"Тÿпене паян та хаваспах çĕкленĕттĕм"

7 Çурла, 2017

Ĕмĕчĕ пурнăçланас тăк Чăваш Ен историйĕнче йĕр хăварасса тĕлленмен те вăл. Тÿпере вĕçекен самолетсем çине пăхса унта кам ларма пултарни, техника вĕçев çулне мĕнле майпа тытса пыни пирки пуç ватнă. Аслăраххисем хăйĕнчен: «Ÿссен кам пуласшăн-ха?» — тесе ыйтсан Шупашкарта пурăнакан чăваш хĕрĕ пĕр иккĕленмесĕр: «Шофер, летчик, тракторист», — хуравланă. Çитĕннисем çакна илтсен мĕншĕн кулкаланине пачах та ăнланман. Вăл вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче, республикăра самолета «çăварлăхлама» харсăрлăх çитернĕ хĕр-хĕрарăм пулманнине пĕлмен-çке вăл.

Темиçе çултан Галина Борисова этемлĕхĕн вăйлă çуррине вĕçев-техника хутлăхĕнче хĕрарăмсем те арçынсенчен кая мар çаврăнăçуллине ĕнентернĕ. Планеристран экипаж командирне çитнĕскер вĕçеве тухас кашни саманта хавхаланса кĕтнĕ. Ветеран пилот штурвал умне ларманни 30 çул ытла ĕнтĕ, çапах та 75-ри Галина Ивановна халĕ те самолета сывлăша çĕклеме хатĕр. «Пĕр кнопка та манăçман, çĕр çине анса ларма инструктор пулăшăвĕсĕрех пултарăп», — тет командир йăл кулса.

Çунатлă çамрăклăх

Тĕрĕссипе, хĕр авиаципе кăсăкланни ăнсăртран мар-тăр. Унăн куккăшĕ Георгий Леонтьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче летчик пулнă, çар самолечĕ-

пе тĕрлĕ хулана вĕçнĕ. Маларах кайса çакна та калам: династие малалла тăсакан та пур. Хальхи вăхăтра Шупашкарти аэроклубра парашютистсене вĕçме хатĕрлес ĕçре Галина Ивановнăн аппăшĕн ывăлĕ Олег Николаев тăрăшать.

— Эпĕ ача чухне Шупашкарти аэроклуб çурма çар организацийĕ шутланнă. Хула çийĕн çар самолечĕ вĕçнине час-час асăрхаттăмăр. Эпĕ вĕçевçе вĕренме каяс кăмăллине пĕлсен анне нимех те шарламастчĕ, атте хирĕçчĕ — велосипед мар вĕт самолет, хăранă ĕнтĕ. Апла пулин те шкул хыççăн виçĕ çул электроаппарат заводĕнче ĕçлесен кайрăм хайхи аэроклуба. Самолет уйрăмĕнче хĕрсем пурĕ 15-ĕнччĕ. Авиатехникăна тĕплĕн вĕрентĕмĕр те вĕçевçĕсен отрядне лекессишĕн тапаçланма вăхăт çитрĕ.

Медкомисси витĕр хĕрсенчен пĕри те тухаймарăмăр: невропатолог алă пусса памарĕ. Тусăмсем малалла талпăнмарĕç, эпĕ вара пуçа усма шухăшламарăм — тĕрĕслеве иккĕмĕш хут, парашютистсемпе пĕрле, кайрăм. Нерв тытăмне тĕрĕслекен тухтăр урăххиччĕ — ăна-кăна пăхкаларĕ, вуларĕ те — тĕлĕнсе пуçне сулларĕ. Чăкăлташмалли сăлтав курмасăр кирлĕ хута алă пусрĕ. Çапла лекрĕм те Шупашкарти аэроклубăн вĕçевçисен ушкăнне. 20 çынччĕ пирĕн йышра: 19 арçын тата эпĕ, — пуçларĕ калаçăва Галина Ивановна.

Малтанхи вăхăтра — планерпа, çулталăкран вара моторлă самолетпа вĕçнĕ вăл. Пуçласа хăй тĕллĕн тÿпене çĕкленнине, çĕр çине анса ларнине епле манăн? Ку саманта халĕ те йăл кулса аса илет летчик:

— Ун чухне аэроклубра вĕренеттĕмĕр, аэродромра практика хăнăхăвĕ илеттĕмĕр. ЯК-18 самолета кĕрсе лартăм, двигателе ĕçлеттерсе ятăм та çÿлелле çĕклентĕм. Аэродром çийĕн пĕр çаврăм вĕçрĕм те... Тĕкĕре пăхатăп — инструктор ларакан кресло пушах! Хама алла илтĕм те чиперех анса лартăм. Ман пата отряд ертÿçи чупсах килчĕ. «Акă тыт, — кутамкка тăсса парать вăл мана, — Кăнтăр поселокне вĕçтер, пĕр ещĕк эрех илсе кил!» Эпĕ çи-пуçа улăштармасăрах хушнине пурнăçлама васкарăм. Часах тулли кутамккапа /паллах, пĕр ещĕк кĕленчене йăтса çитереймĕн ĕнтĕ/ таврăнтăм. Ĕçе ĕлкĕресчĕ тесе /заводра иккĕмĕш сменăна çÿреме калаçса татăлнăччĕ/ тухса чупрăм. Çав каç аэродромра хĕр самолетпа пĕчченех вĕçнине çĕрлечченех паллă тунă-мĕн.

«Тĕне кĕни»

Çакăн хыççăн çулталăкран Галина Борисова Калугăри ДОСААФ вĕçев-техника шкулне вĕренме кайнă. Медкомисси тĕрĕслевне иртнĕ чухне каллех чăрмав сиксе тухнă — хальхинче тухтăрсем хĕрĕн çÿллĕшĕ çитмест тесе тиркешнĕ. 167 сантиметртан кая мар кирлĕ-мĕн, Чăваш Ен хĕрĕ вара — 2 сантиметр лутрарах.

— Куçăн мар уйрăмра вĕренме килĕшрĕм. Экзаменсене ĕçрен пăрăнмасăр çÿресе пĕлÿ илтĕм. Çапла вĕçес опыт та пухăнса пычĕ. Мана граждан авиацине куçма сĕнчĕç. Пассажирсене хуларан хулана илсе çÿресси мĕнле çамрăка илĕртмĕ-ха? Паллах, килĕшрĕм. АН-2 /халăхра ăна «кукурузник» ят панă/ самолетпа вĕçмешкĕн хăнăхма Куйбышев тăрăхĕнчи Смышляевкăна кайрăм. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хĕрсем чылайăн пухăнтăмăр. Çур çултан граждан самолечĕн пилочĕн свидетельствине алла илтĕмĕр, — калаçу çăмхине малалла сÿтет ветеран летчик.

АН-2 тенĕрен, унпа çыхăннă асран кайми пулăма халĕ те манмасть Галина Ивановна. Экипаж командирĕ тин кăна ĕçе пуçăннă иккĕмĕш пилотпа Улатăра вĕçнĕ. Самолет республикăн кăнтăр енчи хулине çитнĕ, пассажирсем кĕрсе вырнаçнă. «Штурвал умне ларатăн-и? — сĕннĕ командир йĕкĕте. — Эпĕ кăшт куçа хупса илĕп». Нумай та вăхăт иртмен — ыйхăланă командир самолет чалăшшăн вĕçме пуçланине сиснĕ. Куçне уçса янă — каччă та тĕлĕрет иккен!

— Хăвăртрах штурвала хам ярса илтĕм. Самолета майĕпен тÿрлетрĕм. Пире мĕнле хăрушлăх кĕтме пултарнине шухăшласа илтĕм те — çурăм тăрăх сивĕ чупса иртрĕ. Çакă маншăн яланлăх урок пулчĕ: штурвала урăх никама та самантлăх та шанса паман эпĕ, — вĕçевре яваплăх мĕн тери пĕлтерĕшлине çирĕплетеççĕ çак сăмахсем. Хăрушлăхпа çыхăннă самантсем летчик практикинче татах та пулнă. Телее, халĕ вĕсем çинчен йăл кулса кăна аса илет вăл:

— Кировра самолет спорчĕн ăмăртăвĕсене хутшăнма тÿр килнĕччĕ. Шăпа ячĕç те, манăн чи малтан вĕçсе кăтартмалла пулчĕ. Йĕри-тавра — журналистсем, фотографсем. Хумханнине туймасăрах самолета кĕрсе лартăм. Кĕçех техника çĕртен хăпса çÿлелле кармашма пуçларĕ. Эпĕ штурвал умĕнче йăл-йăл çиçсе ларатăп — куракансем мана сăнаççĕ вĕт-ха! Унччен те пулмарĕ, самолет кĕрлевĕ вăйланнине илтрĕм. Кун пек сасă топливо сахалчухне пулать. Пĕтрĕм, çу 15 литр кăна юлнă! Тимлĕхе ытлашши сапаланине пула /журналистсем калаçтараççĕ, сăн ÿкереççĕ-çке/ эпĕ вĕçевччен заправка шайне тĕрĕслеме те маннă. Нимĕн тума аптăранипе кабина чĕтренесле SOS кăшкăратăп. Çав вăхăтрах хам аялалла вĕçсе ют хутлăха сăнатăп — ларма юрăхлă вырăн шыратăп. Акă колхоз уйне уйăрса илтĕм те унта анма тĕв турăм. Паллах, йăлтах ытла та кĕтмен-çĕртен пулса тухнипе эпĕ вĕçев инструкцине пăхăнман. «Çак кунтан авиаципе сыв пуллашмалла пулать ĕнтĕ, ĕçрен кăларĕç» тесе шухăшланăччĕ.

«Анса лартăм, анчах хам ăçтине пĕлместĕп...» — хуçăк кăмăлпа раципе çапла пĕлтертĕм. Çур сехетрен аэроклуб пуçлăхĕ Николай Чмерев грузовикпа çитрĕ. Ыталаса илчĕ те: «Маттур! Ху та сывă юлтăн, самолета та çăлтăн», — терĕ. «Тĕне кĕтĕм» çапла. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.