăм. Палăртнă вырăна автостоп мелĕпе çитесси пирки чылай пуç ватрăм. Тус-тантăша пĕрле пыма сĕнтĕм, анчах хирĕçлерĕç. Çавăнпа çула кампа каяссине юлашки кунччен те пĕлмерĕм. Иккĕмĕш сыпăкри аппана Настьăна сĕнтĕм те вăл килĕшрĕ. Аппа та хирĕçленĕ пулсан пĕчченех çула тухăттăм. Пĕлетĕп: ку çăмăл мар, темĕн те кĕтме пулать. Анчах нихăçан та начарри пирки шухăшламалла мар. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Чылайăшĕ пĕччен çула тухма шикленет. Çак туйăма парăнтармалла çеç. Эпир юлашки экзамена тытсан тепĕр кунхинех Шупашкарпа сыв пуллаш-рăмăр, — каласа кăтартрĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 4-мĕш курс студентки.

Кристина хăйĕнпе пĕрле чи кирлине çеç илнĕ. Ятарласа пысăк кутамкка, турбокăмака, камера ту-яннă. Тата палаткăсăр çула тухма çук. Икĕ пĕртăван çывăрмалли михĕ, туристсен ятарлă кавирне /çĕр çинче выртнă чухне вăл сивĕ ямасть/ те илнĕ. Ют тăрăхра çанталăк мĕнле пулассине пĕлме çук, çавăнпа Кристина кутамккине ăшă тумтир, çумăртан сыхланмалли плащ чикнĕ. Телефон пирки те шухăшланă — заряд илмелли ятарлă хатĕр туяннă.

Пике кунашкал çул çÿреве пĕрремĕш хут тухман. Пĕлтĕр вăл Хусана автостоп мелĕпе çитсе хулапа çывăхрах паллашнă, Йошкар-Олана кĕрсе тухнă. Çав çуллах савнийĕпе Волгограда çул тытнă. Кăçалхи çуркунне вара ушкăнри юлташĕпе Питĕре çитсе килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ хĕрĕ çавнашкал мелпе Раççей курса çÿренине пĕлмен. Кăçал Кристина машинăсем чарса Байкала тÿлевсĕрех çитнине кайран çеç тавçăрнă. Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.