- Чăвашла верси
- Русская версия
«Турă пăхса пурăнать мана»
«Пирĕн йăхра ĕçе юратакан, ăслă-тăнлă çын нумай пулнă. Сăмахран, Мĕтри мучи чылай тапхăр ял совет председателĕнче ĕçленĕ, — тет Еншик Чуллăра пурăнакан Клеопатра Георгиева. — Атте те чаплă çĕвĕçĕ пулнă. Хăех касса кĕпе-йĕм, тумтир çĕленĕ. Килте çĕвĕ машини пулнă пирки тăванĕсене те хура кĕрĕкпе, сăхманпа тивĕçтернĕ. Кирек епле ĕç патне те алли пынă унăн. Ку тăрăхри чылай çынна çурт, хуралтăсем туса панă. Унсăр пуçне вăл лесникра тăрăшнă, пыл хурчĕсем тытнă».
Клеопатра йышлă çемьере /çичĕ ача/ çитĕннĕ. Ачасенчен вăл чи асли шутланнă.
«Мĕне пĕлтерет-ха Клеопатра ят?» — ыйтрăм эпĕ кăсăкланса. «Эпĕ кĕркунне, Пукрав умĕн, çуралнă. Атте мана чиркĕве шыва кĕртме илсе кайнă. Пачăшкăн хĕрĕ Клеопатра /халăхра — Клепа/ ятлă пулнă. Аттене килĕшнĕ çак ят. Клеопатра «Турра парăннă çын» тенине пĕлтерет. Çавăнпах пулĕ çĕр çинче чылай пурăнатăп эпĕ. Мана та ялта Клепа тесе чĕнеççĕ. Асатте тунă çуртра çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Атте лартнинче вăй питти çулсем иртрĕç. Халĕ шăллăм Йăван кил-çуртĕнче ватлăх кунĕ-сене ирттеретĕп», — терĕ 94 çулти кинемей.
Еншик Чуллă шкулĕн çичĕ класне вĕренсе пĕтернĕ вăл. Ашшĕ малалла вĕрентесшĕн пулнă, анчах май килмен.
Вăрман касма черет çитнĕ хĕре. Хĕлĕпех Улатăр вăрманĕнчен тухма пĕлмен. Хăйсен бригадинчи Феодора хĕрарăма паян кун та ăшшăн аса илет Клеопатра Георгиевна. «Манпа юнашар тăр, эп мĕн хушнине пурнăçла тетчĕ вăл, — аса илет иртнине кинемей. — Упа та ташша вĕренет тенĕ евĕр çак çăмăл мар ĕçе хăнăхрăм. Мастерсем пире япăхпа хакланине астумастăп. Шартлама сивĕ тăратчĕ. Ĕçленипе кăна ăшăнаттăмăр. Чул евĕр хытнă çăкăра кăвайт çинче ăшăтса çиеттĕмĕр. Кунĕпе юр çинче ашса чăлха, тăла йĕп-йĕпе пулатчĕ, çăпата тăпăлса тухатчĕ. Юрать, анне çăпата ăстиччĕ».
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ялти вăй питти çынсем фронта кайнă. 17 çулти хĕре вара Пуянкассине окоп чавма янă. «Хĕл питех те сивĕ килчĕ ун чухне. Йывăçсем шартлатса çурăлатчĕç, улмуççисем пĕтрĕç. Мĕнле чăтнă-ши хамăр? Ман пек çамрăк ушкăнра урăх çукчĕ. Кашнинех план панă пире. Шăн çĕре алтма, çăл пури тарăнăш окоп чавма тивнĕ. Алăра лум выляса кăна тăратчĕ. Паян кун та Тăвай тăрăхĕ асран каймасть, — çакна уйрăммăн палăртрĕ вăрçă ачи. Тылра кунне-çĕрне пĕлмесĕр «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех — Çĕнтерÿшĕн!» девизпа ĕçленĕ. Çавăнпах эпир хаяр тăшмана çĕнтертĕмĕр те».
Клеопатра пек вăй питти хĕрсене пĕр хĕл Красноармейскинче «салтак вăййи» вĕрентнĕ. «30-40 хĕр пĕлÿ илтĕмĕр. Новоселовсем патĕнче выртса пурăнаттăмăр. Çимеллине килтен илсе кайнă. Юр çийĕн шусах пĕр кĕрĕк çĕтĕлсе пĕтрĕ. Пире кирек хăш вăхăтра та повестка парса вăрçă хирне яма пултарнă. Пĕрле пĕлÿ илнĕ Хусакасси хĕрĕ Тоня тăшмана хирĕç кĕрешме фронта ăсанчĕ», — иртнине куç умне кăларать тыл ветеранĕ.
Вăрçă пĕтичченех сысна фермине ĕçе вырнаçнă Клеопатра Георгиева. Чĕрĕк ĕмĕр тăрăшнă вăл унта. Пĕрле вăй хунă ĕçченсене ырăпа аса илет. Унăн сăнĕ хуçалăхри, районти Хисеп хăми çинчен кайма пĕлмен. Малалла вулас...
Комментари хушас