Нейронсемпе модульсен çыхăнăвне пĕлеççĕ

13 Утă, 2017

Мĕнле арçын ача техникăпа ан кăсăклантăр? Ашшĕ-амăшĕ туянса панă машинăпа выляма кăна тунсăхлăрах, сÿтсе пăхасси вара… Акă ăçта чăн-чăн савăнăç! Шăпах çакăнпа илĕртет те ачасене Шупашкарти моделизмпа робототехника лагерĕ.

Робототехника илĕртет

Çак шкул уçăлнăранпа çулталăк иртнĕ кăна-ха. Вĕренÿ çулĕнче кунта ачасем занятие çÿреççĕ, çуллахи вăхăтра вара — лагере. Шкулта икĕ ушкăн ĕçлет: аслă /10-16 çултисем/ тата кĕçĕн /6-9 çултисем/. Кĕçĕн ушкăна — 11 ача, аслине — 8 ача çÿрет. Эпĕ пынă чухне кĕçĕннисем тата икĕ пĕчĕк ушкăна пайланнăччĕ: пĕрисем — моделизма, теприсем робототехникăна кайнă. Унтан вырăнĕсемпе улшăнаççĕ вĕсем. Занятисем сехет çурă иртеççĕ.

Ку ушкăн тĕрлĕ вырăна тухса çÿрет: картинг, вĕренÿ паркĕ, кино, бассейн… Сăмахран, нумаях пулмасть ачасем тăвар хăвăлĕсенче пулнă. МЧС ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ мероприятире вĕсем валли квест иртнĕ.

Лагерьте пурĕ пилĕк смена. Кашни икшер эрне ĕçлет. Ачасем 9 сехетрен пуçласа 17 сехет те 30 минутченех кунта. Лагере çырăнманнисем вара ахаль занятие кăна çÿреççĕ.

Лагерь смени вĕçленсен ача мĕн вĕреннине çирĕплетме пĕтĕмлетÿ ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Сăмах май, пиллĕкмĕш смена çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче вĕçленет.

Кашни ачан — хăйĕн кăсăкланăвĕ. Ав пĕрисем машинăпа çÿреме вĕренесшĕн те моделизм урокне шутсăр кăмăллаççĕ.

— Моделизм тĕллевĕ — машинăпа çÿреме вĕренесси, — каласа парать Ринат Умеров педагог. — Çавăн пекех ачасене автомобилĕн пĕтĕмĕшле тытăмне ăнлантаратăп. Машинăсене вĕсем пульт пулăшнипе çÿреттереççĕ. Ку çĕнĕлĕхе пурте пĕрешкел парăнтараймаççĕ. Пĕрисем çакна тÿрех алла илеççĕ те вĕсен пĕтĕмпех çăмăллăн пулса пырать. Кунта та пултарулăх кирлĕ.

Трактор пуçтараççĕ

Максим Андреев вара ачасене робототехникăна вĕрентет.

— Паян эпĕ вĕсене привод платформи ăсталама каларăм. Вăл – икĕ моторлă пĕчĕк машина. Çак робот тĕллевĕ — вăтам платформăпа тата вăтам моторпа пĕрле япалана А пăнчăран Б пăнчă таран куçарасси.

Анчах пуçтарасси — йывăрах мар, программăпа ĕçлесси — чылай кăткăсрах. Кунта мотор хусканăвне, радиоуправлени йĕркине, тĕрлĕ датчиксене, математикăри переменнăйсене пĕлмелле – пуç ватмалăх пур. Çавăнпа та робототехника курсне 10 кун çÿрени сахал, кунта çулталăк çурăран кая мар кирлĕ.

Акă Саша Моисеев гусеницăллă трактор пуçтарма пуçланă. Унăн умĕнче — тĕрлĕ деталь курупки, кирлине суйла кăна. Вăл çак ĕçе инструкцие пăхса пурнăçлать. Хĕрĕх минут уншăн çителĕклех иккен. Ытти вăхăчĕ — программа çырма.

Паллах, пĕчĕк пайсене кирлĕ пек вырнаçтарса машина пуçтарни ачасен шухăшлавне, пÿрнесен моторикине аталантарать. Вĕсем кашни япалан пĕлтерĕшне ăнланма пуçлаççĕ. Çапла ас тăвăм та вăйланать. Шестеренка мĕнле ĕçленине, нейронсемпе модульсем тата датчиксем пĕр-пĕрне мĕнле витĕм кÿнине пĕлетĕр-и эсир? Çак лагере çÿрекенсем вара ку вăрттăнлăха та уçăмлатма ăнтăлаççĕ.

Дрифта курмаллах

Çак вăхăтра Ринат Умеров педагог машинăсене кузовне кура мĕнле уйăрмаллине вĕрентетчĕ. Седан, универсал, хэтчбэк, спайдер тенине илтнĕ-и? «Спайдер тенине çăмăллăнах ас туса юлма пулать», — асăрхарĕ ачасенчен пĕри. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.